АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçатçăсем — Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче

15 декабря 2009 г.

Хаçатçăсем — Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче

 

2010 çулăн пĕрремĕш çур çулне хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăрăн юлашки кунĕсем çеç юлчĕç. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн журналисчĕсем ĕçырăнтару тапхăрĕ пынă вăхăтра Трак енри чылай коллективсенче пулса нумай çĕннине пĕлчĕç, хăйсем валли сĕнÿ-канаш илчĕç. Раштавăн 11-мĕшĕнче хаçатçăсене Мăн Шетмĕ тăрăхĕ хапăл турĕ.

1. Е. Аленцева ăшшăн кĕтсе илет

Мăн Шетмĕ тăрăхĕ маншăн çывăх. Райхаçат редакцийĕнче ĕçленĕ тата ку тăрăхра çырăнтару ĕçĕшĕн яваплă çын пулнă май мана ертÿçĕсемпе те, вуншар ĕçченпе те тĕл пулма, курса калаçма тÿр килнĕ. Кашнийĕн пирки ăшă сăмахсем кăна. Вĕсенчен пĕри — Мăн Шетмĕри почта çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Елена Александровна Аленцева. Хаклă çыннăмăр ку коллектива чылай хушă ертсе пырать. Мĕн тетĕр, питех те ăнăçуллă, пултаруллă начальник-хĕрарăм вăл. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи 13 ялтан почта çыхăну уйрăмне килекен кашни мучи кинемипе — ватă, яш-кĕрĕмпе çамрăк пек тытать Елена Александровна хăйне.

Юлашки çулсенче мăн шетмĕсем “Ял пурнăçĕ” хаçата сарассипе кашни çырăнтару тапхăрĕнче хăйсен тĕллевне туллин пурнăçлаççĕ.

Эпир Мăн Шетмĕри почта çыхăну уйрăмĕнче. Почтальонкăсем хаçат-журнала ялсем тăрăх валеçме тухас умĕн райхаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев сăмах илет.

— Мăн Шетмĕ почта çыхăну уйрăмĕн коллективĕпе çулленех пĕрле ĕçлесе ырă ĕç тăватпăр. Акă эсир иртнĕ çырăнтару тапхăрĕнче 100 кил пуçне 38,2 экземпляр çырăнтарма пултартăр, — терĕ Иван Афанасьевич.

Вăл Е. Аленцевана чыслă ĕçшĕн хисеп грамоти тата хаклă парне — стена çине çакмалли пысăк сехет — парнелерĕ.

Мăн Шетмĕ почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсен кăтартăвĕсем сулмаклă. Акă Р. Шмелева (вăл Кушкăпа Йĕпрем ялĕсене хаçат-журнал валеçет, кăçалхи иккĕмĕш çур çур валли 100 кил пуçне “Ял пурнăçне” 47,2 экземпляр) сарнă. Ăна тĕп редактор хисеп грамотипе пысăк парне пачĕ.

Парнесене çавăн пекех М. Герасимова (вăл Четрик, Упа Çырма, Кăлава ялĕсене валеçет, 48,9 экземпляр), А. Дмитриева (Анатри, Тури Типçырма, Тăватпÿрт, Кушарăн çур ялĕ, 44), Г. Никитина (Анаткас, 43), Ю. Максимова (Пăрăнтăк, Кушар ялĕн çурри, 37,7 экземпляр) тивĕçрĕç.

— Сирĕн юлашки çулсенчи ăнăçусен тупсăмĕ мĕнре-ши? — терĕм Е. Аленцевана.

— Пĕлетĕр-и, — терĕ вăл. — Пĕрремĕшĕ — умри тĕллеве тĕплĕн пĕлнинче, иккĕмĕшĕ — почтальонсем хăйсен çине тулли тивĕç илнинче, кашни вулакан патĕнче пулнинче, виççĕмĕшĕ — хамăр тăрăхри хуçалăхсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленинче.

Ăшă тĕл пулу савăк концертпа вĕçленчĕ.

