АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çемье

15 декабря 2009 г.

 

К. В. Иванов ячĕллĕ академии драма театрĕнче “Çемье-2009” республика конкурсĕн финалисчĕсене савăнăçлă уявра саламланă.

2009 çулта “Çулталăк çемйи” конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн Муркаш районĕнчи Кудряшовсен çемйине çĕнтерÿçĕ тесе палăртнă. Пирĕн районти Платоновсен çемйи “Пултаруллă çемье” номинацире диплом илме тивĕç пулнă. Салам сăмахĕсем хыççăн Дмитрий Федоровичпа Любовь Юрьевнана гитарăпа юрă шăрантарма ыйтрĕç.

Туслă çемье Карай ял тăрăхĕнчи Çырмапуç ялĕнче пурăнать. Конкурса вĕсем вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ ÿкерчĕксем нумай тăратнă. Çемье спортпа туслă, гитарăпа тата пианинопа выляççĕ, автомашина çÿретеç-çĕ, чи пахи вара — килти хушма хуçалăхра вăй хураççĕ.

Платоновсем конкурспа кăмăллă юлчĕç. Вĕсем конкурс йĕркелÿçисене ырă кăмăллă пулнишĕн, кирлĕ вăхăтра пулăшу панишĕн тав сăмахĕ каларĕç. Район администрацийĕпе халăхăн социаллă хÿтлĕх пайĕ Платоновсен çемйине республика шайĕнчи ăнăçупа саламларĕç, малашне те пултаруллă пулма сунчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика