04 декабря 2009 г.
Халĕ кулленех автоçулсем çинче мăйракаллă шултра выльăхсем тиенĕ автомашинăсене курма пулать.
Вĕсем пурте кăнтăр енчи районсенчен, тĕслĕхрен, Патăрьелпе Комсомольски тăрăхĕсенчен. Трак ен халăхĕн ĕне выльăхĕ ытларах çавăнталла каять. Унтан килнисем ĕне выльăха хаклă хакпа илсе каймаççĕ, паллах. Тĕслĕхрен, акă, пĕрне хăйĕн 300 килограмм таякан вăкăрĕшĕн 11 пин тенкĕ парса хăварнă. Тĕрĕссипе, кун пек виçеллĕ выльăха илекенĕн сутакана сахалтан та 15 пин тенкĕ кăларса памалла пулнă.
Акă, патшалăх, ноябрĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса, 300—400 килограмм таякан вăкăрăн 1 килограмм ашне — 50—55, 400 килограмран иртнисенне 55—60 тенкĕпе туянать. Вăтам ÿтлĕ (средней упитанности) ĕнесене килограмне 40—45, самăррисене 46—50 тенкĕпе. Вăтам ÿтлĕ тынасене килограмне — 54, самăррисене 56 тенкĕпе илет.
Районта пурăнакансене пĕлме, хамăр районти тулли мар яваплă “Шатьма”, “Волит”, “Красное Сормово” пĕрлешÿсемпе В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕ халăхран ĕне выльăхсем туянасшăн, вĕсен хакĕсем те пĕчĕк мар. Каçал енпе Юхма ене сутиччен хăвăр выльăхсене çÿлерех асăннă пĕрлешÿсене вырнаçтарма тăрăшăр.
Чылай чухне республикăри кăнтăр районĕсенчен килекен коммерсантсем ĕне выльăха ветеринари справкисемсĕрех илсе кайма тăрăшаççĕ. Ку йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни пулать.
Юлашки вăхăтра, октябрь вĕçĕнчен тытăнса, сĕт хакĕ чылай хăпарчĕ. Паянхи кун сĕт-çу завочĕсем 1 литр сĕте хуçалăхсенчен 10,5—13 тенкĕпе йышăнаççĕ. Коммерсантсем вара — 8—8,5 тенкĕпе çеç. Çавăнпа та тимлĕ пулăр, сĕте кама памаллине пĕлсе тăрăр. Специалистсем декабрьте сĕт хакĕ тата ÿсмелле тесе шантараççĕ.
Апла пулсан, вырăнсенче сăвакан ĕнесене сыхласа хăварма тăрăшасчĕ.
Хĕл кунĕсенче килти хушма хуçалăхсенчи ĕнесем массăл-лăн пăрулама тытăнаççĕ. Çавăнпа та вырăнсенче хуçалăхсен ертÿçисемпе специалистсен, ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсене ертсе пыракансен халăхпа тачă çыхăну йĕркелеме, унпа сĕт пухма тивĕçлĕ килĕшÿ тума тăрăшасчĕ.