11 декабря 2009 г.
Красноармейскинче вĕреннĕ, халĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре ăсталăха туптакан Оксана Дуйсембаева Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинчен кĕмĕл медальпе таврăнчĕ.
Ноябрĕн 27—29-мĕшĕсенче кунта хĕр ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ. Оксана 43 килограмлă виçере кĕрешнĕ, иккĕмĕш вырăн йышăннă. О. Дуйсембаевапа унăн наставникне, ЧР тава тивĕçлĕ тренерне В. Н. Григорьева, çав ятпа саламлатпăр.