АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрти кĕвĕ

04 декабря 2009 г.

Шăнкăрти кĕвĕ

 

Четрикри пĕр урам Набережная ятлă. Шыв хĕрринчи урам пулать вăл чăвашла. Унпа юнашарах Мăн Шетмĕ юхан шывĕ шăнкăртатса юхса выртать-çке. Хĕл сивви пăркăчлать пулин те пăр сийĕпе хупланайман шыв. Шăнкăр! Шăнкăр! саланать шăнкăртатакан сасă. Çав илĕртÿллĕ сасă хăлхаран каймасть халь. Анкартине йăпăртлăха тухнă Елена Петрова та, кăçалхи апрелĕн (ака) уйăхĕн 11-мĕшĕнче 73 çул тултарчĕ, çав чун-чĕрене йăпатакан шава йăпăртлăха итлесе тăчĕ. Канăçсăр чĕре шăнкăрти кĕвĕпе йăпанчĕ.

Шыв хĕрринчи урамра 7-мĕш çуртра пурăнаççĕ Александровсем. Йывăç пÿрт. Урамалла виçĕ чÿрече. Тавралла капмар хуралтăсем хупланă ăна. Мунчи те, сарайĕ те…

Мĕншĕн-ха Александровсем?! Ку килте Елена Петровна Петровасăр пуçне унăн кĕçĕн ывăлĕ — Василий хăйĕн юратнă мăшăрĕпе — Зоя Владимировнапа — пурăнать. Тата вĕсен икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ пур.

Е. Петрован мăшăрне вара ял-йышра Михаил Александров пулнипе аван пĕлеççĕ.

— Мишшăпа 16 çул кăна пурăнтăмăр çав. Чĕрепе тăруках аптратчĕ… 39 çул тултарса хĕрĕхе пусрĕ те вилсе кайрĕ. Питĕ шел… упăшка çĕре кĕнĕренпе кăçалхи апрель (ака) уйăхĕнче 35 çул çитрĕ, — хăй ассăн сывланине пытараймарĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Юрать-ха ачасем пуррипе чун-чĕрери тулли савăнăçпа хĕпĕртетĕп.

Ачасем тенĕрен, икĕ ывăл та икĕ хĕр çуратса пăхса çитĕнтернĕ Елена Петровна. Чи асли — Роза — Мускав облаçĕнче пурăнать. Ун хыççăнхи — Борис — тăван ялтах, уйăрăлса тухнă.

— Салтакран килчĕ те чылаях тăсмарĕ вăхăта, ара, Мăн Шетмĕри аптекăра вăй хуракан илемлĕ пит-куçлă хĕр-упраçа куç хыврĕ. Эсир паллатăр пулĕ-ха ăна? Светлана Федоровна халĕ те аптека пунктĕнче ĕçлет. Тутар Республикин пĕр районĕнчи Пасарлă Упи ялĕнчен тухнă кинĕм. Çав тери сăпайлă хĕрарăм, — хăй калассине пытараймасть хунямăшĕ. — Икĕ хĕр те пĕр ывăл Бориспа Светăн.

Тĕп килте иккĕмĕш ывăлĕпе — Васяпа тата кинĕпе — Зоя Владимировнапа ыр курать амăшĕ. Ывăлĕпе кинĕн ачисем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Акă, Владик Шупашкарта электротехникумран вĕренсе тухнă. Халь чи çивĕч ыйтусенчен пĕри — ăна ĕç тупса парасси. Вовăпа Венера И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренеççĕ.

Чи кĕçĕнни — Маргарита — Дворикри Георгий Васильевăн ывăлне качча тухнă.

— Миçе мăнукпа хĕпĕртетĕн тата мухтанатăн-ха? — хăмăр куçсенчен пăхрăм кил хуçи хĕрарăмне. — Ачисем санăн чăннипех те тăрăшуллă та ĕçчен вĕт…

— Мăнукĕсем те харпăр хăй ашшĕ-амăшĕн урисем çинех пуснă тесе калассăм килет манăн. Пĕри те тепри ĕçлĕ, ăслă-тăнлă шухăшпа пуян. Пĕрне те теприне хурласа хура сăрăпа сăрлама сăлтавĕ çук манăн. Çавах та ывăлсемпе, хĕрĕмсемпе те мухтанмаллипех мухтанатăп. Пăхăр-ха, çурт тавралла епле илĕртÿллĕ хуралтăсене çавăрса лартрĕç вĕсем. Туслă кил-йыш пирĕн. Пĕр-пĕрне шурă куçпа пăхса кÿрентерме-и? — хĕпĕртенине пытараймарĕ хĕрарăм. — Кăмăл уççипе, чун уççипе пурăнатпăр.

Пĕчĕк урамра — çичĕ кил. Вĕсенчен тăваттăшĕнче вара йышлă ĕне выльăх усраççĕ. Сĕт сăваççĕ, çĕве ярса — тăпăрчă, уйран уçласа çу хатĕрлеççĕ. Ăна хуçалăха, пасара сутса укçа-тенкĕ пухаççĕ. Çав йышра — Александровсем те.

— Пирĕн килти анкартинче — 30 сотăй çĕр. Çавăнтан 15 сотăйĕпе çĕр улми, пахча çимĕç тата ыттине те акса ларса çитĕнтерсе усă куратпăр. Унсăр пуçне тата уйра 2 гектар та 60 сотăй, 1 гектар та 60 сотăй çĕр пур. Асăннă лаптăксенче люцернăпа ÿхлĕм курăкне çитĕнтерсе, çулса, типĕтсе илетпĕр. Выльăхсене апат кирлĕ-çке, — тет Васян мăшăрĕ — Зоя Владимировна. — Халь “Мичуринец” совхоз арканчĕ те ĕçсĕрех тăрса юлтăмăр.

Е. Петрован ывăлĕ — Василий, хуçалăх саланиччен водительте ĕçленĕ. Халь, мĕн тăвăн, çемьене тăрантармалла, ачасене вĕрентмелле… Çавна шута илсех те пуль ÿркенмен Александровсем 4—5 çул ытла та ĕнтĕ кил-хуçалăхра ĕнесем усраççĕ, пăрулаттараççĕ, сĕт-çу, тăпăрчă хатĕрлеççĕ. Çапла майпа пурăнмалăх, çурт-йĕр çавăрмалăх, ачасене вĕрентмелĕх, çи-тумне тăхăнтартмалăх укçа-тенкĕ пухăнать. Вăкăрсем çитĕнтерсе самăртнипе те çемье тупăшĕ пуянланать.

— Тăватă ĕне пулнă пирĕн. Пĕрне сутрăмăр, укçа-тенкĕ кирлĕ. Халь вара “Карусель”, “Улашка”, “Маша” ятлисем пур. Вĕсенчен чи ватăраххи — “Карусель”, халь пиллĕкĕмĕш пăру тума хатĕрленет. “Улашкине” тĕсĕпе ула та çапла чĕнетпĕр, “Маша” ятли тĕсĕпе — хура. Тата икĕ вăкăрпа пĕр пăру, — кăмăллăн сăмахлать манпа Е. Петрова. — Ял çыннин ĕçлемесĕр пулмасть…

Набережная урамра Александровсем пекех кил-хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытакансем темиçен те. Çав шутра — Филипповсем, Арсентьевсем, Осиповсем тата ыттисем те.

Тĕрĕссипе, Четрикре пурăнакансем куллен икĕ хутчен суса пухăннă продукцие вырăнти “Шатьма” пĕрлешĕве сутаççĕ. Хакĕ вăхăтран-вăхăта улшăннипе кашни литр сĕтшĕн 4—5 тенкĕ тÿленипе танлашать. Шел пулин те, сĕт паракансем, çав шутра — Александровсем те асăннă пĕрлешÿрен кăçалхи апрель уйăхĕнчен тытăнса паянчченех алла чĕрĕ укçа илеймеççĕ. Питĕ пăшăрхантарать çакă кашнинех. Мĕншĕн?

Сăлтавĕ уçăмлă, паллах. Тулли мар яваплă “Красноармейски сĕт-çу завочĕ” акционер пĕрлешĕвĕ куллен 12—15 тонна таран сĕт йышăнать. Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи “Шатьма” пĕрлешÿ те хăйĕн продукцине çакăнта ăсатать. Анчах та сĕт панишĕн вăхăтра тÿлесе, саплаштарса пырасси пулсах пыраймасть унăн.

Хăçанччен çапла тăсăлĕ-ши ку пăтăрмах? Ку ыйту четриксене те, “Шатьма” пĕрлешÿн ертÿçине — Герман Васильева та çывăрма выртсан та канăç памасть-çке.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика