08 декабря 2009 г.

2009 çула Раççейре Çамрăксен çулĕ тесе палăртнă. Çак указа тĕпе хурса, ЗАГС уйрăмĕнче ĕçлекен çамрăк специалистсен ĕçри пултарулăхне ÿстерес, ырă туртăмĕсене йĕркене кĕртес, халăх хушшинче анлă сарас тĕллевпе Чăваш Республикин Юстици министерстви конкурс йĕркеленĕ. Ку тупăшура республикăри район администрацийĕсен ЗАГС уйрăмĕнчи тата хула округĕсенчи 35 çултан иртмен 13 специалист "вăй виçнĕ". Красноармейски районĕн ЗАГС уйрăмĕнчен Э. Н. Антонова конкурса хутшăнма кăмăл тунă.
Ăмăрту виçĕ тапхăрпа иртнĕ.
Пĕрремĕш тапхăр вăхă-тĕнче унта хутшăнакансем Чăваш Республикин Юстици министерствине хăйне евĕрлĕ “Манăн пуçару” (мероприятисен планĕ) проект хатĕрлесе тăратнă. Унта Раççей Президенчĕн “Раççейре Çамрăксен çулталăкне ирттересси” указне тĕпе хурса çемье институчĕн ырă ятне ÿстерессине сăнланă.
Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче районти ЗАГС пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Эльвира Николаевна хăйĕн проектне хÿтĕлесе çемье, юрату, шанчăклăх кунне халалланă кăтартуллă мероприяти ирттернĕ.
Юлашки тапхăрта вара тăратнă проект тăрăх туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетмелле пулнă.
ЗАГС уйрăмĕнче ĕçлекен çамрăк специалистсен ăсталăхне пĕтĕмлетме чÿк уйăхĕн вĕçĕнче тĕп хулари Чăваш наци музейне пуçтарăннă. Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ — ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ В. Н. Капитонов килнисене конкурс вĕçленнĕ ятпа саламларĕ, жюри членĕсем конкурса тăратнă проектсене пысăк хак пачĕç. Кăтартнă ĕçсем пурте тĕрлĕ енлĕ пулнине, çемьен ят-сумĕпе авторитетне ÿстересси çине янине асăнчĕç йĕркелекенсем. Мероприятисене хакланă чух çак енсене тишкернĕ: йăла-йĕркесене сăнлани, халăхпа ĕçлеме пĕлни, çынсем умĕнче ăста выляма пултарни, мăшăрсен хăйне евĕрлĕхне шута илни тата ытти те. Канашлу вăхăтĕнче çĕнтерÿçĕсем конкурсра кăтартнă мероприятисен видеоçыравне кăтартнă. Юстици министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн пĕрремĕш вырăна Н. Н. Никифорова, Çĕнĕ Шупашкар хулин ЗАГС уйрăмĕн ертÿçин çумĕ, тивĕçнĕ, пирĕн районти ЗАГС пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Э. Н. Антонова иккĕмĕш вырăна тухнă, Канаш хулинчи ЗАГС пайĕн специалист-эксперчĕ А. А. Матвеева — виççĕмĕш вырăнта. Пирĕн район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçине Е. Л. Павлована тав хучĕпе чысланă, çамрăк специалистсен ĕçри ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе пĕлсе ĕçлесе пынăшăн тав сăмахĕ каланă.