АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимĕчкассинче ăна кĕтеççĕ

11 декабря 2009 г.

 

Ял урамĕпе илемлĕ пит-куçлă хĕрарăм утать. Аллинче тулли сумкка. Кашни урамах çаврăнса тухать вăл. Кашни киле кĕрет. Пурин валли те чун-чĕре ăшши, тарават калаçу тупăнать унăн. Кам-ши вăл?

Супарти тĕслĕх библиотека заведующийĕ Людмила Леонтьевна Федорова пулчĕ ку. Пушă вăхăт тупса ял çыннисене кĕнекесем вулаттарассишĕн çине тăрать.

— Римма кинемей, халь сире Василий Алентейĕн “Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт” кĕнекине парса хăваратăп. Елена Порфирьевна, сире Юрий Скворцовăн “Пурнăç хумĕ” кĕнекине вулаттарасшăн, тархасшăн, — çепĕç кулăпа калаçать çамрăк хĕрарăм. — Елизавета Романова Сергей Павловăн “Тан таппи” кĕнекине вулас шутлине пĕлтĕм.

Нимĕчкассинче кăна вунă çынна яхăн кĕнекене алăран ямасть. Ытларах çав йышра — ватăраххисем. Людмила Леонтьевна кĕнекесемпе ялти лавккана та, фельдшер пунктне те, сĕт-çу фермине те çитет. Вĕсенче те кĕнеке тусĕсем йышлă тăрăшуллă библиотекарĕн.

— Уйрăмах çÿлерех асăннă авторсемсĕр пуçне А. Кипеч, Г. Максимов, Н. Симунов тата ытти çыравçăсен кĕнекисене ытларах вулаççĕ, — терĕ Л. Федорова. — Çав шутра хамăр ентешĕн — ЧР халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн те пур.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика