АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимĕчкасси старости

15 декабря 2009 г.

 

Питрен çапса йĕпхÿ пĕрĕхет. Иртенпех кунĕ çапла. Ăнланма çук çав кăçалхи çанталăка. Пĕрре шăнтса пăрахать, тепре çийĕнчех ăшăтса килет. Урампа иртме те кансĕр çакнашкал вăхăтра.

— Халь, çакăнта кăпăшка юр çийĕн утмалла ĕнтĕ. Çĕнĕ çулĕ те алăкран шаккать, ав. Эпир вара пылчăка çăрса тапаçланатпăр, — хăй калассине пытараймарĕ ман умра пыракан хĕрарăм. — Çавах та çаврăнса килер-ха.

— Пĕрре тухнă чух Нимĕчкасси ялĕпе курса паллашни… эх, пăсăк пулас çук маншăн, — терĕм эпĕ. — Лесная урамах çитсе килер пуль…

Ку калаçу иксĕмĕр хушăра сыпăнчĕ. Ман умра, çамрăк чухнехи евĕр, çăмăллăн ярса пусакан хĕрарăм Елена Порфирьевна Макарова пулчĕ. Вăл 98 киллĕ, вĕсенче 264 çын пурăнакан ял старости. Вунă çула яхăн ĕнтĕ çак ĕçре. Халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн çине тăракан çын.

Миçере-ха Елена Порфирьевна? Çакнашкал “лава” 1934 çулхи кăçалхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă пултаруллă хĕрарăм туртса пыни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ-çке. Пули-пулмиех пултараймасть çакна. Теприне хăть халăх шансан та унăн вăл е ку ĕçе йĕркелеме вăй-хăвачĕ те, пултарулăхĕ те çитеймест.

— Лесная урама теприсем Вăрман е Вăрманти урам тесе те калаççĕ, — сăмаха сыпăнтарчĕ Е. Макарова. — Паха янăрать вĕт чăвашла…

— Сирĕн ялта мĕн пурĕ пилĕк урам. Тата пурне те вырăсла ят хунă. Шутласа пăхăр-ха, сăмахран, Çамрăклăх, Çырмари, Граждански, Туслăх тесе каласан, мĕнлерех вырăнлă пулмалла, — куçсенчен ыйтуллăн пăхрăм вăтам пÿ-силлĕ хĕрарăма. — Эпир чăвашсем вĕт?..

Граждански урам Лесная ятлине çыхăнтарать. Çул сылтăмалла, тăвалла… Елена Порфирьевнаран паллашмалла енчен-енне вырнаçнă килсенче камсем пурăнни пирки ыйтса пĕлетĕп.

— Ку урамра ытлах пылчăк çăрăлмасть-ха. Ав, пирĕн урамра — Граждански ятлинче, унччен тухса çÿреме те йывăртарахчĕ. Ял лавкки патне çуран-и, автомашинăпа та йĕр хывма кансĕртерех пулнă. Кăçал лавккаран тытăнса çÿлелле 250 метр чухлĕ вак чул сарчĕç. Эх, чупмасăр, çÿремесĕр пĕр вырăнтан тапранаймасть çав, — хăй калассине пытараймарĕ староста. — Ку ыйтупа районта та, Шупашкарта та яваплă çынсемпе тĕл пулнă.

— Лесная урамра пурăнакансем хускатнă ыйтăва тивĕçтерессипе те ĕçлеме тиврĕ ĕнтĕ сирĕн. Çынсен хуйхи-суйхине чĕре патне йышăнасси çав тери хаклă ĕнтĕ? — кăсăклантăм эпĕ.

— Ку урамра мĕн пурĕ 16 кил. Шыв колонкисем юрăхсăра тухни куç умĕнчех. Шыв башнинче вырнаçтарнă насус та ĕçлеместчĕ. Çынсемпе килĕрен-киле çитсе канашлани пулăшрĕ пире. Килĕрен 1000 тенкĕ пухрăмăр та насуслă пултăмăр. Халь шывсăр нушаланмаççĕ урам çыннисем, — хăй хĕпĕртенине палăртрĕ Е. Макарова. — Пĕлтĕр тата вăрманкас алманчсемпе нимĕчкассисене чукун çул урлă каçмалли çул (переезд) туса патăмăр.

