04 декабря 2009 г.

Вăл Хусакассинче çуралнă. Тăван кĕтесрен аякка кайман. Пĕр вăхăтра кунта ял старости пулнă тата яла газ кĕртес тĕлĕшпе чылай ĕçлерĕ. Виталий Алексеевич тулли мар яваплă “Пятилетка” пĕрлешÿ йĕркелесе янăранпа — улттăмĕш çул ĕнтĕ.
Мĕн ĕçлет-ха асăннă пĕрлешÿ? Çак ыйтун тупсăмне пĕлес шутпах “Пятилетка” пĕрлешÿ ертÿçипе кур-нăçрăм, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.
— Виталий Алексеевич, “Пятилетка” пĕрлешÿ ăнсăртран çуралман ĕнтĕ. Тата мĕншĕн-ха çак ята суйласа илтĕр? Урăххине мар?..
— Ыйтупа килĕшмелле. Мана куллен ял, район пурнăçĕ кăсăклантарать. Çынсен социаллă пурнăçĕ еплерех пулни тата вĕсене кашнинех май килнĕ таран ĕç вырăнĕпе тивĕçтерни, шутласа пăхăр-ха, епле пархатарлă ĕçсемпе çыхăннă. Пурте — пĕриншĕн, пĕри — пуриншĕн шухăш-ĕмĕтпе ĕçлемелле тата пурăнмалла. Хальлĕхе, каçарăр та, вăл е ку должноçри яваплă хăш-пĕр çынсем, тĕрĕссипе, пукан вырăнĕ йышăнакансем, çынсен нушипе хуйхи-суйхи çине алă сулаççĕ.
Астăватăр пулĕ республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та, темиçе çул каялла ялсене газ пăрăхĕ хывса çитерес, килсене “сенкер çулăм” кĕртес тапхăр пуçланчĕ. Çавна шута илсех, паллах, 2003 çулта хамăр тăрăхра “Пятилетка” пĕрлешÿ чăмăртанчĕ. Ăна эпĕ, хамăр ялта ĕлĕкрех “Пятилетка” колхоз пулнине шута илсе, ун ячĕпе çыхăнтартăм. Виçĕ çула яхăн ялсене çут çанталăк газĕ кĕртессипе вăй хутăмăр.
— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир малашлăха пăхакан, çынсен ыйтăвĕсене, вĕсем, ялта куллен пухăнаççĕ, пур енлĕн шута илсе тивĕçтерме çине тăнипе те палăратăр. Çакна хăвăр пуçарса 2006 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пайсупин — Шупашкар маршрутпа “Газель” маркăллă микроавтобус çÿретме пуçлани те çирĕплетет вĕт?
— Тĕрĕсех. 2006 çулхи пуш уйăхĕнче, Перекет банкĕн кредичĕпе усă курса, пассажирсене турттарма “Газель” маркăллă микроавтобус туянтăмăр, ун хыççăн вара ку майпах ПАЗ автобус илтĕмĕр. Кунта Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн “Бизнес- Авто” пилот проекчĕн çăмăллăхĕсемпе усă курни чылай пулăшрĕ. Халĕ, акă, август (çурла) уйăхĕнче, “Бизнес-Авто” кредитпа (1 миллион тенкĕ ) экологи тĕлĕшĕнчен таса ПАЗ-3204 маркăллă çĕнĕ автобуслă пултăмăр. Автобус сарă тĕслĕ, салонта хăтлă. Аякранах “Красноармейски районĕ” тесе çырни курăнать, район гербĕ те юнашарах.
Халь автобуссен маршрутне Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипеке çити тăсрăмăр. Рейссене çирĕп расписанипе килĕшÿллĕн пурнăçлатпăр, пассажирсем асăннă маршрута уçнипе кăмăллă.
Чи малтанах çакăнта, асăннă маршрута уçма пулăшассипе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕн — Валерий Витальевич Андреевăн тÿпи иксĕлми. Унпа пĕрлех çак ăшă сăмахсене район пуçлăхĕ Станислав Николаев та тивĕç.
Перекет банкĕпе çыхăнса ĕçлени питĕ усăллă тесшĕн эпĕ. Çакăнта мана пулăшу кÿнĕ ятлă-сумлă çынсене ят-хушаматпах асăнасшăн. Çав йышра Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи В. Н. Александров тата унăн Çĕрпÿри уйрăмĕн управляющийĕ А. Павлов, Красноармейскинчи хушма офисăн заведующийĕ А. В. Шестаков тата ыттисем те пур. Вĕсене пурне те хамăн чĕререн тухакан сăмахсемпе тав тăвассăм килет.
— Виталий, сире халь çапларах чĕнем-ха, малашнехи ĕмĕт-тĕллевсемпе паллаштармăн-ши?
— Куллен ĕç пирки шухăшлатăп та, ĕçĕ те пулать, унпа пĕрлех малашлăх ĕмĕт-тĕллевĕсем те канăç памаççĕ мана. Бизнес ыйтăвĕнчен ĕçе пуçăнтăмăр-тăк, районта автотранспорта аталантарассипе пĕчĕк предприятисем кирли çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ тетĕп. Вĕсене нумайрах ĕçе кĕртмелле. Ман шутпа, Вăрнар районĕпе çыхăннă туслăха татах аталантарма, вăй илтерме вăхăт çитнĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ Шупашкар — Уйкас Кипек автобуссен маршутне ытахальтен уçман вĕт. Сăмах май, вăй çитерсен, ытти еннелле те пассажирсене турттарма тытăнасшăн.
Халь йышра кадрсем — водительсем çитеççĕ. Чипер пулсан “пĕрлешÿ” тытăмĕнче тепĕр штат — бухгалтер хушасшăн. Пурлăх бази, сăмахран, автобуссене лартма гараж хатĕрлесси те кун ыйтăвĕнчен тухмасть халь.
— Анчахрах манăн хăлхана тепĕр çĕнĕ хыпар кĕчĕ. Сире республикăра “Бизнес-Авто” кредит çăмăллăхпа усă курса халăхшăн куллен кирлĕ транспорт ыйтăвĕпе çыхăннă ĕçре иксĕлми тÿпе хывнăшăн тата çакăнта ырми-канми тăрăшнăшăн “Ăнăçуллă старт” номинацире Раççейри Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи В. Н. Александров дипломпа наградăланă. Саламлатăп.
— Тавах…