11 декабря 2009 г.
Кăçалхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствипе Чăваш Енри патшалăх технадзорĕ республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче техникăна хĕллехи управа лартас енĕпе смотр-конкурс ирттересси çинчен пĕлтерчĕç.
Унăн тĕп тĕллевĕ Чăваш Енри агропромышленность комплексне кĕрекен организацисен механизаторĕсемпе специалисчĕсене тата ертÿçисене ял хуçалăх техникине ГОСТ ыйтнă пек хĕл каçма вырнаçтарса ларттарса, унăн ĕмĕрне тăсасси, мехпарксен пурлăх базине çирĕплетесси, механизаторсене ĕçлеме,тракторсемпе машинăсене юсама тивĕçлĕ условисем туса парасси.
Ятарлă комисси ку конкурс кăтартăвĕсене пăхса тухнă, Вăрмар районĕнчи “Арабоси” агрофирма” пĕрлешĕве — 1-мĕш, Улатăр енчи “Алатырьзерноресурсы” агрофирма” пĕрлешÿпе пирĕн районти “Красное Сормово” хуçалăха — 2-мĕш, Елчĕк тăрăхĕнчи “Комбайн” кооператива 3-мĕш класлă вырăн панă.