АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалид-ачасен фестивалĕнче

11 декабря 2009 г.

 

Тĕнчери инвалидсен кунне халалласа, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче сусăр ачасен фестивалĕ иртнĕ. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев, ЧР Сывлăх тата социаллă хÿтлĕх министерствин районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ Л. А. Киселев, асăннă министерствăн “Красноармейски районĕнчи халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центрĕ” республикăри патшалăх учрежденийĕн директорĕ А. П. Никитин, районти халăх пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсем унта хутшăннисене уяв ячĕпе саламланă, Станислав Андреевич инвалид-ачасене асăну свидетельствисем панă.

Ăмăртусем спортăн тăватă — шашкăлла, шахматла тата сĕтел çи теннисла выляссипе, дартс — енĕпе иртнĕ. Вĕсенче Сергей Аврамов, чи лайăх кăтартусемпе палăрса, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, фестиваль спонсорĕн, “Пятилетка” пĕрлешÿ директорĕн В. А. Афанасьевăн кубокне тивĕçнĕ. Сергей Васильевпа Дмитрий Ильин — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Хĕр ачасенчен Юлия Владимирова — пĕрремĕш, Татьяна Даниловапа Алиса Белова — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.

Фестивале йĕркелекенсем тата унта хутшăннисен ячĕпе асăннă мероприятине ирттерме пулăшнăшăн тулли мар яваплă “Пятилетка” пĕрлешÿ директорне В. А. Афанасьева чĕререн тав тăватпăр.

* * *

Дмитрий Ильин инвалидсен республикăри фестивальне хутшăннă. Шашкăлла выляса çамрăксем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика