АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн савăнăçĕ

11 декабря 2009 г.

Амăшĕн савăнăçĕ

 

Вун виçĕ яллă Мăн Шетмĕ тăрăхĕ хăйĕн ĕçчен те пултаруллă çыннисемпе пуян. “Çитсе курăр-ха эсир Кушар ялĕнчи Зоя Дмитриевна Дмитриева патне, — терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Федоров. — Шăпах хаçатра çутатмалла çак çемье пирки. Вырăна çитсен ман сăмахсем чăнлăхпа пĕр килнине хăвăр туйса илĕр”.

Кушар ялĕ пысăках мар. Мана хирĕç алла туя тытнă, сакăр вуннă еннелле çывхаракан кинеми килет.

— Каçарăр та, ăçталла пурăнать-ши Зоя Дмитриевна? — тетĕп хайхискерне.

— Эсĕ, ывăлăм, пирĕн енче пĕрремĕш хут пулас-ха, — хуравлать мана ватă. — Авă, икĕ хутлă керменте ватлăх кунĕсене ирттерет вăл, ун пек çурт ялĕнче урăх çук та пулас.

Эпĕ кинемине тав тăватăп та малалла уттаратăп. Луговая урамри 10-мĕш çурт. Ют çын урам алăкĕ патне çывхарнине сиссе, кил картинчи çăмламас йытă çийĕнчех сассине пачĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пÿртĕм алăкĕнчен кил хуçи хĕрарăмĕ курăнчĕ. Паллашрăмăр. Çичĕ теçетке урлă каçнă ватă мана пÿртелле чĕнчĕ.

…Зоя Дмитриева 1936 çулта Пăрăнтăк ялĕнче çуралнă. Çавăнпа ку тăрăхри ватти-вĕттине те питĕ аван пĕлет вăл. Ашшĕ, Андрей Дмитриев, чылай хушă Сурăм лесничествинче тăрăшнă. Амăшĕ, Анна Федорова, хăйĕн кун-çулне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ.

— Аттепе аннен эпир икĕ хĕр пулнă, — тет З. Дмитриева. — Маруç аппа Пăрăнтăк ялнех качча тухрĕ, мăшăрĕпе пилĕк ача пăхса çитĕнтерчĕç. Лешсем тахçанах тăван килтен тухса кайнă ĕнтĕ.

Хĕр ача Мăн Шетмĕ шкулĕнче вĕренет, Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăмĕнчи вăтам шкулта алла аттестат илет. Зойăн малалла пĕлÿ илес туйăмĕ питĕ пысăк пулнă. Çавăнпах вăл Çĕрпÿри аптека ĕçченĕсем хатĕрлекен училищăна кайса кĕрет. Шел, ĕмĕте малалла пурнăçлама май килмест, амăшĕ йывăр суранланнăран тăван киле таврăнма тивет. Çав çулах вăл Пăрăнтăкри сĕт-çу фермине ĕнесем сума вырнаçать. Мĕн калăн, ялта çуралса ÿснĕ хĕршĕн халиччен туса курман ĕç мар ĕнтĕ. Кĕске вăхăтрах çамрăк хĕр коллективра ырă ятпа палăрма пуçлать. Пĕр хушă сысна ферминче те ĕçлеме тивет ăна.

1957 çулта Мускавра Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ иртет. Тăван республикăн делегацийĕ йышĕнче, комсомол райкомĕ сĕннипе, Трак енрен З. Дмитриева доярка та пулать.

— Пĕлетĕр-и, — тет Зоя Дмитриевна, — çакăн пек шанăçшăн епле савăнмăн. Фестивале тухса кайнă чухне хуçалăхра вырма ĕçĕсем тин кăна тытăнатчĕç, каялла тăван ене таврăннă чухне вара ĕç çи вĕçленетчĕ ĕнтĕ. Виçĕ эрнене яхăн çĕр-шывăн тĕп хулинче пулса курнисем халĕ те асран тухмаççĕ. Н. С. Хрущевпа тĕл пулни паян кун та куç умĕнче. Тата кĕпе-йĕм çĕлеме пустав илсе килнĕччĕ. Анне епле савăнчĕ уншăн. Выльăх-чĕрлĕх патĕнчи кăтартусемшĕн мана пысăк парне — çĕвĕ машини — панăччĕ.

Ĕçчен те пултаруллă хĕре кĕçех каччăсем куç хываççĕ. 1959 çулта ăна Кушар Шетмĕри Зиновий Арсентьев çураçса каять. Кĕçех çамрăксем çемье çавăраççĕ.

— Анчах юратнă мăшăрпа чылай вăхăт хушши пурăнма турри памарĕ çав, — тет З. Дмитриева. — Хаклă çыннăм йывăр чире пула çамрăклах çĕре кĕчĕ. Упăшкан алли ылтăнччĕ, вăл ăста платникчĕ, уйрăмах пÿрт-çурт тăррисене тимĕр витме ăстаччĕ. Мĕнех тăвăн ĕнтĕ, виçĕ ывăлпа хĕре хăрах çунат айĕнче пăхса ÿстертĕм. Шупашкарта пÿрт туянса, ăна турттарса килсе хĕрарăм пуççăн çĕклесе лартма тиврĕ.

Йывăрлăхне, хура-шурне сахал мар курнă хĕрарăмăн ачи-пăчи çитĕнсе тăван килтен тухса кайнă ĕнтĕ. Толя республикăн тĕп хулинче тĕпленнĕ, мăшăрĕ — Оля та кунта юратнă ĕç тупнă. Вова чылай хушă “Мичуринец” хуçалăхра механизаторта, экскаваторщикра тăрăшнă. Ял-йыш, тус-тăван пулăшнипе тĕп усадьбăра икĕ хутлă кермен çĕклесе лартма вăй çитернĕ Арсентьевсем. Мăшăрĕ, Галя, Мăн Шетмĕри участок больницинче вăй хурать. Зоя аппан Валя хĕрĕ шутлав ĕçне килĕштернĕ. Упăшки, Гена, автобус çÿретет. Кĕçĕнни — Женя — Хусанти инженерипе строительство институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкара таврăннă, строительство организацийĕсенче тăрăшнă. Паян Кушар каччи “Технологии строительства” ООО директорĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ — Сильва — учительница. Амăшĕ мана “Стройэкспертиза” журналăн кăçалхи иккĕмĕш номерне тыттарчĕ. Унта Е. Арсентьевăн “Мы не стоим на месте — развиваемся вместе со столицей Чувашии” пысăк статья пичетленнĕ. Кунсăр пуçне асăннă обществăна халалласа ятарлă буклет кăларнă. Унта Евгений Зиновьевич çапла çырнă: “Наша компания отделфинстрой проектирует строительство элитного комплекса “Речной фасад Чувашии”. Комплекс располагается на Восточном косорге г. Чебоксары, на территории речного порта”.

Зоя Дмитриевна ачисем пĕр пулса хăйсен ячĕпе Кушарта çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма килĕшсе татăлнă. Çавна май иртнĕ çул строительство материалĕсем турттарма тытăннă.

— Кăçалхи июль уйăхĕнче пулас çуртăн никĕсне ятăмăр, каярах стенисене хăпартрăмăр, — тет кил хуçи. — Аякран каменщиксене кăна чĕннĕ, нимене мĕн пур тăван, ял-йыш пухăнчĕ. Тăрă витме, ытти ĕçсене пурнăçлама ывăлсем кăна хутшăнчĕç. Кĕске вăхăтрах, сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче, çут çанталăк газĕ кĕртсе, çĕнĕ кермене пурăнма кĕтĕмĕр. Кăçал Вальăн хĕрĕ, Алена, куккăшĕн, Женьăн, профессине кăмăлласа, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне вĕренме кĕчĕ.

Ăшă, çутă, тап-таса, хулари хваттертен пĕртте кая мар кунта. Шыв кĕртнĕ. Канализаци майлаштарнă. Пĕрремĕш хутра пысăк зал, кухня, иккĕмĕшĕнче-çывăрмалли пÿлĕмсем, балкон та пур. Путвалта тĕрлĕрен пахча çимĕç хума, консервланă банкăсене упрама пÿлĕмсем тунă.

Алли ăстах çав Арсентьев-кĕçĕннисен. Вĕсем хăйсен проекчĕпе бассейн ăсталанă. Çу кунĕсенче вĕри мунча хыççăн тÿрех чуна уçакан шыва кĕме май пур.

Паян çак пысăк керменте ватлăх кунĕсене пĕчченех ирттерет ватă. Канмалли кунсемпе уявсенче ачисем, мăнукĕсем (вĕсем пиллĕк ватăн) тăтăшах килсе çÿреççĕ Кушара. “Сывлăх енчен мухтанмастăп çав, — тет ĕç ветеранĕ, — урасем ыратаççĕ, иртнĕ çул сасартăк юн пусăмĕ ÿссе кайнипе ĕне сунă çĕртех шалкăм çапрĕ. Çавăнтанпа хама пушшех йывăр туйма пуçларăм. Унччен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Халĕ чăх-чĕп кăна усратăп. Пускилсем питĕ лайăх. Вĕсем те манăн сывлăхпа тăтăшах интересленеççĕ. Йывăр вăхăтра яланах пулăшу кÿреççĕ. Ахальтен каламаççĕ çав: “Кÿршĕ тăванран та хаклă”.

Эпĕ кинемипе сыв пуллашатăп. “Çулла тепре ятарласа килсе курăр-ха, палисадник те, кил карти те, пахча та чечек ăшĕнче вĕт пирĕн, çак илемшĕн Валя хĕрĕм канăçне çухатать”, — тет З. Дмитриева манпа уйрăлнă май.

Сывлăх пултăр сана, Зоя аппа.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика