15 декабря 2009 г.

Вăрманкас Чуракассинче вăтăр киле яхăн. Миçе урам-ши? Эпĕ асфальтлă çул енчен анаталла анаканни Советски ятлă-мĕн. Енчен-енне пăхкаласа пынă май вырăсла хапха çине çăлтăр çыпăçтарнă кил умĕнче чарăнтăм. Кунта миçе çул каялла пулнă-ши? Астумастăп. Пĕлетĕп-ха, Анисимовсем пурăнаççĕ çак çуртра.
— Кил хуçи çĕре кĕнĕренпе 11 çул çитрĕ ĕнтĕ. Михуть çук та пурнăç та интереслех туйăнмасть мана, — тĕпел кукринчен тухнă Дария Павловна çапла каласа хучĕ. — Упăшкапа пĕрле пулнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ.
Унăн мăшăрĕ — Мефодий Анисимович Анисимов — “Восток” колхозра çеç мар, районта та, республикăра та паллă механизаторсенчен пĕри пулнă. 40 çул тракторпа ĕçленĕ. Мĕн чухлĕ çĕр лаптăкĕ сухаламан пуль… Тăван хуçалăхăн пÿлми тулли, хуçалăх укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пуян пултăр тесе ырми-канми ĕçленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна “Ĕçре палăрнă-шăн” медальпе чысланă.
— Михуть сакăр çул салтакра пулчĕ. Тăван çĕре нимĕç эшкерĕнчен хÿтĕлерĕ. Ахальтен мар пуль пирĕн вырăсла хапха çине çыпăçтарнă пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр çавна аса илтерет. Унăн шăллĕсем Макçăм тата Павел пурччĕ. Иккĕшĕ те çĕре кĕнĕ халь. Тата çемьере вĕсен тепĕр икĕ хĕр те пулнă, — калаçăва сыпăнтарчĕ Тарье кинемей. — Ах, вунă çул нушаланчĕ-çке Михуть.
Икĕ ури те М. Анисимовăн гангренăпа чирленĕ. Çавăнпа та иккĕшне те чĕркуççинчен çÿлерех татнă. Çăмăл килмен кун-çул… Чăтнă-тÿснĕ çав фронтовик. Юрать-ха мăшăрĕ — çумра.
— Эпĕ Михутьпе 50 çул пĕрле пурăнтăм. Çак яла Канаш районĕнчи Матьшу ялĕнчен качча тухрăм. Тăватă ачаран — килте Римма ятли тата кĕрÿ — Николай — пăхаççĕ мана. Вĕсен икĕ хĕрĕ те çемьеллĕ. Мĕн пурĕ манăн сакăр мăнук, — тет 83 çулхи Дария Анисимова. — Хам та нушине пайтах тÿснĕ.
Вăрман касса турттарнă, торф кăларнă çĕре хутшăннă Тарье кинемей. Çăмăлах килмен пур çĕрте те. Халь, ав, урисем сурнипе аптрать.
— Ялта салтак арăмĕсем урăх пур-и? — ыйтрăм ватăран. — Пур-и?..
— Çук. Пĕр эпĕ кăна тăрса юлтăм, — пĕлтерчĕ вăл.