АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиплĕ арали

08 декабря 2009 г.

Сиплĕ арали

 

Маньчжури аралийĕ пысăк мар йывăç е тĕм. Çÿллĕшĕ 2—3 метра çитет. Унăн çĕр-шывĕ Инçет Хĕвел тухăç, Приморски край, çур çĕр хĕвелтухăç Китай, Корея çур утравĕ шутланаççĕ.

Пĕтĕмĕшле калани

Ытларах каснă вăрман уçлăхĕсенче, ĕшнесенче, вăрман хĕррисенче ĕрчет. Хутăш тата çулçăллă вăрмансенче, вăрманай пулса, чăтлăх туса хурать. Туратсăр вулли тата вăрăм çулçă тунисем йăлтах йĕпсемпе витĕннĕ. Çавăнпа ăна халăх хушшинче “йĕп-йывăç” тесе ят панă. Вулă сийĕ тăррине çитичченех пĕркеленчĕк хупăллă. Тымар тытăмĕ çĕрĕн çиелти сийĕнче аталанать. Хăй çĕр-шывĕнче маньчжури аралийĕ 40—45 градус сивве те чăтса ирттерет.

Хальхи вăхăтра ку йывăç-тĕм пирĕн патра та лайăх ÿсет. Арали сулхăнра та аталанать, тÿрĕ хĕвел пайăркисенчен те хăрамасть. Çĕре те тиркесех тăмасть. Анчах тăмлă, хăйăрлă, йывăр çĕр çинче начар ÿсет. Ăна, женьшень пекех, шывлă, йĕпе тăракан вырăна лартма юрамасть, вăл пĕтет. Лайăх, хăвăрт ĕрчетес тесен, арали тавра кашни çулах 2—4 тăваткал диаметра 20—25 см тарăнăш хусăкламалла. Шăрăх çанталăкра шăвармалла. Çĕре, ытларах вулă тавра, çемçетнĕ вăхăтра тымарсем татăлаççĕ. Татăлнă тымарсенчен, лайăх çĕр пулсан, çĕнĕ хунавсем шăтаççĕ. Апла пулин те ытларах хунав кăларас шутпа тымарсене йĕркесĕр татма, тĕме суран тума кирлĕ мар. Унсăрăн вăл нумай хунавсем парать. Арали — чĕрĕ организм, сурансене тÿрлетме ăна чылай вăй кирлĕ пулать. Тислĕк тăкмалла, типĕ çанталăкра шăвармалла, вара арали хăвăрт ĕрчесе каять.

Туратсăр çинçе вулă тăрринче пур енне те вăрăм çулçă тунисем тухаççĕ. Çулçисем пысăк, вăрăм тунасем çинче çав тери хитре, пальма евĕр курăнаççĕ. Арали июль вĕçĕнче — август пуçламăшĕнче çурăлать. Чечекĕсем, пĕр тунаран тухса, шерепе пек пулса 40—45 см таранах сарăлса тăраççĕ. Хăйсемпе хăйсемех шăркаланаççĕ. Вĕсем сарă-шурă, кĕрен-шурă тĕслĕ. Пăхма хăйсене май хитре, шăрши те тутлă. Çимĕçĕсем пĕчĕк, кăвак-хура тĕслĕ. Кашни çимĕçрех пилĕкшер вăрă. Вăррисем тăрăхла çаврака, çутă-хăмăр. Сентябрь вĕçĕнче пиçсе çитеççĕ. Вĕсен тунисем çинçе, чылай тытăнса тăраймаççĕ. Çилпелех тăкăнса пĕтеççĕ. Маньчжури аралийĕ вăрăран е тымартан тухакан хунавсенчен йышланать. Вăрăран ĕрчетме йывăртарах. Вĕсене çĕр нÿрĕ тăма вăтам шăварсах тăмалла. Виççĕмĕш çул шăтса тухма е шăтмасăрах пĕтме пултараççĕ. Тымартан тухакан хунавсенчен хăвăрт ĕрчет. Кĕркуннеччен вĕсем 20—25 см çÿллĕш çитĕнеççĕ.

Пăхса ÿстересси

Хамăн пахчара арали тавра çĕре эпĕ яланах çемçетсе тăратăп. Шăрăх çанталăкра шăваратăп, тислĕкпе апатлантаратăп. Кăпăшка нÿрĕ çĕр çинче хунавсем шăтсах тăраççĕ. Кĕркунне, октябрь уйăхĕнче çулçăсем тăкăнсан, е çуркунне, май пуçламăшĕнчех, хунавсене кăларса, урăх вырăна куçаратăп. Вĕсене тарăн мар, хăйсем малтан ÿснĕ тарăнăш кăна лартатăп. Лартас вырăна тислĕкпе пăтрататăп. Çемçе, тупăшлă вырăнта вĕсем лайăх сывлаççĕ, хăвăрт ÿсеççĕ. Çитĕннĕ арали тымарĕсем 2—3 м таранах аякалла сарăлаççĕ, нумай хунав кăлараççĕ. Маньчжури аралийĕ 5—7 çула çитсен, унăн тымарĕсен хулăнăшĕ 2—4 см çитет. Çак хушăра вĕсем тĕрлĕ минералсем, микроэлементсем тата ытти сывлăхшăн сиплĕ япаласем пухма ĕлкĕреççĕ. Çулçăсем тăкăнсан çĕр шăнтичченех тымарсене кăларатăп. Тымарпа тымар тунана, вылăран касса илсе, сивĕ шывра хăвăрт çăватăп. Кушăхтаратăп. Тутăхман çĕçĕпе е кухня пурттипе 5—10 см вăрăмĕш тататăп, вĕтетсе çуратăп. Вакланă арали вĕтĕрех пулсан, сиплĕ япаласем ытларах тухаççĕ.

Пĕррехинче манăн çакăн пек ĕç пулса иртрĕ. Май пуçламăшĕнче ÿссе çитнĕ аралине кăлартăм. Тымарĕсене касса илсе шĕвек (эмел) тума лартрăм. Тымар тунине вулăран касса илмесĕрех вăрмана кайса пăрахрăм. Тепĕр виçĕ-тăватă кунранах хама айăплă пулнă пек туйрăм. Кичемлентĕм. Ăнăçăва шанмасăрах аралине вăрмантан каялла илсе килсе лартрăм. Кунсерен е кун сиктерсе пĕчĕккĕн шăварсах тăтăм. Типме памарăм, ытти аралисем хушшинче ăна сулхăнрах та пулчĕ. Тепĕр икĕ эрнерен сисетĕп, манăн йывăç-тĕм чĕрĕлет. Хама та чун кĕнĕ пекех туйăнчĕ. Кĕркуннеччен, тымар туна кăна лартнă пулин те, арали самаях тымарланчĕ. Тепĕр икĕ çултан, мана тав тунă пекех, çав сиенленнĕ арали çĕнĕ хунавсем пачĕ. Çапла пулнă хыççăн çакна ăнлантăм: асаплă вăхăтра ку йывăç-тĕм йывăрлăхсене чăтса ирттерме пултарать. Унăн чăтăмлăхĕ çитет.

Арали уссине хĕвел тухăç тата Китай халăхĕсем тахçанах пĕлнĕ. Унăн пысăк вăйне вăлтса илме пултарнă. Вĕсем арали сиплĕхĕпе усă курма вĕренсе çитнĕ.

Арали сиплĕхĕ

Хальхи вăхăтра аралипе анлăн усă кураççĕ. Унăн препарачĕсене кашни аптекăрах тупма пулать. Арали эмелĕсене Сывлăха сыхлас ĕç министерстви сиплемелли эмелсен реестрне кĕртнĕ.

Самай вăхăт йывăр ĕçлесе е пуçпа шутласа ывăнсан, организма çирĕплетме, вăй илме унăн шĕвекĕпе усă кураççĕ. Хăш-пĕр ăс-тăн чирĕпе чирлесен (невроз, неврастени, психостени, шизофрени, ар вăйĕ начарлансан (импотенци) аралиех пулăшать. Хытă амансан, тĕп нерв системи пăсăлсан, юн çаврăнăшĕ чаксан, пуç мими амансан, аралирен тунă “Сапарал” таблеткăна параççĕ. Пуç мими тапрансан, ятарласа арали шĕвекне йышăнаççĕ. Юн тымарĕсем пĕрĕнсен те, юн çывăрса ларасран та, периферири нерв системине сиплеме те пулăшать. Гриппа чирлесе хавшаса çитсен те çак шĕвекех ура çине тăратать. Çак эффекта Мускаври пĕр клиникăра асăрханă. Гриппа чирлесе выртакансене кашни кунах пĕр ăстрăмра 20—30 тумлам парса тăнă. Икĕ эрне иртсенех чирлекенсем лайăх çывăрнине, вĕсен кăмăлĕсем çĕкленнине, хăйсене çăмăл туйнине, ĕçлеме те хатĕр пулнине палăртнă. Арали чĕрен мышца тымарĕсен системине те, тĕп нерв системине те сиплеме пулăшать. Ÿпкен пурăнмалли шанăçне пысăклатать. Çын ăс-хакăлне, хăватне, кăмăлне çÿле хăпартать. Вăй-халпа е пуçпа ĕçлес туртăма пысăклатать. Çавăн пекех йывăр операци умĕн е ун хыççăн та хăвăрт вăй илме унпа усă кураççĕ. Арали юн пусăмне те вырăна лартать. Çапах та нервсем ытларах кансĕрленнĕ, юн пусăмĕ çÿле хăпарнă вăхăтра аралине йышăнма кирлĕ мар. Çакна та асра тытмалла. Лайăхрах, хăвăртрах вăй илес шутпа виçерен ытла унăн препарачĕсене йышăнма юрамасть. Ăна йышăннă вăхăтра сăра-эрехрен уйрăлмалла. Вĕри çанталăкра, хĕрарăмсен çире пур вăхăтра, чĕре чирлĕ тата çывăрайми пулсан арали препарачĕсемпе усă курмалла мар. Çавăн пекех каç пуласпа та унпа усă курмаççĕ. Ыйхăна сирсе ярать.

Шĕвек хатĕрлесси, сипленесси

Арали, женьшеньпе танлаштарсан, организмшăн çемçерех ĕçлет. Çавна пула унăн шĕвекне 1:5 пай хатĕрлеççĕ. Уйăрса илнĕ тымарпа тымар тунана 50—70 градус ăшăра е сывлăш улшăнса тăракан сарай тăрринче типĕтмелле. Типĕтнĕ тымарта 8—14 процентран ытла нÿрĕ пулма кирлĕ мар. Унсăрăн кăвакарса, юрăхсăра тухать. Упрама çÿхе çитсăран çĕленĕ михĕсенче типĕ, тĕттĕм те уçă вырăнта тытмалла. Полиэтилен пакетра тымар наркăмăшланать.

Типĕтнĕ 100 г тымара 500 мл эрех е тасатнă сăмакун ярса 25—30 кун лартса усă кураççĕ. Шĕвеке урăхла та хатĕрлеме пулать. 100 г тымара 250 мл эрех ярса 15—20 кун уçă тĕттĕм вырăнта тытмалла. Вăхăт иртсен 2—3 хутлă марля витĕр сăрăхтарса илмелле. Савăта питĕрсе холодильнике лартмалла. Çав тымарах, тепĕр 250 мл эрех ярса ĕçе малтанхи пекех туса ирттермелле. Сăрăхтарса илнĕ шĕвеке малтанхи шĕвекпе хутăштармалла. Эрех кĕленчине тултарса лайăх питĕрсе холодильнике лартмалла. Ку шĕвекре сиплĕх ытларах пулать. Вăл холодильникре икĕ çул ытла упранма пултарать.

Арали шĕвекне кун каçиччен 2—3 хут, апат çиес умĕн 20—30-шар тумлам, çур сехет маларах, 30—50 мл шывпа хутăштарса ĕçмелле. Енчен те çак виçе начартарах пулсан, пĕр чей кашăкĕ (70—80 тумлам) 1—1,5 уйăх хушши йышăнмалла. Вăхăт çитсен 10—15 кун е пĕр уйăх канмалла. Канмалли вăхăт çын хăйне мĕнле туйнинчен килет, паллах.

Арали чикет пулин те, ăна юратса пăхас килет. Питĕ илемлĕн курăнать. Ăна ĕрчетме нумай вăй хума кирлĕ мар. Вăрттăнлăхĕсем те çук. Ăна юратса пăхса ÿстерсен вăл сире савăнтарĕ, сывлăха çирĕплетĕ. Арали пысăк вырăн йышăнмасть, унăн сиплĕхĕ пысăк. Çавăнпа ăна кашни килтех ÿстерме тăрăшмалла. Ку вăл пуриншĕн те пархатарлă ĕç, пысăк чыс пулĕ. Çак йывăç-тĕм çĕртен илнĕ хăвата çынсене те çут çанталăк вăйне парса тăрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика