15 декабря 2009 г.
Чÿк уйăхĕн юлашки кунĕсенче тĕп хулари “Салют” культура керменĕнче драма коллективĕсемпе халăх театрĕсен “Ахрăм-Мухтав” фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртнĕ.
Унта палăрнă коллективсене йыхравланă. Малтанах сăмах Чăваш республикин халăх пултарулăхĕн çурчĕн ертÿçин çумĕ Т. А. Шамсеева илнĕ, çак фестивале активлă хутшăннăшăн тав сăмахĕ каланă. 40 театр коллективĕ хăйсен спектаклĕсенче вăрçа хирĕççине тарăн та витĕмлĕ сăнласа кăтартма пултарнă. Республикăри жюри председателĕ, Чăваш драма театрĕн режиссерĕ И. Иванов сăмах илчĕ, фестивале тĕрлĕ номинацисемпе пĕтĕмлетнине пĕлтерчĕ. Пур коллектив та фестиваль-конкурса хутшăннăшăн диплом илме тивĕç пулчĕ. Пирĕн районти халăх театрĕ (режиссерĕ Н. Николаева) республикăран “Чи лайăх спектакль” номинацире II степеньлĕ дипломпа таврăнчĕ. Çак коллектива тунă çитĕнÿсемпе саламлатпăр, малалла та аталанма, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.