АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни тĕл пулу хăйне евĕр...

04 декабря 2009 г.

Кашни тĕл пулу хăйне евĕр...

 

Районта "Ял пурнăçĕн" кунĕсем малалла пыраççĕ. Декабрĕн 1-мĕшĕнче райхаçат журналисчĕсем Чатукасси ялĕнчи çынсемпе тĕл пулчĕç.

Тĕл пулăва кайма тухсан, “Жигули” çăмăл автомашина кабинине ларма тăнă чух, таксипе çÿрекен Ю. Ильин пирĕн автомашинăн хыçалти урапи çине пăта тăрăнса ларни çинчен пĕлтерчĕ. Хăй çавăнтах ăна запас урапапа васкавлăн, 4—5 минут хушшинче, улăштарма пулăшрĕ. Унтан çатма пек тикĕс çулпа Чатукассине хăвăртах çитрĕмĕр.

Кунти кану центрĕн фойинче Г. Егорова директорпа илемлĕх ертÿçи В. Николаева тăрăшнипе ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Алă ĕçĕсем тенĕрен, вĕсене пăхса ытармалла мар. Уйрăмах Лилия Попова (вăл 6 ĕç тăратнă) çыхнă тутăрпа акăшсем, сысна çурин пичĕ, Татьяна Михайлова (4) çыхнă свитер, тĕрлесе тунă юбкипе кĕпи, Венера Иванован (4) кофтисемпе тутăрĕсем, унăн усрава илнĕ хĕрĕн, Чатукасси шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен Надежда Портнован (5) хĕреслĕ майпа тĕрлесе хатĕрленĕ ÿкерчĕкĕсем, Жанна Николаеван (13 ĕç) кофтисемпе свитерĕсем, тутăрĕсемпе тĕрлесе тунă ĕçĕсем, кавирĕсемпе çемçе тетти, Валерий Николаев ăсталанă сĕтел-пукан çинчен куç кайма пĕлмест. Тĕл пулăва пынисем пахаскерсене ăмсанса та киленсе тĕсерĕç. Мĕн тетĕр, вĕсене чăн-чăн ал ăстисем хатĕрленĕ вĕт-ха!!!

Тĕл пулăва, кĕске сăмах каласа, Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Валентинович Михайлов уçрĕ. Унтан вăл райхаçатăн тĕп редакторне И. А. Прокопьева сăмах пачĕ. Иван Афанасьевич, тĕл пулăва килнисене, унта Чатукасси тĕп шкул ачисемпе вĕрентекенĕсем те хутшăнчĕç, ăшшăн тав тунă май, иртнĕ ĕмĕрĕн 70—90-мĕш çулĕсенче Чатукасси тăрăхĕнчи çынсем “Ял пурнăçĕ” хаçата юратса вуланине, юлашки вăхăтра вĕсен активлăхĕ чакса пынине палăртрĕ.

— Килес çулхи январьте — района туса хунăранпа, мартра вара хайхаçат тухма пуçланăранпа 75 çул çитет. Юбилейсене ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илмелле пирĕн. Пĕрлехи вăйпа, ял тăрăхĕн администрацийĕпе райхаçат редакцийĕ тата эсир пĕр чăмăра пĕрлешсен çеç эпир çитĕнÿ тума пултаратпăр, — терĕ тĕп редактор. Вăл çавăн пекех Чатукасси шкулĕн дирекцийĕпе райхаçат редакцийĕ тачă çыхăну тытнине, кунти вĕренекенсем “Ял пурнăçне” тăтăшах хыпарсем çитернине, райхаçат воспитани ĕçĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ, вĕренекенсене ашшĕ-амăшне хăйсене валли район хаçатне çырăнса пама ыйтма сĕнчĕ. Ашшĕ-амăшĕсене мĕн пĕчĕкрен хăйсен ачисене “Ял пурнăçне” вулаттармалли, çавăн чухне тин вĕсем чăн-чăн патриот пулса çитĕнни çинчен каларĕ.

Ку тăрăхри çынсен ытларах пайĕн яланхи ĕç вырăнĕ çук. Çавăнпах укçи-тенки те тивĕçсе пымасть. Апла пулсан аслă ăрури çынсен харпăр хăй ывăл-хĕрĕсене хаçат çырăнса илме пулăшасчĕ.Районти хăш-пĕр ялсенче, тĕслĕхрен, Алманчпа Еншик Чуллă ял тăрăхĕсене кĕрекеннисенче çавăн пек опыт пур ĕнтĕ.

Тĕл пулăва пухăннисем умĕнче çавăн пекех райхаçат редакцийĕн социаллă ыйтусен пайĕн редакторĕ Г. Л. Ефимов, Г. Е. Дубров обществăлла корреспондент тухса калаçрĕç, райхаçатпа туслă çыхăну тытма ыйтрĕç.

Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов обществăлла ĕçсенче активлăх кăтартакансене районта тухса тăракан "Ял пурнăçĕ" хаçата 5 экземпляр çырăнса пама шантарчĕ.

Райхаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев вулакансене тачă çыхăнушăн тав тунă май, “Ял пурнăçне” нумай çул çырăнса илекен В. Ксенофонтовпа А. Львова, Александрпа Антон Ефимовсене, Л. Аристарховапа В. Иванована — “Красноармейский район. Люди и судьбы”, ал ăстисен куравне хутшăннă Л. Поповапа Т. Михайлова, В. Ивановапа Н. Портнова, Ж. Николаевапа В. Николаев ал ăстисене райхаçат редакцийĕ кăларнă кĕнекесене парнелерĕ.

Кун хыççăн редакци çумĕнчи агитушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Г. Ефимовпа Г. Дубров, Л. Захаровапа И. Прокопьев райхаçата çулленех çырăнса илекен Антонинапа Анатолий Львовсем, Елена Григорьевапа Жанна Николаева, Вениамин Ксенофонтовпа Венера Иванова, Геннадий Михайловпа Валентина Николаева, Александрпа Антон Ефимовсем, Галинăпа Виталий Егоровсем, Людмила Аристарховапа Чатукасси çыхăну уйрăмĕнчи ĕçченсем ячĕпе юрăсем шăрантарчĕç.

Концерт вĕçленсен ял çыннисем агитушкăн членĕсемпе пĕр хушă ташласа киленчĕç. Тĕл пулуран саланакан халăх залран тухнă чух райхаçатра пичетленнĕ хайхи юрлакан йытă — Тузик — та сас пачĕ. Концерт вăхăтĕнче вăл ахăртнех çĕнĕ юрă вĕреннĕ те ăна янраттарма хăтланчĕ пулĕ, е хăйне сăмах паманшăн кÿреннине çапла майпа пĕлтерчĕ-ши? Пĕлеймерĕмĕр. Çитес тĕл пулура унăн çĕнĕ юррине илтессе çирĕп шанатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика