08 декабря 2009 г.

Супарти тĕслĕх библиотекăра раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче, юн кун, райхаçат кунĕ иртнĕ. Вăл кунта “Тимлĕх” клубĕн черетлĕ занятине пĕрле пухăннисемпе тата “Ял пурнăçне” çуллен çырăнакансен пĕр ушкăнĕпе курнăçнипе çыхăнчĕ. Палăртнă кун, 11 сехетре, тĕслĕх библиотекăна ваттисем, çав шутра вăй питтисем те, йышлăн пухăннă. Асăннă мероприятие, паллах, çÿллĕ шайра йĕркелессипе, Людмила Леонтьевна Федорова библиотекарь тăрăшнă, сăмах май вăл Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă, Супара качча тухнă, çак уява райхаçат редакцийĕн журналисчĕсене те чĕнме кăмăл туни çав тери хавхаланарчĕ, ку çеç-и, тĕл пулу супарсемшĕн те, пирĕншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Библиотека-филиалăн пысăках мар залне ку тăрăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă сумлă çынсем пуçтарăннă. Çав йышра сакăр вуннă урлă каçнисем те, унран кĕçĕнреххисем те пур. Акă, ĕç ветеранĕ — А. Денисов иртнĕ кунсенче — 80, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ З. Федорова — 75 тата Е. Аверкиева ĕç ветеранĕ 71 çул тултарчĕç.
Çавăн пекех Супарта раштав уйăхĕнче те хăйсен юбилейĕсемпе çуралнă кунĕсене паллă тăвакансем йышлă. Сăмахран, раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче — Л. Трофимов çитмĕл çул тултарчĕ тата асăннă уйăхра Р. Максимова, О. Александрова, С. Николаева, А. Иванов, А. Максимова, Т. Христофоров, А. Меркушов, А. Григорьева, З. Кондратьева, Р. Ермолаева, А. Михайлов хăйсен çуралнă кунĕсене паллă тума хатĕрленеççĕ.
Тĕл пулури калаçу-паллашу ял çыннисен пурнăçĕ — ĕçĕ-хĕлĕпе, ку ялта район хаçатне çырăнса илессипе еплерех ĕçленипе паллашассипе çы-хăнчĕ. Хальлĕхе çĕр кил ытла шутланакан ялта “Ял пурнăçне” мĕн пурĕ 16 çемье çеç илсе вулать.
Çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн район хаçатне Супар ялĕнче еплерех çырăнтарнă-ха? Декабрĕн 2-мĕшĕ тĕлне 14 çемье кăна иккен…
Çавах та супарсенчен район хыпарçипе туслисене ят-хушаматпах асăнассăм килет манăн. Акă, Людмила Филипповна Никитина “Ял пурнăçне” 1953 çултанпа çырăнса илет. Вăл 21 çул райпо тытăмĕнче, склад заведующийĕнче вăй хунă. Анатолий Павлович хăйĕн професси ĕçне Трак чукун çул станцийĕнче ирттернĕ. Унăн мăшăрĕ — Анастасия — пĕр вăхăтра райхаçат типографийĕнче вăй хунă.
— Район хаçачĕсĕр пурăнмастпăр, ăна çулленех çырăнса илнĕ, — терĕ тĕл пулура Анатолий Павлович. — Редакцишĕн пĕррехинче ĕçри автомашинăпа Шупашкара хут патне те кайнăччĕ.
“Ял пурнăçĕ” хаçатăн тус-юлташĕсем тата ăна çулран-çул хапăлласах çырăнса илекенсем: Д. Степанова, Х. Григорьева, А. Никифорова, Н. Николаева, А. Павлов, Е. Аверкиева, Л. Трофимов, З. Бардасов, Г. Григорьева, А. Денисов тата ыттисем те.
Тата Пĕчĕк Супарти Галина Викторова ватă “Ял пурнăçне” 2010 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хăй те çырăннă, хĕрне те — Альбина Федорована — çырăнса панă. Рена Максимова район хыпарçине темиçе çул ĕнтĕ сутлăхран илсе вулать.
Библиотекăна пухăннисем умĕнче чи малтанах Людмила Федорова библиотекарь сăмах илчĕ. Вăл илемлĕ сăн-питлĕ, çав тери тăрăшуллă хĕрарăм. Хăйĕн сăмахĕнче, кĕскен те пулин, ял пурнăçĕпе тата унăн паллă çыннисемпе паллаштарчĕ вăл.
— Пирĕн тăрăхра З. Федорова Трак чукун çул станцийĕн начальникĕнче, З. Бардасов чукун çул бригадирĕнче тăрăшнипе, Герман Александров ЧАССР сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, З. Федорова РСФСР тата ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ пулнипе ырă йĕр хывнă. Ф. Петровпа М. Шустров ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе, А. Шустров подполковникпе тата ытти ятлă-сумлă çынсемпе те мухтанмаллипех мухтанатпăр эпир, — терĕ Людмила Леонтьевна. — Хальхи курнăçăва та ноябрь уйăхĕнчи юбилярсене чĕнтĕмĕр. Ырлăх-сывлăх вĕсене, кашнинех!..
— Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Куллен çĕннине, лайăххине шыраççĕ, çитменлĕхсене асăрхаççĕ журналистсем. Кун ыйтăвĕпе çыхăннă материалсем райхаçатăн страницисенче пичетленсех пыраççĕ. Сирĕн Супар ялĕпе илсен те, кăçал пĕлтерĕшлĕ статьясем сахал мар пичетленчĕç. Ку тĕлĕшпе хăвăр патра çуралса ÿснĕ Татьяна Ивановна Борисована, вăл Красноармейскинче пурăнать, тав тăвасшăн эпĕ, — терĕ райхаçатăн тĕп редакторĕ Иван Прокопьев. — Çавах та сирĕн енре район хаçатне сахалтарах çырăнни пăшăрхантарать, паллах.
Иван Афанасьевич хальхи тĕл пулу хыççăн редакци пурнăçĕнче ырă улшăнусем пуласса тата “Ял пурнăçне” çырăнакансемпе вулакансен йышĕ палăрмаллах ÿсессе шаннине пĕлтерчĕ. Супарсене вырăнти хыпар-хăнарпа çийĕнчех паллаштарма обществăлла корреспондентсен постне суйлама сĕнчĕ.
Райхаçат журналисчĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура мĕн килĕшрĕ-ха? Чи малтанах вăл палăртнă сехетре, çыннисем вăхăтра çитнипе, иртнине палăртмалла. Иккĕмĕшĕнчен — пухăннисем хăйсен нуши-ыйтăвĕсем пирки чĕререн каласа панипе. Виççĕмĕшĕнчен — тĕл пулăва чĕннисене те, райхаçат редакцийĕнчен пынă тус-юлташĕсене те чун-чĕре пархатарĕпе йышăнса, кăмăл уççипе ăсатнипе тесшĕн эпĕ. Ыйтусемпе сĕнÿсем чылай пулчĕç кунта. “Ялта шывпа тивĕçтересси çивĕч тăрать. Пĕвисем те типсех ларчĕç, шывĕ сахал вĕсенче. Урамсенче колонкăсем ĕçлемеççĕ. Çулла вут-кăвар тухрĕ. Шывсăр пулнипех ĕнтĕ пĕр хуçалăх тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кĕлленчĕ, — терĕ Владислав Алексеев. — Ку тĕлĕшпе вырăнти ертÿçĕсен пулăшăвĕ кирлех пире”.
— Ял клубĕ темиçе çул юхăнса ларать. Ун умĕнчи палăка та асăрхаса пăхса тăракан çук. Питĕ шел… Тен, ăна сăваплă урăх вырăна куçармалла, — асăрхаттарчĕ сакăр вуннă тултарнă Аполос Денисов. — “Гигант” хуçалăх правленийĕ арендăна панă çĕршĕн тыррине те, улăмне те памасть…
— Ял илемĕшĕн çине тăманни канăç памасть мана. Тата вырăнта милицин участокри уполномоченнăйне тĕл пулайманни те питĕ вырăнсăр, — хăй калассине пытармарĕ Мария Васильева. — Пирĕн патра участокри уполномоченнăй кирлех.
— “Ял пурнăçĕ” хаçат вăл — анне, атте, ял-йыш вырăнĕнчех. Мăшăрпа иксĕмĕр те юратсах çырăнатпăр, кăмăлласах вулатпăр, — каларĕ Лев Трофимов. — Такăр çул сунатăп журналистсене.
Красноармейскинчи Гурий Дубров çыравçă редакци вулакансемпе пĕрле ирттерекен тĕл пулусене яланах активлă хутшăнать. Сцена ăсти, ватлăхра пулин те, ташлама та пултарать. Хальхинче те Гурий Егорович библиотекăна пухăннисене тата çав йышра райхаçата çулленех çырăнса тăракан тус-юлташсене редакци енчен тав турĕ: “Туслăх кĕперне хывар, “Ял пурнăçĕн” уйрăлми тусĕсем пулар эпир, — терĕ. — Пурнăç уттинчен юлар мар”.
Питĕ вырăнлă сăмахсем кусем. Апла пулсан, супарсем, пурнăç уттинчен юлар мар, район хаçачĕсĕр пурăнар мар…
Тĕл пулу юрăпа ташă çине куçрĕ. И. Прокопьев баянне тăсрĕ те пĕчĕк ушкăн: Л. Захарова, Г. Егоров тата Г. Ефимов чăваш халăх юррине — “Каяссăм килет хура вăрманне” шăрантарса ячĕ. Юрă хыççăн юрă: “Улма йывăç”, “Авăтать, авăтать”, “Хуняма”, “Хирти чечексем”, “Парне”, ”Улăх юрри”, “Шăпчăксем”, “Мĕнле чĕнме пĕлтĕр” — мĕн пурĕ программăпа килĕшÿллĕн, 15 юрă юхрĕ те юхрĕ. Кашнинех хапăл туса йышăнчĕç куракансем, тăвăл-лăн алă çупрĕç. Концерт ăнăçлă вĕçленчĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнчех В. И. Егорова почтальонка çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн район хаçатне çырăнтарчĕ. Çав шутра — кăмăл тунисем А. Федоровапа С. Алексеева вулакансем. Тавах, вĕсене.