АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кире пуканĕ çĕклессипе

11 декабря 2009 г.

 

Декабрĕн 1-мĕшĕнче райцентрти 2-мĕш шкул спорт залĕнче кире пуканĕ çĕклес енĕпе республикăри зонăри ăмăрту пулнă. Вăл шкул ачисен спартакиадине кĕрет. Ку хутĕнче унта ултă — Элĕкпе Йĕпреç, Çĕрпÿпе Красноармейски тата Шупашкар хулинчи Мускавпа Ленин районĕсен — команда вăй виçнĕ.

Арçын ачасем çичĕ виçере 24 килограмлă кире пуканне тĕртес тата карт çĕклес (рывок) енĕпе тупăшнă. Йĕпреç районĕнчи Владимир Иванов, 60 килограмлă виçере 24 килограмлă пăт пуканне 26 хутчен тĕртсе, Андрей Тимофеев (70 кг) 85 хутчен карт çĕклесе абсолютлă лайăх кăтартусем тунă.

Пирĕн районти каччăсенчен Пикшик шкулĕнчи Федор Н. Иванов (80 кг) çÿлерех асăннă снаряда 25 хут тĕртсе, 84 хутчен çĕклесе хăпартса, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унăн шкулти юлташĕ Андрей Михайлов та (75 кг) — пĕрремĕш, Алманчри Сергей Аврамов (55 кг) 11 хут тĕртсе тата 66 хут çĕклесе, Трак гимназийĕнчи Александр Ласкеев (60 кг) (9 тата 44) — иккĕмĕш, Алманчри Владимир Патшин (65 кг) (9 тата 50), Пикшикри Федор Ф. Иванов (70 кг), 14 хут тĕртсе тата 40 хут çĕклесе, виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ку ăмăртура пирĕн район команди пĕтĕмĕшле пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — йĕпреçсемпе элĕксем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика