15 декабря 2009 г.
Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче “Эпĕ спорта сиенлĕ йăла-йĕркесен альтернативи вырăнне суйласа илетĕп” ятлă республикăри акцин районти этапĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакан яш-кĕрĕм хушшинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес, ÿсекен ăрăва унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса парас, ачасене физкультурăпа спорта явăçтарас тĕллевпе Трак енре октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен “Эпĕ спорта сиенлĕ йăла-йĕркесен альтернативи вырăнне суйласа илетĕп” ятлă районти акци иртрĕ. Унта районти мĕн пур шкулсем (акци вăхăтĕнче çирĕплетнĕ плансемпе) хутшăннă. Творчество конкурсне “литература ĕçĕ” (18), “реферат” (2), “ÿкерчĕк” (29), “плакат” (12), “информаци буклечĕ” (5), “листовка” (7), “фильм” (4), “сывлăх кунĕсем” (1) номинацисем тăрăх пĕтĕмпе 85 ĕç тăратнă.
“Литература ĕçĕ” номинацин “поэзи” пайĕнче Упи вăтам шкулĕнчи А. Васильев (2-мĕш кл.), А. Уваров, Д. Афанасьев (4-мĕш кл., ертÿçи Т. Г. Петрова), “проза” пайра Еншик Чуллă вăтам шкулĕнчи Ф. Федорова (10 -мĕш кл.), Т. Григорьева (7-мĕш кл., ертÿçи Е. М. Вышинская), Е. Васильева (9-мĕш кл., Упи шкулĕ, ертÿçи В. В. Васильева) палăрнă.
“Реферат” номинацире вара И. Григорьев (10-мĕш кл., Еншик Чуллă, Е. М. Вышинская) çĕнтернĕ.
“Ÿкерчĕк”, “Плакат”, “Листовка” номинацисенче Упи вăтам шкулĕнчи А. Осипова (3-мĕш кл., Г. В. Иванова), А. Васильева (9-мĕш кл., И. Б. Миронова), Ю. Фомина (5-мĕш кл., А. С. Никифорова) мала тухнă.
“Информаци буклечĕ”, “Фильм” номинацисенче Еншик Чуллă вăтам шкулĕнчи А. Тихонова (8-мĕш кл.), Л. Беззубов (ертÿçи В. Н. Абрикосов) вĕренекенсене çитекенни пулман. А. Петров (9-мĕш кл., Упи) иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Тĕрлĕ номинацисенче тупăшса А. Фомин, С. Степанов, И. Димитриев, С. Каткова (Упи), А. Тихонова, Н. Никифоров (Еншик Чуллă), Е. Хлебнов (Карай), Н. Афанасьев (Кĕçĕн Шетмĕ), А. Иванова (райцентрти иккĕмĕш шкул) , Чатукассинчи тĕп шкул (“Информаци буклечĕ”) свидетельствăсем илме тивĕçнĕ.
Пур енлĕ кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн асăннă акцинче Упи вăтам шкулĕ çĕнтернĕ тесе палăртнă. Еншикчуллăсем призерсен йышне кĕнĕ. Чи лайăх ĕçсене республикăри тупăшăва тăратаççĕ.