АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх кăтартса

15 декабря 2009 г.

 

Чатукасси тăрăхĕнчи 8 çемье интернатри ачасене усрава илнĕ. Е. Н. Григорьева вĕсенчен пĕри пулса тăрать те. Вăл — Чатукасси ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ.

Е. Григорьеван хăйĕн виçĕ ывăл. Вĕсенчен асли — Эдик — Чечен вăрçине хутшăннă. Халĕ вăл Шупашкарти “Электросила” пĕрлешÿре вăй хурать.

— Аслине шыраса пĕтĕм сывлăха пĕтертĕм. Тăватă уйăх шырарăм. Вĕсене ту хушăкĕнче тытнă пулнă. Çимелли нимĕн те пулман. Çавна май кайăксене тытса тăранса пурăнма тивнĕ иккен, — аса илет çав вăхăта паян Елена Николаевна. — Салтакран килсен тÿрех ĕçе вырнаçрĕ. Хăйне ирех тăратма ыйтатчĕ те тăратсан автомат шырама тытăнатчĕ. Ун пекки 2—3 хутчен пулса иртрĕ.

Хăй вăхăтĕнче ăна хваттер черетне тăратма çÿреймерĕм. 2005 çулта кайрăм та кая юлнă тесе тăратмарĕç. Халĕ, авă, хваттер илсе парас тесе, вăкăрпа пăрăва та сутрăм. Ачасене пулăшмалла вĕт…

Вăталăххин — Женьăн — салтак служби те Чечен Республикинче иртнĕ. Анчах ун пек хĕрÿ вăхăтра мар. Вăл коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ “Монолитстройра” бригадирта вăй хурать, çав вăхăтрах заочно майпа строительнăй техникумра пĕлÿ пухать.

Виççĕмĕшĕ — Николай — Хабаров крайĕнче службăра тăнă. Анчахрах Н. Григорьев унтан килсе çитнĕ.

Николай машиностроительнăй техникумра вĕренсе алла специальность илнĕ.

— Кĕçĕнни Çĕпĕре лекрĕ те уншăн кулянма та пĕлмерĕм темелле. Вăл служба йĕркеллĕ пырать, пире лайăх çитереççĕ, — тет те çырăвĕсенче. Ачасем тухса кайса пĕтрĕç, килте пĕчченех тăрса юлтăм. Шиклĕ. Галина Юрьевнапа тата Венера Петровнапа, вĕсем пĕрер ача усрава илнĕ, калаçса пăхрăм та мана интернатран ача илме сĕнчĕç. Çапла вара пирĕн патра Андрей ятлă ывăл ача пурăнма пуçларĕ… — калаçăва малалла тăсрĕ Елена Николаевна.

Ку пилĕк çул каялла пулнă. Малтанах пĕчĕкскер ют çĕрте ютшăннă, хăранă та ĕнтĕ. Халĕ вăл 2-мĕш класра вĕренет, самаях хăюлланнă.

Андрейсен (унăн шăлнĕ те пур, вăл Йĕпреç районĕнчи тепĕр çемьере пурăнать халĕ) ашшĕ-амăшĕ, уйрăмах амăшĕ, эрех кĕленчи ăшне путнă. Декабрь уйăхĕнче вăл ачисене килте хупса хăварса пĕр эрне ĕçсе пурăннă, пĕчĕкскерсене сивĕре усранă. Лешсем кăшт çеç шăнса тата выçса вилмен. Юрать кÿршĕре пурăнакансем кирлĕ çĕре пĕлтерсе, ачасене интерната ăсатмалла тунă, вĕсен ашшĕ-амăшне ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă.

— Халĕ самай хăюлланчĕ. Анчах темрен шикленесси пур, илсе панă япаласене пытарма хăтланать, суеçтересшĕн те. Ара, ача психологийĕ çапла ĕнтĕ вăл, кайран иртет пулĕ-ха, — хăйне лăплантарма тăрать Е. Григорьева.

Малтанхи çĕрте Андрей, тен, апатне те йĕркеллĕ çисе курман, выçă ларнă кунсем пайтах пулнă пулĕ. Çавăнпа та пытарас йăла пырать ĕнтĕ. Халĕ ăна тем те илсе параççĕ, çимеллине те, вылямаллине те. Авă, компьютер та пур. Елена Николаевнан аслă ывăлĕсем çĕнĕ компьютер туяннă та, киввине яла илсе килсе панă. Вĕрен, выля, ан ÿркен çеç…

— Хăй питĕ йăрă, çум çумлас çĕрте манран ирттерет. Мăнукпа пĕрле ăмăртмалла утă тавăраççĕ, шăвараççĕ çу кунĕсенче. Халĕ, авă, тислĕк туртма пулăшать, — Андрея ырламасăр чăтаймарĕ Елена акай. Çапла, Андрей ăна çавăн пек чĕнет. Унăн ашшĕ-амăшĕсем Елена Николаевнан ачисемпе — Эдикпа тата Женьăпа — пĕр çулсенчисем çеç пулнăран, Е. Григорьева Андрея анне тесе чĕнме хушма вăтаннăран пулнă ĕнтĕ ку.

— Унăн (кунта сăмах Андрей пирки пырать ĕнтĕ — автор) ашшĕ-амăшĕсене питĕ курса калаçас килетчĕ. Халиччен пĕтĕмпе виçĕ суд ларăвĕ пулчĕ, анчах вĕсем пĕрне те пымарĕç, — хăй шухăшне уçса пачĕ Елена Николаевна. — Хĕрхенес те килет тăван ашшĕ-амăшĕ пур чух çавăн пек нушаланса пурăнакан ачасене. Андрейăн ачалăхĕ кăшт та пулин савăкрах ирттĕр тесех çак утăма турăм, ăна усрава илсе…

Григорьевсен килĕнче питĕ тирпейлĕ. Çурчĕ хăтлă. Ăна çĕклеме вĕсене çăмăл килмен. Кирпĕчне те, шиферне те райпо урлă çыртарса илмелле пулнă. Пÿрт кăшкарне купаласа хăпартсан, платниксене тытман. Платник ĕçĕсене упăшки, Михаил Валерьянович, хăй пурнăçланă. Стройматериалне илме те укçине тупкаланă: виçшер вăкăр, сыснасем усранă, самăртса сутнă. Халь вĕсен пÿртне такам та пăхса ăмсанмалла, ăна лайăх “тумлантарнă”, пурăнма условисем çителĕклех.

— Пирĕн Чатукассинче, хам çуралса ÿснĕ Виçикассипе танлаштарсан, халăх кăмăллă, пĕр-пĕрне пулăшать. Анчах ялта çамрăксем юлмарĕç. Кил урлă тенĕ пекех ватăсем пурăнаççĕ е пушă çуртсем лараççĕ. Çуллахи вăхăтра çеç вĕсенче пурнăç таппи сисĕнет, хуларан килсе çÿреççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Ял урамĕсенче çапах та тирпей-илем тăватпăр. Ытларах ял старости Виталий Егоров, Валерий Алексеев, Владислав Дмитриев (вăл хăй Алькешре пурăнать пулин те), Сергей Тарасов çине тăнипе, ватăсем те ÿксех юлмаççĕ, хăйсен тĕлĕнче тасатаççĕ, — тет Елена Николаевна. — Кÿршĕсемсĕр Анатолий Львовичпа Антонина Герасимовнасăр — пурăнаймастăп эпĕ, вĕсем манăн атте-анне вырăнĕнчех, питĕ килĕштерсе пурăнатпăр…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика