11 декабря 2009 г.

“Красное Сормово” пĕрлешÿри Владислав Филиппов кăçал та вырмара хастар тăрăшрĕ. Районти комбайнерсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура икĕ хутчен призлă вырăнсене йышăнчĕ.
— Кăçал тырри хÿхĕм çитĕнчĕ. Вăхăтра акса хăвартăмăр, минераллă удобренине те хывман мар. Шел, хамăрăнне нумай выраймарăм çав. Ытларах çынсем патĕнче ĕçлесе иртрĕ, — тет Владислав Львович. Сăмах май вăл иртнĕ çулхи пекех “Рожь” агрофирмăна тыр-пул пухса кĕртме пулăшрĕ. — Хĕрсе тыр-пул пухса кĕртмелле чух тата, бульдозер çине куçса ларса, пĕвене йĕркене кĕртме лекрĕ. Виçĕ кун ытла унта иртрĕ…
Çапах та Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнчи вырмара Çирĕклĕ каччи хăйне çирĕплетсе панă “Дон-1500Б” комбайна тухăçсăр ĕçлеттернĕ тесе калассăм килмест. Унпа вăл 1045 тонна çĕнĕ тырă вырса çапрĕ, “Красное Сормово” пĕрлешÿре иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Çапла, пур ĕçре те маттур В. Филиппов механизатор: акара, вырмара, çул-йĕр тăвас тата ытти çĕрте. Нимĕнле ĕçе те тиркемест, мĕн хушаççĕ çавна хаваспах тата пахалăхлă пурнăçлать. Акă мĕншĕн хисеплеççĕ те ăна пĕрлешÿре.
Шанса панă техникăна лайăх пăхса тăрать. “Уй-хир карапне”, авă, вырма вĕçлесенех йĕркеллĕ тасатса-сĕрсе хĕллехи управа лартрĕ. Çакă вăл яваплăха çирĕп туйни çинчен каламасть-и-ха? Кунпа пĕрлех тыр-пул пухса кĕртсен акана та хутшăнма ĕлкĕрчĕ. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес çĕре те хăйĕн тÿпине хыврĕ. Унтан тата Мăн Шетмĕ урлă кĕпер хывас ĕçрен те пăрăнса юлмарĕ, ун патне илсе пыракан çул дамбине хăпартма пулăшрĕ.
Халĕ те алă усса лармасть Владислав Львович, куллен тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать.