АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марафон кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç

11 декабря 2009 г.

 

2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ 2010 çултан тытăнса пенси саккунĕнче пулакан улшăнусене ăнлантарас енĕпе информаци марафонĕ ирттерчĕ.

Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ октябрьте “Пенсисем ÿсеççĕ” девизпа иртрĕ. Ун чухне халăха валоризаци никĕсĕсем, социаллă хушма тÿлев, инвалидсене пенси памалли çĕнĕ йĕрке пирки ăнлантарнă.

Иккĕмĕш тапхăрĕ, ноябрьте “Страхлав тÿлевĕсем пенсине ÿстереççĕ” девизпа пынă. Ун вăхăтĕнче ĕç паракансемпе предпринимательсене — пĕрлĕхлĕ социаллă налука страхлав тÿлевĕпе ылмаштармалли, çавăн пекех патшалăх укçа уйăрса памалли (софинансирование) Программăна хутшăнакансене взнос тÿлемелли йĕркесемпе паллаштарнă. Марафон ăнлантару ĕçĕнче социаллă ведомствăсемпе влаç органĕсене, обществăлла организацисемпе массăллă информаци хатĕрĕсене пĕтĕçтернĕ. Асăннă мероприяти кăтартăвĕсене декабрĕн 4-мĕшĕнче ирттернĕ аудио-пресс-конференцире пĕтĕмлетрĕç.

Марафон вăхăтĕнче 36 пин ас тумалăх çырни (памятка) салатнă, 60 ытла пресс-релиз хатĕрленĕ, массăллă информаци хатĕрĕсенче 350 яхăн материал вырнаçтарнă. Телефонпа ирттернĕ “хĕрÿ линисемпе” пĕтĕмпе 2,5 пин чĕнÿ пынă, киле кайса аслă ăрури 332 çынпа инвалида ăнлантарнă. “Çавра сĕтел хушшинчи калаçусем” пурĕ 204 ирттернĕ, вĕсене 4 пин ытла çын хутшăннă, çынсемпе 700 яхăн тĕл пулу йĕркеленĕ, вĕсенче 26 пине яхăн çын пулнă. РФ Пенси фончĕн районсенчи тата хуласенчи уйрăмĕсенче уçă алăксен кунĕсем 38 ирттернĕ, вĕсене 3 пин çын хутшăннă.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çĕнĕ саккунсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлет. РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева тата Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕ Галина Рогачева ауди-пресс-конференцире пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме тунă килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç. Роза Кондратьева предприятисемпе организацисен ертÿçисене страхлав тÿлевĕсене вăхăтра тÿлеме ыйтрĕ. Чăваш Енпе кăçалхи 11 уйăхра Пенси фондне 5,6 миллиард тенкĕ тупăш пырса кĕнĕ. Анчах мерăсем йышăнсан та республикипе страхлав тÿлевĕсене иртнĕ тапхăрта — 382,5 миллион, Красноармейски районĕпе 1 миллион тенкĕ парса çитереймен. Трак енпе чи пысăк парăмлисен шутĕнче — “Красноармейски сĕт-çу завочĕ”, “Красноармейски сĕчĕ” пĕрлешÿсемпе “Досаево”, “Янмурзино” хуçалăхсем, тесе пĕлтерчĕç.

Пулас пенси виçине патшалăх укçа уйăрса памалли (софинансирование) Программа пулăшнипе пысăклатма пулать. Чăваш Енри çынсенчен ку программăна кĕртме ыйтса — 34 пин, пирĕн районтан 271 çын заявлени çырнă. Декабрĕн 25-мĕшĕнче финанс çулĕ вĕçленет. Унччен, ку майпа усă курса, çулталăкри чи пĕчĕк взноса 2 пин тенкĕ те пулин хывма ĕлкĕресчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика