АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елка савăнăçлă ирттĕр

11 декабря 2009 г.

 

Çĕнĕ çул çывхарса килет. Ăна пурте хавас кăмăл-туйăмпа кĕтсе илесшĕн. Апла пулсан яланхи йăлапа кашни çемье, кашни ĕç коллективĕ, культура учрежденийĕ çитĕннисемпе ачасем валли ятарласа ÿлка каçĕсем ирттереççĕ. Вăл савăнăçлă пултăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пурин те çирĕп пăхăнмалла.

Çакна ас тăвăр:

- уяв ирттермелли вăхăта тата унăн йĕркине малтанах палăртмалла, çакăншăн ответлă çынсене пуçлăх приказĕпе çирĕплетмелле;

- йывăç çуртсенче чăрăша иккĕмĕш хутран çÿллĕрех лартма юрамасть;

- пÿлĕмрен урама тухма икĕ алăк пулмалла, вĕсен умне япаласем купаласа тултарма юрамасть;

- чăрăша тÿнмелле мар çирĕп вырнаçтармалла, унăн турачĕсем стенасемпе маччана лекмелле мар;

- коридорта, çавăн пекех уяв ирттерекен пÿлĕмре курăнакан вырăнта пушар сÿнтермелли хатĕрсем пулмалла;

- пÿлĕмре электричество çути çук пулсан, ÿлка уявне кăнтăрла кăна ирттерме юрать;

- чăрăша ăшăтмалли приборсем çывăхне ан лартăр;

- чăрăша мамăкпа, хутпа, марльăпа тунă теттесемпе ан илемлетĕр;

- ачасене мамăкран е марльăран тунă костюмсем ан тăхăнтартăр;

- ачасене чăрăш патне хăйсем тĕллĕн ан хăварăр, бенгали çути çутма, хлопушкăсемпе выляма ирĕк ан парăр;

- пушар сÿнтерме шыв, хăйăр, хулăн çи витти çывăхра пултăр.

Çакна та манма юрамасть: нумайăшĕ искусственнăй чăрăшсемпе те усă курать, çавăнпа та вĕсене вут-çулăм хыпса илессинчен пушшех асăрханмалла.

Тата çакна асăнса хăварас килет: чăрăшсене аслисен асăрхаса-тĕрĕслесе тăмалла. Халăх йышлă пухăнакан вырăнта администраци çирĕплетнĕ дежурнăйсемпе пушар хăрушсăрлăхĕн яваплă çыннисен пулмалла. Кунта ДПО, ВДПО, ДЮП членĕсене те явăçтармалла.

Кĕтмен çĕртен çулăм хыпса илсен, пушар хуралне васкавлăн пĕлтермелле. Телефон номерĕ пур çĕрте те пĕрешкел: “01” тата 112 кĕсье телефонĕпе.

АСĂРХАТТАРУ: суту-илÿ çуртĕнче, уйрăм предпринимательсен пиротехника япалисене сутнă чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла тата пиротехника япалисем çине пушар хăрушсăрлăх сертификачĕ пулмалла. Унсăрăн сутакансене административлă майпа явап тыттараççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика