АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Астăвăр, тĕрĕслевçĕсем килеççĕ

11 декабря 2009 г.

 

Юлашки вăхăтра ĕç тата пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем çине ытларах пăхма пуçларĕç.

Оборудовани, техника кивелсе пынипе, ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлменнипе, квалификациллĕ специалистсем çитменнипе производствăра çине-çинех йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Ĕçре çынсем аманаççĕ, сусăрланаççĕ, тепĕр чухне вилеççĕ те. Акă, сăмахран, кăçалхи 10 уйăхра республикăра 44 çын ĕçре сусăрланнă, 18-шĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Вилнисенчен 5-шĕ ĕçре ÿсĕр пулнă. Кун пек тĕслĕхсем кăçал хамăр районта та пулчĕç. Тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿ тракторисчĕ трактор кабининчен тухнă чух çĕр çине пуçĕпе пырса тăрăннă, çавăнтах вилсе кайнă. Республикăри патшалăх ĕç инспекцийĕ тĕрĕсленĕ хыççăн ку тĕслĕх ĕçпе çыхăнман тесе йышăннă.

Çитес çулхи январь — февраль уйăхĕсенче республикăри федераллă ĕç службин планĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн районта тĕрĕслев ĕçĕсемпе Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕн инспекторĕсен пĕр ушкăнĕ килет. Вĕсем предприятисемпе учрежденисенчи, организацисенчи тата предпринимательсем патĕнчи ĕçченсен ĕç условийĕсене, ĕç укçи мĕнле тÿлесе пынине, ĕç инструкцийĕсем пуррине, документаци туса пынине тĕрĕслеççĕ. Кăçал кун пек тĕрĕслевсем Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенче иртнĕ. Асăрхаттарса каласшăн, çав районсенчи нумай ертÿçĕсене çÿлерех асăннă ĕçсене кирлĕ пек туса пыманшăн штрафланă. Çавăнпа та çитес тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленмелле. Ĕç инструкцийĕсем Шупашкар хулинчи Калинин урамĕнчи 112 тата Ленинградская урамри ЦНТИ организацийĕнче пур. Ыйтусем пулсан район администрацийĕн çуртĕнчи ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист патне пымалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика