15 декабря 2009 г.

Тин çеç кун çути курнă ачана тухтăр çÿллĕ-çÿллĕ çĕкленĕ те çуратмалли сĕтел çинче канса выртакан чăваш хĕрарăмне те шÿтлесе, те чăнласа çапла каланă: "Ытла та уçă саслă санăн хĕр пĕрчи, ÿссен юрăç пулать…" Анчах икĕ ачана пĕр-пĕччен çитĕнтерекен ял хĕрарăмĕн хĕрне ятарлă музыка пĕлĕвĕ пама укçи-тенки те пулман, çитменнине тата аякка ют çынсем патне, ют хулана кăларса яма та шикленнĕ. Хăйпе юнашар ÿссе çитĕнсе амăш ырлăхне куртăр тенĕ...
Телее, Красноармейски районĕнчи Ванюшкасси ялĕнче пурăннă чух шкул çулне çитнĕ Люба Афанасьеван уçă сассине тепĕр ырă çын илтнĕ те, тухтăр сăмахĕсене чăнна кăларма тăрăшнăн, хĕр ачана клуба юрлама çÿреме чĕннĕ. Евстафий Николаевич Николаев, клуб ертÿçи, ялти чи ăста купăсçă, хĕр ачашăн пĕрремĕш вĕрентекен пулса тăнă. Аталанса пыракан чуна кĕвĕ тĕнчин асамлă алăкне уçса кĕртнĕ, чĕрине хĕвелпе тата таса туйăмпа тултарнă. Хавхаланса кайнă пĕчĕк Люба ял ачисене клуба пуçтарнă, аслă тусне уявсем вăхăтĕнче концертсем йĕркелеме пулăшнă, ял халăхне савăнтарнă та, макăртнă та… Ара, Иван Аршиновăн “Çăкалăхра вĕçет куккук” юрра тăсса ярсанах залра ларакан хĕрарăмсем кам вăрттăн, кам уççăнах куççулĕсене шăла-шăла илнĕ, урамра амăшне, Александра Михайловнана, курсан вара “Ытла та хурлăхлă юрлать-çке хĕрÿ…” тесе сăмах чĕннĕ. Амăшĕн чĕри пăчăртаннă, анчах сăлтавне хăй çеç пĕлекенскер, хирĕç нимĕн те хуравламан.
Виçĕ класс пĕтернĕ хыççăн пĕлĕвне малалла тăсма Кĕçĕн Шетмĕри шкула çÿреме пуçланă Люба. Ăшă çанталăксенче тусĕсемпе кÿршĕ ялалла васканă чух инçе çула кĕскетес тесе юрă шăрантарса утнă вăл. Хĕллехи шартлама сивĕ уйăхсенче вара, интернатра пурăннă вăхăтра, вăрăм та пушă каçсене кĕскетес тесе юлташĕсемпе пĕрле спектакльсем, концертсем йĕркеленĕ. Тăрăшни сая кайман. Красноармейскинче иртнĕ юрă-ташă фестивальне хутшăнса “Санта Лючия” юрра нимĕçле шăрантарса диплом çĕнсе илнĕ. Телейпе чечекленнĕ чĕре таппине итлесе 10 çухрăма ăçта утса, ăçта чупса кăшкăрса юрласа аллинчи диплома çатăр тытса килне мĕнле çитнине те астумасть вăл. Урине çунат ÿссе ларнă тейĕн. Диплома амăшне тыттарнă. Лешĕ вара шывланнă куçне хĕрĕнчен пытармасăр куççуль витĕр ăшшăн кулнă.
Хĕрĕ 8 класс хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине çул тытсан, амăшĕ хирĕçлемен. Музыкăна вĕрентĕр тесе пиллесех янă. Анчах “пĕр ăнмасан — ăнмасть” тенĕн ятарлă пĕлÿ илес тесе тăрăшакан хĕр умĕнче мĕн пур алăксем шалт! та шалт! хупăнса пынă. Эх, çав укçа текенни, мĕн чухлĕ çыннăн çутă та таса ĕмĕтне татман-ши? Вĕренсе пĕтереймесĕрех Шупашкарти тракторсем тăвакан заводăн сĕтел-пукан цехне секретарь-машинисткăна ĕçе кĕнĕ Люба. Черетленсе пыракан кунсемпе уйăхсем официаллă хутсемпе тата шăнкăравсемпе тулса ларнă. Чĕрере йăва çавăрнă юрă вара ылтăн читлĕхри сар кайăк евĕр ирĕкелле ăнтăлнă. Чун ăшшине часах Авраам Бурундуков ертсе пыракан хорта тупнă Любовь Афанасьева. Суйласа илнĕ пултарулăх сукмакне 16 çул пĕр репетици сиктермесĕр такăрлатнă. Хора пĕрле çÿрекен юрăç-тусĕсемпе те, “Сувар” ушкăнпа та концертсемпе чăвашсем пурăнакан тăрăхсене ÿркенмесĕр пĕрре мар çитсе курнă. Аякри йăхташсемпе пĕрле Ака туйсенче юрласа-ташласа савăннă. Ăçта пĕр-ик кунлăха, ăçта пĕр-ик эрнелĕхе киле кĕнĕ, ял карчăкĕсем патĕнче çĕр çывăрми авалтан упранса юлнă юрăсене “Хама валли юрлама — сире валли савăнма…” тесе шур хут çине çыра-çыра илнĕ, кĕввисене ас туса юлас тесе кинемейсемпе пĕрле çине-çине юрăсене шăрантарнă. Чăвашлăхшăн тунсăхланă аякри тăвансем куççульпе кĕтсе илсе куççульпе ăсатни халь те куçĕ умĕнчех. Туслашнă кил хуçисемпе мĕн чухлĕ çыру çÿретмен-ши çав çулсенче? Ĕмĕрлĕхех çухалма пултарнă чăваш юррисене хăйĕн репертуарне кĕртнĕ Люба. Çав çулсенче вăл Галина Моисеевна Скворцова ертсе пыракан халăх театрне çÿреме пуçланă. Пушкăрт чăваш хĕрĕ Анна Боданова режиссер хатĕрленĕ “Çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче”, “Ылханлă йăх” тата ытти спектакльсенче тĕп рольсене вылянă, çĕнĕ сăнарсем калăпланă.
Секретарь-машинисткăра ĕçленĕ чух çемье çавăрнă, икĕ хĕр ачан амăшĕ пулса тăнă, цехра ятарлă юрăçсен ушкăнне йĕркеленĕ. Трактор тăвакансен завочĕн фестиваль-конкурсĕсенче юрăçсен ушкăнĕпе пĕрле малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çавăн чухне унри продюсер пултарулăхне асăрханă та ĕнтĕ Трактор тăвакансен керменĕн директорĕ. Лайăх вырăн шантарса хăй патне ĕçе чĕннĕ. 11 çул хушшинче методистран пуçласа тĕп администратор вырăнне йышăннă лара-тăра пĕлмен хĕрарăм. “Ăçтан анчах вăй тупăннă-ши? Паян пулсан ун чухлĕ ĕçлеес те çук, — тет Люба иртнине аса илсе. — Çамрăклăх ÿт-пÿре хуçаланнă, ĕçлес кăмăл пысăк пулнă”. Ĕç хыççăн кунран кун, уйăхран уйăха 10 çул хушши Кÿкеçе кайнă. Унта Вениамин Ильметов йĕркеленĕ “Юмансар” ушкăнăн методисчĕ пулса тăрăшнă. Каярах Николай Кузьмин юрăçпа тата композиторпа пĕрле “Тарават” ушкăн тунă. Хăйне пурнăç çулĕ çинче йывăрлăхсенче пĕрре мар ал тăсса панă Г. М. Скворцовапа А. Ф. Бурундукова вăл иксĕлми ырлăх-сывлăх сунать.
Чăваш хĕрарăмĕн вăйлă та хастар чĕри тапать Люба кăкăрĕнче. Хăй мĕн тери аслă пĕлÿллĕ пулассине асра тытса вăл хĕрĕсене май çитнĕ таран çул уçса пынă. Асли, Наташа, малтан Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче хореографи уйрăмĕнче пĕлÿ пухнă, халь Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче психолога вĕренет, Кÿкеçре музыка шкулĕнче балетмейстерта вăй хурать, икĕ хĕр çитĕнтерет. Амăшне кура, Кристина мăнукĕ те калама çук илемлĕ ташлать. Любăн кĕçĕн хĕрĕ, Ирина, вара Шупашкарти Мускав филиалĕн ĕçлĕ карьера институтĕнче вĕренет.
Юрий Сементерпе Анатолий Никитин çырнă “Юратуçăм, юрату” юрă Любовь Афанасьевана эстрада сцени çине тухма пулăшнă. Ун чух ăна Алина Федорова юрăç та питĕ хавхалантарнă, пĕрле концерт йĕркелеме йыхравланă. Сцена çинчи малтанхи утăмсем ытла та хăюсăр та вăтанчăк пулнă пулсан, паян Люба хăех концертсем йĕркелет. Вăл пĕр вăхăтрах продюсер та, юрăç та, менеджер та, модельер та…Эстрадăра хăйсене шыракан çамрăксене “вĕсене паян пĕрремĕш утăм тума ытла та йывăр…” тесе ÿркенмесĕр пулăшать, май çитнĕ таран сценарие кĕртсе концертсене хутшăнтарать. Васкамасăр ĕçлесех (хаксем ытла та çыртаççĕ-çке) виçĕ аудио-кассета, икĕ компакт-диск кăларчĕ. Унăн репертуарĕнче паян 50 ытла юрă. Чăваш юррисемпе пĕрлех вăл вырăс юррисене те хаваспах шăрантарать. Тусĕсем хавхалантарса ăна “Эсĕ — чăваш Надежда Кадышеви” теççĕ.
Культура учрежденийĕнче ĕçлесе паян ниепле те пуяймастăн. Ĕç укçи самаях пĕчĕкки Любăна тамата пулма хистет. Кăштах та пулсан ĕçлесе илес тесе пушă вăхăтсенче тата канмалли кунсенче Люба туйсем, юбилейсем ертсе пырать. Сценарисене хăех çырать, илемлĕ сассипе чăн чăваш юррисене юрласа халăха савăнтарать. Май çитнĕ таран туйсем чăвашла пулччăр тесе тăрăшать вăл. Манăçнă йăла-йĕркене чĕртсе çĕнĕрен чĕм кĕртсе çулăмпа хĕмлентерет.
Ватăсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла пулнишĕн, тараватлăхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн хаклаççĕ те ăна çынсем. Любăшăн вара ăна халăх шанни, хисеплени питĕ пĕлтерĕшлĕ, чи малти вырăнта.
Юрăç-тусăм валли эпĕ те пĕр-ик сăвă çырса патăм. Вĕсене Василий Филиппов композитор кĕвве хыврĕ. Кăçалхи çур кунне “Тăван ăшши — хĕвел ăшши” юрă пĕр уйăха яхăн “Чăваш Ен” телевиденийĕпе радио компанийĕ ирттерекен “Кайри — мала” хит-парадра çĕнтерÿçĕ пулса халăха савăнтарчĕ. Пĕтĕм чăвашсен “Кĕмĕл сасă” фестивалĕн çĕнтерÿçи ята та тивĕçрĕ йывăрлăхсем умĕнче парăнма хăнăхман тусăм. Чăвашлăха аталантарас енĕпе тăрăшнăшăн Чăвашсен обществăпа культура центрĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ.
Тунă çитĕнÿсемпе çеç лăпланса ларасшăн мар-ха Любовь Афанасьева. Тата та илемлĕрех те янăравлăрах чăваш юррисемпе çынсен чунĕсене çунатлантарасшăн, пурăнмалăх вăй-хăват парасшăн тата чĕресенче шанчăкпа ĕненÿ çуратасшăн. Юрă иксĕлми илем иккенне мĕн ачаран чун-чĕре таппипе туйса ÿснĕ-çке! Ăна, тин çуралнăскере, пĕрремĕш хут аллине тытса юрăç пулма пилленĕ тухтăра паян кун та чи ырă сăмахсемпе аса илет Люба.