2. “Волит” пĕрлешÿре

Виçĕ-тăватă çул каялла районти чи пысăк хуçалăх — “Мичуринец” темиçе ял хуçалăх предприятине пайланса кайрĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ “Волит” предприятине район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. И. Петров ертсе пырать. Валерий Иванович пĕрлешÿ тилхепине тытсан ял хуçалăх отрасльне аталантармасăр малалла кайма çуккипе питех те аван ăнланнă. Район ертÿçисемпе килĕштерсе банкран сахал мар укçа илнĕ, юхăнса çитме пуçланă Йĕпремри сĕт-çу фермине тĕпрен юсаса çĕнетме тĕллев тытнă.

Пуçланă — тунă. Паян кунта вуннăмĕш уйăх ĕнтĕ сĕт суса илмелли çĕнĕ технологипе ĕçлеççĕ. Мĕн пур ĕçе механизациленĕ. Сăвăм — районти хуçалăхсенчен чи пысăкки.

Эпир хуçалăхăн сĕт-çу ферминчи хĕрлĕ кĕтесе кĕретпĕр. Пире “Волит” пĕрлешÿн генеральнăй директорĕ Тамара Георгиевна Петрова кĕтсе илет. Ăшă пÿлĕмре пысăках мар йыш умĕнче И. Прокопьев тĕп редактор сăмах илчĕ.

— Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче эпир пирвайхи хут мар, — терĕ Иван Афанасьевич. — Кашнинчех сирĕн пата ырă хыпарпа килетпĕр. Çырăнтару тапхăрĕн юлашки вăхăчĕ пырать. “Волит” пĕрлешÿ çырăнтарăвăн иртнĕ кампанинче 22 пин тенкĕ парса пулăшрĕ, ку хутĕнче, авă, 11 пин тенкĕ уйăрма пултарчĕ. Тавах вĕсене. И. Прокопьев пĕрлешÿ ертÿçине хисеп грамоти тата пысăк парне пачĕ.

20-е яхăн ĕçлекен сĕт-çу ферминче райхаçата М. Григорьева заведующи, И. Федотова, Н. Осипов, О. Тимофеев, В. Арсентьев, В. Яковлева, Н. Арсентьев, Л. Владимирова, В. Трофимов, В. Шмелев, Т. Тимофеева, С. Яковлев, А. Ефимов, О. Степанова ĕçченсем илсе тăраççĕ.

И. Прокопьев “Ял пурнăçĕпе” тачă çыхăну тытнăшăн М. Григорьевана, И. Федотована, О. Тимофеева, В. Трофимова парнесем пачĕ.

Сăмах Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ П. Николаева илет.

— Эпир райхаçат журналисчĕсене хамăр тăрăхра кĕтсе илме хавас, — тет Полина Ивановна. — Хаçатçăсемпе эпир пĕр ĕç тăватпăр. Юлашки çулсенче хамăр тăрăхра та тирпей-илем енĕпе уйрăм ĕç туса ирттертĕмĕр. Акă нумаях пулмасть унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр. “Чи лайăх хушма хуçалăх” номинацире Анаткас ялĕнчи Евгений Никитин çемйи çĕнтерчĕ. “Чи лайăх ял” номинацире вара Кăлава ялĕ палăрчĕ. “Чи таса та хитре урама” Тури Типçырмари “Зеленое” урам тивĕçрĕ. Ял тăрăхĕн йышăнăвĕпе Е. Никитина, В. Терентьева, А. Прокопьева çур çуллăха “Ял пурнăçĕ” хаçата çырăнса пама йышăнтăмăр.

Çынсем пирĕн пата вуншар ыйтупа килеççĕ. Нумай ыйтăвăн тупсăмĕ “Ял пурнăçĕ” хаçатра, — тетĕп эпĕ.

Пирĕн ăшă тĕл пулу агитушкăн концерчĕпе вĕçленет.

