15 декабря 2009 г.

Ку тăрăх пирĕншĕн Çăкатавăш çырми пулнипе паллă. Вăл Шывпуç енчен пуçланать те Матьшу юхан шывне пĕрлешет. Çăкатавăш юхан шыв мар пулин те хĕлле те шыв пухать, пăрпа витĕнменскер, шăнкăртатса çеç юхать. Аслă çырма Туçи Чуракассипе Шывпуç, Çĕньял Чуракасси ялĕсене уйăрса тăрать. Çăкатавăшран сылтăмалла пăрăнсан — сан ума Çĕньял Чуракассин Садовая урамĕ. Кунта куç умĕнчи çĕнĕ çуртсен ытамне çакланатăн. Акă, 70 тата 73-мĕш çуртсене пăхса ытараймастăн. Тăрăшуллă та ĕçчен çынсем пурăнаççĕ асăннă урамра. Çав йышра — Галинăпа Виталий Александровсем те.
Шăнса пăрланнă çĕр юрпа витĕннĕ. Ирпе урама тухас-тăк кам ăçталла çул тытни куç кĕретех… Акă, Садовая урамри 77-мĕш çуртăн калиткинчен тухнă ура йĕррисем пĕве еннелле сулăнаççĕ. Ахăртнех хĕрарăмăн пушмакĕн йĕррисем кусем. Камăн-ха вĕсем?
Шухăша кайса, кăп-кăпăш юр илемне куçа илмесĕр сăнаса тăнă вăхăтра хăлхана: “к-хм! к-хм!” сасă хупларĕ. Сасă еннелле тăруках çаврăнтăм эпĕ. Çĕньялăн ял варринчи пĕви урлă каçса, хам паталла çывхаракан хĕрарăма асăрхарăм.
— Уй-уй! Эсир пултăр-и ку? Мĕн çăмăлпа çав тери иртерех çĕмĕрттеретĕр? — сăмах хушрĕ мана хĕрарăм. — Ăçталла васкатăр?
— Сирĕн тăрăхра райхаçат кунне ирттересшĕн-ха. Халь тÿрĕрен çыхăну уйрăмне çул тытатăп, — тĕп-тĕрĕссине пĕлтертĕм Галина Федоровна Александрована. — Тата ял çыннисемпе курнăçас шутлă...
Вăтам пÿ-силлĕ хĕрарăм çăмах сăмхине сÿтрĕ. Çырма леш енчи урамра пурăнакан кумми патне кайса килнĕ-мĕн. Кумĕ унăн Игнатий Скворцов ятлă. Ялти пек каласан, Йăкăнат эппин…
— Шел, мăшăрĕ — Галя — çав тери лăпкă çынччĕ. Шел, кăçал чире пула çĕре кĕчĕ çав. Халĕ те кумма куç умĕнчен каймасть. Уй! çав тери сăпайлă хĕрарăмччĕ вăл, — хăй калассине пытараймарĕ Галина. — Тăпри çăмăл пултăр…
Тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра ĕçленĕ вăл. Пĕр сăмахпа каласан, рядовой колхозница пулнă. Çĕньял Чуракассине Канаш районĕнчи Малти Питтикассинчен качча тухнă. Мăшăрĕпе — Виталий Александровпа — 52 çул ĕнтĕ çемье çавăрни. 3 ывăл та 3 хĕр çуратса пăхса çитĕнтернĕ иккĕшĕ. 12 мăнук Александровсен.
Кăçалхи октябрĕн 3-мĕшĕнче 70 çул тултарнă кил хуçи хĕрарăмĕ. Мăшăрĕпе татуллă пурăнаççĕ. Сăмах май, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн чи çывăх тусĕсем — иккĕшĕ те.
Галина кĕске калаçу хыççăн манран уйрăлчĕ те çĕнĕ юр çийĕн мăшăр йĕр хăварса килелле утрĕ. Ан ватăлăр, Галина, тесе юлтăм эпĕ хыçран.