11 декабря 2009 г.
Декабрĕн 1-мĕшĕнче 5—9-мĕш классенче вĕренекен ачасем хушшинче сĕтел çи теннисла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту пулчĕ. Вăл шкул ачисен спартакиади шучĕпе иртрĕ. Малтанхи тăватă вырăна пĕлтĕрхи командăсемех йышăнчĕç, анчах ку хутĕнче вĕсен таблицăри вырăнĕсем кăшт улшăнчĕç. Кунта райцентрти 2-мĕш тата Мăн Шетмĕ шкулĕсен теннисисчĕсене Элĕкре иртнĕ республикăри ăмăртăва хутшăнни пулăшрĕ пулас, вĕсем унта командăпа пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Районти ăмăртура мăншетмĕсем, пурне те çĕнтерсе, — пĕрремĕшсем, райцентрти 2-мĕш шкул, чемпионсене çеç выляса ярса, — иккĕмĕш, кĕçĕншетмĕсем виççĕмĕшсем пулчĕç.