3. Вăтам шкулта та хавас

Совет Союзĕн Геройĕ В. Васильев ячĕпе хисепленекен Мăн Шетмĕри вăтам шкулта журналистсен ушкăнĕ пĕрре мар пулнă. Халĕ ку вĕренÿ заведенийĕнче вырăнти тĕслĕх библиотека та вырнаçнă. Пире шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. Васильев, вулавăш ертÿçи Р. Герасимова ăшшăн кĕтсе илчĕç.

Шкулăн фойинче ку тăрăхри ĕçченсен ал ĕç ăстисен выставкине йĕркеленĕ. Мĕн çук пулĕ кунта: алсиш-чăлхаран пуçласа тĕрĕ, çыхнă кофта, тĕрлĕрен ÿкерчĕк таранах. Курава Николайпа Артур Герасимовпа (ашшĕпе ывăлĕ, Пăрăнтăк), Т. Анатольева, А. Аксенова (Дворик), Е. Михайлова (Кушар), Г. Васильева, З. Никитина (Мăн Шетмĕ), Л. Васильева (Кушкă), Г. Петрова, Г. Филиппова (Четрик) паха ĕçсем тăратнă. Çакна та палăртма кăмăллă — Анаткасри Р. Юдинан мăнукĕ, Шупашкарта пурăнакан Кристина Никитина та паха ÿкерчĕксем панă выставкăна.

Шкулăн фойинче иртнĕ ăшă тĕл пулу-калаçăва шкул директорĕ А. Васильев уçрĕ, “Çакăн евĕр тĕл пулăва тахçанах кĕтнĕ эпир, — терĕ Алексей Иванович, — райхаçат журналисчĕсене Мăн Шетмĕ çĕрĕ çинче курма хавас”. Мăн Шетмĕри тĕслĕх библиотека ертÿçи Р. Герасимова çыравçăсене ăнăçу сунса, малашне те çыхăнусем çирĕпленсе пырасса шанчĕ. Райхаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев ăшă тĕл пулушăн тав туса, ал ĕç ăстисен выставкине хутшăннисене, райхаçата куллен çырăнса илекенсене — (С. Григорьевана (Мăн Шетмĕ), Г. Филиппована (Четрик), Д. Ильина (Мăн Шетмĕ), Р. Иванована (участок больници) парнесем пачĕ.

— Район хаçатне ĕлĕкренех атте çырăннă, халĕ те çемьепех вулатпăр, — терĕ С. Григорьева.

— “Ял пурнăçне” ку тăрăха килнĕренпех çырăнса илетпĕр, — ăшшăн каларĕ Р. Иванова врач-терапевт. — Манăн анне чылай çул районти типографире наборщицăра ĕçленĕ-çке. Епле-ха унсăрăн.

— Ырă ĕç тăвать, — терĕ ĕç ветеранĕ Г. Филиппова. — Унăн кашни йĕркине вуламасăр чăтаймастăн. Трак енри çĕнĕлĕхсемпе паллашатăп. Галина Алексеевна сĕнÿ та пачĕ: вăл “Советская Чувашия” хаçатри евĕр, районăн кашни çур çулти аталанăвĕн кăтартăвĕсене курасшăн.

Юлашкинчен журналистсен пысăк концерчĕ пуçланчĕ. Чăваш телевиденийĕ кашни шăмат кун кăнтăрла кăтартакан “Юрă пултăр парне” передача евĕр хатĕрленĕ программăна куракансем ăшшăн йышăнчĕç.

* * *

Райхаçат редакцийĕ “Ял пурнăçĕ” хаçат кунне ирттерме пулăшнăшăн Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацине (А. Федоров, П. Николаева), “Волит” пĕрлешÿ дирекцине (Тамара Георгиевнапа Валерий Иванович Петровсем), Мăн Шетмĕри вăтам шкулпа кунти тĕслĕх библиотекăна (А. Васильев, Р. Гурьева) ăшшăн тав тăвать, малашне те килĕштерсе ĕçлессе шанать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика