08 декабря 2009 г.
Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ вăтăр çиччĕмĕш ларăвĕ иртрĕ.
Унта депутатсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкул директорĕсем, райадминистрацин управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăннă.
Малтанах депутатсем Пермь хулинчи инкек-синкекре вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă.
Депутатсем çакăн пек кун йĕрки çирĕплетнĕ:
1. Районăн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен.
2. Районăн 2009 çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн малтанхи кăтартăвĕсем тата районăн 2010 çулхи социаллă-экономикăлла аталанăвĕн прогнозĕ çинчен.
3. Муниципаллă пурлăха 2010 çулта приватизацилемелли программа çинчен.
4. Районта 2007—2009 çулсенче преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессине вăйлатмалли комплекслă программăна пурнăçласси епле пыни çинчен.
5. Красноармейски районĕн Уставне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.
6. Районта 2010—2012 çулсенче преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессине вăйлатмалли муниципаллă комплекслă программа.
7. Район администрацийĕн структури çинчен.
8. Красноармейски районĕн территорийĕнче ачасен ÿсĕм, интеллект, психика, ăс-тăн, нравственность аталанăвне сиен кÿрекен территорисене палăртасси, каçхи вăхăтра вĕсене хăйсем хутшăнакан мероприятисене ашшĕ-амăшĕсемсĕр (вĕсене улăштаракансемсĕр) хутшăнма, обществăлла вырăнсенче çÿреме чарасси.
9. ЧР Хисеп грамотипе наградăласси çинчен.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа райадминистрацин финанс пайĕн заведующийĕ Р. Николаева, иккĕмĕшпе — экономика аталанăвĕн пайĕн ертÿçи А. Михайлова, виççĕмĕшпе — райадминистрацин пай ертÿçи В. Николаев, тăваттăмĕшĕпе — районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Г. Андреев, пиллĕкмĕш, улттăмĕш, çиччĕмĕш ыйтусемпе — юридически пайĕн заведующийĕ Л. Артемьев, саккăрмĕшпе — çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси секретарĕ Э. Петрова, тăххăрмĕшпе йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Иванов тухса каланă.
Депутатсем сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
Ларăва район пуçлăхĕ С. Николаев хутшăннă, сăмах тухса каланă.