АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăш çынсене йыхравлать

11 декабря 2009 г.

Вулавăш çынсене йыхравлать

 

Мăн Шетмĕри тĕслĕх библиотекăна уçнăранпа виçĕ çул çитрĕ. Çак тапхăрта кунти вулавăшра халăх кăмăлне каякан вуншар мероприяти иртрĕ.

Паян та асăмра-ха: 2006 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче Мăн Шетмĕре савăнăçлă лару-тăрура тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Хальхи вăхăтра вулавăш ялти информаци, вĕрентÿ тата культура центрĕ пулса тăрать. “Çын, вăл пĕчĕк ялта е пысăккинче пурăнать-и, анлă информацие илме тивĕçлĕ”, тенĕччĕ Чăваш Республикин Президенчĕ библиотекарьсем умĕнче каланă сăмахра.

Ĕлĕкрех хĕсĕк, çутă сахал кĕрекен, мероприятисем ирттерме условисем сахал йывăç çуртра тертленеттĕмĕр. Çав самантсене паян кун та манаймастăп. Пире тĕслĕх библиотека валли В. Васильев ячĕллĕ Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн пĕрремĕш хутĕнче пысăк пÿлĕм уйăрса пачĕç. Тавах район администрацийĕпе шкул дирекцине. Каярах унта юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Халĕ кунта çутă та таса. Л. Васильевапа (вăл çур ставкăпа) тăрăшатпăр. Вулакансене йышăнма мĕн пур условисем тивĕçеççĕ. Кĕнеке-журналсене сентресем çине курăнмалла вырнаçтарнă. Сĕтел-пукансем çĕнĕ. Тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор, видеомагнитофон пур. Чăваш ен Президенчĕн Н. Федоровăн ялсенче тĕслĕх библиотекăсем туса хурасси çинчен калакан ятарлă Указĕпе килĕшÿллĕн, компьютер, принтер тата сканер вырнаçтарнă. Кĕнеке фончĕ çĕнĕ кăларăмсемпе тăтăшах пуянланса пырать, халĕ пирĕн фондра 8500 кĕнеке шутланать. Çулталăк пĕтиччен вулакансен йышне 920 çынна çитермелле. Ку тĕллеве пурнăçлатпăрах. Кунсăр пуçне вулавăшра вĕрентÿ программисемлĕ, электронлă энциклопедисемлĕ тата ытти информаци ресурсĕсемлĕ электронлă видеоизданисен комплекчĕ пур. Халĕ вулавăша чăвашла-вырăсла 10 хаçат, 20 журнал килсе тăрать. Çулленех районти “Ял пурнăçĕ” хаçата çырăнса илетпĕр. 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче пирĕн вулакан библиотека çырăннă 13 хаçатпа тата 15 журналпа паллашĕ. Ачасем валли ятарлă парне турăмăр: çитес çул вĕсем вулавăшра “Мир техники для детей” журналти çĕнĕлĕхсене пĕлĕç. Библиотекăна кĕçĕн çулхи ачасем валли çĕнĕ кĕнекесем килсен “Хĕвелĕм” ясли садри пепкесене хамăр пата хăнана чĕнетпĕр, ятарласа кĕнекесен выставкине йĕркелетпĕр. Кĕçĕннисене “Отгадай загадку”, “Вежливые слова” вăйăсем выляттаратпăр. Вĕсем типографи сăрĕ типмен çĕнĕ кăларăмсемпе туллин паллашаççĕ, пирĕн патран тулли кăмăлпа каяççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, тĕслĕх библиотекăран ача-пăча татăлма пĕлмест тесен те тĕрĕсех. Пĕрисем компьютер вăрттăн-лăхĕсене алла илеççĕ, мультфильмсем пăхаççĕ, теприсем киле парса янă творчествăлла ĕçсене пурнăçлаççĕ. Эпир хамăр патра чăваш тата вырăс чĕлхисен эрнисене йĕркелетпĕр, географипе (“Чăваш енри пĕчĕк юхан шывсем”) тата историпе видеоуроксем ирттеретпĕр. Çакă икĕ еншĕн те питĕ усăллă.

Тата тепĕр ырă пулăм пур пирĕн вулавăшăн. Эпир иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче библиотека çумĕнче “Сударушка” клуб йĕркелерĕмĕр. Вăл хамăр тăрăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă тĕрлĕ професси çыннисене — учительсене, сывлăх хуралĕн çыннисене, ял ĕçченĕсене — пĕрлештерет. Хамăр ĕçе çирĕплетнĕ программа тăрăх туса пыратпăр. Акă, иртнĕ тапхăрти занятисенче “Пысăк тухăçăн вăрттăнлăхĕсем”, “Чечек ăстисене пĕлме”, “Кантăк янаххи çинчи симĕс аптека” темăсене тишкертĕмĕр. Вĕсенче клуб членĕсене “Дом и сад для души” журналти çĕнĕлĕх-семпе те паллаштартăмăр.

Пирĕн календарьти паллă кунсене, хамăр тăрăхри çынсен юбилейĕсене пĕрле пухăнса уявласси çирĕп йăлара. Акă, “Сударушка” клубăн пĕр занятийĕнче Мăн Шетмĕри участок больницин врач-терапевтне Р. Иванована 55 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларăмăр. Мăн кун уявĕ ячĕпе буклет кăлартăмăр. Пурте пĕрле Шупашкара, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концертне кайса куртăмăр.

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче клуб членĕсемпе Раççейри ача амăшĕн кунне те савăнăçлăн паллă турăмăр. Хăнасем те чылайăн килчĕç. Уява пухăннисене районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ З. Петрова ăшшăн саламларĕ. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. Петрова уяв сăмахĕсем каланă май пенси ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн А. Федоровăн та, вырăнти хĕрарăмсен канашĕн председателĕн Г. Филиппован та ача амăшĕсен ячĕпе çепĕç сăмахсем тупăнчĕç. Трак тăрăхĕнчи ăста тĕрĕçĕ С. Мефодьева вара ĕлĕкхи чăваш тĕрри çинчен каласа пачĕ. Çак уява халалласа ал ĕç ăстисен выставкине йĕркелерĕмĕр. 20-е яхăн çын хутшăнчĕ унта. Пирĕн тăрăхри хĕрарăмсем пур ĕçре те ăста пулнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Юлашкинчен сĕтел хушшине ларса ăшă кукăльпе вĕри чей ĕçрĕмĕр.

Юлашки вăхăтра тĕслĕх библиотека ытти обществăлла организацисене явăçтарса йĕркеленĕ Прокопьевсен, Авиновсен, Васильевсен ылтăн туйĕсем, “Чун ыратăвĕ — Афганистан, Чечен Республики” тĕл пулу халăхăн асĕнче чылайлăха юлчĕ пулĕ тетпĕр. Пирĕн тĕллев — хамăр тăрăхри яш-кĕрĕм хушшинче çакăн йышши клуб йĕркелесси.

Паян вулавăша килекенсем Н. Герасимов (Пăрăнтăк), К. Никитина, И. Ананьева (Шупашкар) ăсталанă ĕçсемпе интересленсе паллашаççĕ.

Ял çыннин çу кунĕсенче пачах та вăхăт çук. Çавăнпа та эпир “Сударушка” клубăн занятийĕсене ноябрь — март уйăхĕсенче йĕркелеме пăхатпăр. Çитес тапхăр валли программа хатĕрленĕ ĕнтĕ. Унта район юбилейĕпе çыхăннă мероприятисем те пулĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика