15 декабря 2009 г.
Чатукасси ял тăрăхĕнчи 9 çемье кăçал ылтăн туйĕсене паллă турĕ. Çур ĕмĕр ĕнтĕ вĕсем мăшăр кăвакарчăнсем пек пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ.
Çак йыша Чатукассинчи Антонина Герасимовнапа Анатолий Львович Львовсем, Агреппина Васильевнапа Вениамин Карпович Карповсем, Пулайкассинчи Зинаида Васильевна Васильевапа Николай Карпович Карпов, Зоя Егоровна Дубровапа Николай Тимофеевич Иванов, Анфиса Ананьевна Ананьевапа Василий Григорьевич Григорьев, Арçунакассинчи Фекла Димитриевнапа Валентин Александрович Александровсем, Зоя Павловна Андреевапа Борис Порфирьевич Порфирьев, Енĕшкассинчи Мария Сергеевна Егоровапа Валентин Никандрович Никандров, Çĕнĕ Выççăлккăри Вера Васильевнапа Николай Матвеевич Матвеевсем кĕреççĕ. Вĕсене тепĕр вуншар çул çавăн пек татуллă килĕштерсе пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.