15 декабря 2009 г.
Вăрнарта, ку районта ирĕклĕ майпа кĕрешмелли спорта пуçарса янă В. Д. Егорова асăнса, кĕрешÿçĕсен республика шайĕнчи турнирĕ иртнĕ. Унта пирĕн районăн команди те хутшăннă, призлă вунă вырăн çĕнсе илнĕ.
Тĕслĕхрен, райцентрти иккĕмĕш шкулта вĕренекен Кирилл Спиридонов 1998—2000 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче 27 килограмлă виçере, унăн тантăшĕ Дмитрий Степанов (30 кг), Зинаида Петрова (Кĕçĕн Шетмĕ, 40 кг), Фарух Махмадалиев (райцентрти 2-мĕш шкул, 45 кг) — пĕрремĕш, Андрей Исаев (КСОШ-2, 27 кг), Евгений Егоров (Именкасси, 30 кг), Айгуль Дуйсембаева (КСОШ-2, 50 кг) — иккĕмĕш, Руслан Терентьев (Именкасси, 25 кг), Николай Михайлов (35 кг), Александр Корнилов (45 кг, иккĕшĕ те КСОШ-2) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.