— Ял старости ял хуйхи-суйхипе пурăнать, ĕçлет. Вăл е ку ĕçшĕн чĕререн çунакан çын вăл Елена Порфирьевна. Тĕрĕссине куçран калать, — терĕ мана Нимĕчкассинчи 73 çул çине пуснă Елизавета Федоровна Романова. — Ачисем те амăшĕн ури çине пуснă…

Елена Порфирьевна хăй тавра актива явăçтарнипех, акă, 2007 çулта ялта çурхи шыв-шур çисе кайма пуçланă икĕ пĕвене сыхласа хăварнă. Вĕсене канавсем чавса вырнаçтарса çиелтен тăпрапа тикĕсленĕ.

Çемье пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм эпĕ. Е. Макарова Çĕрпÿ районĕнчи Анатри ятлă ялта çуралнă. Хăйĕн профессине вăл Çĕрпÿри медицина ĕçченĕсене хатĕрлекен икĕ çуллăх курсра вĕренсе илнĕ. Хĕр-упраçа Трак тăрăхĕнчи Нимĕчкассине ĕçлеме янă.

— Эпĕ 1955 çулта трахсестрара тăрăшма пуçланă. Ун чухне ялти 74 çын трахомăпа чирлĕччĕ. Ачасем чылай çуралатчĕç. Акă, пĕр çул 15 пепке кун çути курчĕ. Пĕрре хĕрарăм аптрарĕ (хăй пирĕн районтан мар). Ăна автомашинăпа Красноармейскинчи ача çуратмалли çурта леçме тиврĕ. Кунта пире йышăнмарĕç. Автомашинăна Шупашкара çити хăвалама лекрĕ. Мичман Павлов урамне çитиччен ача çуралчĕ, çул çинчех…

Ун чухне телефон пулман. Хальхи пек васкавлă пулăшу машини те çÿремен. Ялта больницăна кайма ятарласа “Змейка” ятлă лашана уйăрнăччĕ, — тет, иртнине аса илсе, Елена Порфирьевна. — Фельдшер-акушерка кÿршĕллĕ ялтан çÿренĕ. Тĕрĕссипе, 35 çул хушшинче мĕн-мĕн кăна тÿсмен пуль…

Нимĕчкассинче халь клуб çук. Медпункт ял варринче вырнаçнă. Щитлă çуртра вăл. Ăна çĕклес тĕлĕшпе Е. Макарова чылай вăй хунă. Ултă çул "Гигант" хуçалăхра весовщицăра ĕçленĕ. Ырми-канми, чун-чĕре пархатарне панă çакăнта.

— Тырă йĕтем айне вырнаçмастчĕ хăш-пĕр çул. Ăна типĕтсе çитерме сушилкăра вырăн та тивĕçместчĕ. Пĕррехинче купари нÿрĕк тырă тăруках хĕрсе кайрĕ. Кун пирки бригадира каларăм. Вăл ĕçе ырана хăварчĕ. Эпĕ чун чăтмасăр фермăри дояркăсем патне чупрăм. “Тырă хĕрсе кайрĕ, кăвакарма пултарать вĕт”, — тесе ăнлантартăм вĕсене. Итлерĕç. Çĕрĕпех сушилкăри тăватă секци тырра кăлартăмăр, ун вырăнне ăшăнса кайма пуçланă тулăна хутăмăр, — тет ял старости. — Ирхи сăвăма йĕтем çинченех васкарĕç вĕсем.

1956 çулта çемье çавăрнă Е. Макарова. Мăшăрĕ — Николай — ку тăрăхра киномеханикре тăрăшнипе паллă. Пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Ял старостин виçĕ хĕр те икĕ ывăл çуралнă. Шел, Лилия 18 çултах, сарăмсăр вилнĕ.

Нимĕчкассинчи Граждански урамри урама тăрăхла кирпĕч çуртра пурăнать Е. Макарова. Юбилей ячĕпе ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп ăна.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика