04 декабря 2009 г.
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕк кăтартăвĕсемпе ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ.
Асăннă мероприяти Раççейри ача амăшĕн кунĕ умĕн иртнĕ май гимназистсем ăна тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн иккĕмĕш хутĕнче тĕрлĕ классенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен ал ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук пулĕ кунта: тĕрленĕ сăмса тутринчен пуçласа алсиш-чăлха, çыхнă кофта-тутăр таранах. Куракансем амăшĕсен кашни ĕçнех лайăх хак пачĕç. Пуçламăш классенче вĕренекенсем вара аннесене халалласа хăйсем ăсталанă ÿкерчĕксен куравне хатĕрлеме пултарнă.
Пурне те гимназин актовăй залне чĕнеççĕ. Пухăва РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, гимнази директорĕ Г. Юлмасова уçрĕ, амăшĕсене Раççейри ача амăшĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ, “сирĕн хăвăрăн ывăл-хĕрÿсемшĕн нихăçан та чун-чĕре ан ыраттăр”, терĕ. Пуçламăш тата вăтам классенче вĕренекенсем, музыка учителĕ Н. Никоноров ертсе пынипе, юратнă амăшĕсене халалласа пысăк концерт хатĕрленĕ. Унта чăвашла-вырăсла сăвă-юрăсем янăрарĕç, шÿт-кулăшсем, инсценировкăсем пулчĕç. Концерта вуннăмĕш класра вĕренекенсем ертсе пычĕç.
Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн врач-педиатрĕ А. Павлова “Ачасен медицина тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем”, вĕрентÿ пайĕн диагностика центрĕн психологĕ А. Филиппова “Çемье воспитанийĕнчи йăнăшсем тата вĕсем ачан пуянлăх системин йĕркеленĕвĕнче витĕм кÿни” темăсемпе тухса калаçрĕç. Гимнази директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И. Николаева район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе (çул çитмен ачасен çĕрлехи вăхăтра ашшĕ-амăшĕсемсĕр обществăлла вырăнсенче хăйсем тĕллĕн çÿремелле марри çинчен), гимназин управлени канашĕн ертÿçи И. Дмитриев “Вĕрентÿ учрежденийĕн иртнĕ çулхи иккĕмĕш çур çулхи тата кăçалхи финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвĕпе” паллаштарчĕ.
Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисем вĕренекен классенче пулса вĕренÿ чĕрĕкĕн кăтартăвĕсемпе туллин паллашрĕç.