АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулупа кăмăллă юлтăмăр

15 декабря 2009 г.

 

Ăслă та пултаруллă çынсемпе тĕл пулма, вĕсен калаçăвне итлеме кăмăллă, итленĕçемĕн итлес килет. Нумаях пулмасть Мăн Шетмĕри вăтам шкулти вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем фольклор ăстипе, вуншар кĕнеке авторĕпе Э. И. Патмарпа тĕл пулчĕç.

Яманак каччи, ашшĕ евĕрех, халăх сăмахлăхне пуçтарать, пичете хатĕрлесе парать, каярах кĕнекисене кашни çын патне çитерме васкать, тăтăшах тĕл пулусем йĕркелет. Вăл хамăр тăрăхри сăмахлăха пухни пире уйрăмах савăнтарать. Уçă кăмăллă та çивĕч чĕлхеллĕ, кĕрнеклĕ, калаçнăçемĕн сăнĕ çуталса пырать, калаçас ăсталăхĕпе тыткăна илет, хамăр та сисместпĕр, унăн шухăшĕсемпе килĕшсе вĕсене ăша хыватпăр. Эдисон Ивановичăн кашни сăмахĕнче тăван халăха, чĕлхене юратни, хисеплени витĕр палăрса-сисĕнсе тăрать.

— Аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен виçĕ диплом манăн, тĕрлĕ чĕлхесем пĕлетĕп пулин те, тăван чĕлхерен хакли çук маншăн. Чăваш чĕлхинчен нихăçан та ютшăнман, унпа мухтанатăп çеç, — тет вăл.

Кăçал çеç унăн “Ăслăлăх сукмакĕ” (5-мĕш том), “Чăвашсен XXI ĕмĕрти календарĕ” (4-мĕш том) кĕнекисем кун çути курчĕç. Учительсемпе вĕренекенсем вĕсене хапăл тусах туянчĕç.

Хаклă хăна пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен хĕрсемпе каччăсене умри тĕллевсене пурнăçлама ăнăçусем сунчĕ, чылай сĕнÿ-канаш, çамрăксене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем пачĕ.

Вун пĕрмĕшсем Э. Патмара ăшă та интереслĕ калаçушăн чĕререн тав турĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика