АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чатукасси шкулне — 125 çул

04 декабря 2009 г.

Чатукасси шкулне — 125 çул

 

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Чатукассинче пысăк уяв пулса иртрĕ: кунти шкул 125 çул тултарнине анлăн паллă турĕç. 1884 çулта уçăлнăскерĕн историйĕ питĕ пуян. Пирваях 12 ачана пĕлÿ пама пуçланăскерте каярахпа 400 ытла ача вĕреннĕ вăхăт та пулнă. Ку шкултан вĕренсе тухнă 20 яхăн çынна Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене панă, 170 ытла çынна СССР орден-медалĕсемпе наградăланă. Асăннă шкул ачисем тĕрлĕ вăхăтсенче 1913 çулсенче туса лартнă — 1957 йывăç çуртра, 1965 тата 1984 çулсенче кирпĕчрен купаласа хăпартнă шкулта пĕлÿ илнĕ. Ку тăрăхри çынсен чылай ачисем çакăнта вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илнĕ. Тĕслĕхрен, Пулайкассинчи Михайловсен йăх-несĕлĕнчен çеç 37-ĕн кунтан вĕренсе тухнă. Паян унăн мăнукĕн ачисем те çакăнтах вĕренеççĕ, лайăх вĕрентекен шкул шыраса аяккалла кайман. Чатукассинчи шкул ачисем тĕрлĕ предметсемпе районта, республикăра ирттерекен олимпиадăсене хутшăнса палăраççĕ. Акă, сăмахран, 9-мĕш класра вĕренекен Алиса Иванова вырăс чĕлхипе анчахрах республикăра ирттернĕ конкурсра (ертÿçи — А. Н. Григорьева) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Шкулти “Шăнкăрав” хаçатăн “Аннесен кунне” халалланă номерĕ районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кунти сăнав участокĕ районта кăтартуллисен шутĕнче. Паян кунта йыш пысăк мар: 12 учитель ĕçлет, пĕтĕмпе те 93, ку та шкул çулне çитмен ачасемпе пĕрле, ача çеç вĕренет. Апла пулин те шкул пурăнать, унта куллен уроксем çеç мар, ытти тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем иртеççĕ, пĕр сăмахпа каласан, ачасен тунсăхлама вăхăт çук.

Савăнăçлă уяв тăватă сехет ытла пычĕ. Вăл Раççей тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăранипе пуçланчĕ. Унтан тĕрлĕ классенче пĕлÿ илекенсем ушкăнпа “Школьный вальс” юрра янăраттарчĕç. Кун хыççăн шкул директорĕ О. Степанова шкул историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, унăн паянхи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Ольга Михайловна хăй вăхăтĕнче директорта вăй хунă В. В. Васильевпа А. Л. Львова шкулсене çĕнетес енĕпе тăрăшнăшăн, кунта вăй хунă учительсене, шкул историне çырнă А. Г. Львована тата ыттисене ăшшăн тав турĕ. Анчахрах шкулăн 125 çулхи юбилейне халалласа кăларнă, “Школе преданные сердца” кĕнекен пĕрремĕш экземплярĕпе паллаштарчĕ. Маларах “Янăратăр шкул шăнкăравĕ ялан” ятлине кăларнă пулнă.

Сцена çине район ертÿçисене улăхма чĕнеççĕ. Район пуçлăхĕ, “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ С. Николаев Чатукасси кану центрне пухăннисене шкулăн 125 çулхи юбилейĕпе саламланă май, пурнăçра тĕрлĕ улшăнусем пулса иртнине пăхмасăр, Чатукасси шкулĕ хăй умĕнчи тивĕçсене чыслăн пурнăçласа пынине палăртрĕ. Унтан Станислав Андреевич шкула вĕрентÿ ĕçне малалла аталантарса пыма район бюджетĕнчен 45 пин тенкĕ укçа уйăрнине çирĕплетекен свидетельствăна О. Степанована тыттарчĕ, кунпа пĕрлех “Единая Россия” парти ячĕпе шкула, кунти вĕренекенсен командисем баскетболла выляса районта мала тухассишĕн пынă ăмăртура ăнăçлă тупăшнă май, баскетбол мечĕкĕсем парнелерĕ, Ольга Михайловнана коллектива ăнăçлă ертсе пынăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Хăй вăхăтĕнче ку шкул директорĕнче тăрăшнă А. Л. Львовпа В. В. Васильева тата ку шкул историне çырнă А. Г. Львована район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Анатолий Львович, пухăннисене шкулăн 125 çулхи юбилейĕпе саламланă тата хăйĕн ĕçне çавăн пек пысăка хурса хакланăшăн тав тунă май, халĕ шкул тилхепине ĕçе лайăх пĕлекен, педагогсене пĕр чăмăра пĕтĕçтерсе умри тĕллеве тивĕçлипе пурнăçлама явăçтарма пултаракан çын, О. Степанова, ертсе пынине палăртрĕ, ку коллектива малашне те ÿсĕм çулĕпе утса пыма ыр сунчĕ.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ шкула юбилей ячĕпе 30 пин тенкĕ уйăрни çинчен çирĕплетекен свидетельство пачĕ, Ольга Михайловна чатукассисем ку укçапа усă курса компьютерпа принтер тата компьютер пуканĕсем туянни çинчен пĕлтерчĕ. Николай Илларионович вĕрентÿ ĕçĕнче çитĕнÿсем тăвакан педагогсен пĕр ушкăнне, районти вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хуракансен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. Николаева Чатукасси шкулĕнчи профком председательне, çемйипе районти ăмăртусене хутшăнса кăтартуллă тупăшнăшăн, парнепе чысларĕç.

Юбилей кунне хăнасем чылайăн килнĕ. Çав йышра тĕрлĕ çулсенче Чатукасси шкулĕнче вăй хунисем те пур. Хăшĕсем ку шкултан кайнăранпа кунта халиччен килсе те курман. Çавăнпа та нумай хушă курманскерсене пĕрле вăй хунă ĕçтешĕсемпе тĕл пулса калаçма татах та интереслĕ. Вĕсенчен хăшĕсем юбилей каçĕнче сăмах илчĕç те. “Чи нумай ача вĕреннĕ вăхăтра ĕçлеме тиврĕ мана кунта. 9 тата 10-мĕш классем виçшерччĕ. Кашнинче 34—37-шер вĕренекен. Вăл вăхăтра директорта малтан — Владимир Васильев, унтан Анатолий Львов вăй хучĕç. Эпир вĕрентнĕ ачасем халĕ пирĕнтен те иртсе кайнă, уншăн питĕ хĕпĕртетĕп. Хамăн виçĕ ачи те кунтан вĕренсе тухрĕç. Çакăнта вăй хунă çулсене хамăн кун-çулăмри чи телейлĕ çулсем тесе шутлатăп. Пĕр-пĕрин нушине ăнланакан туслă коллективра ĕçлесе йывăр вăхăтра хамăн чуна уçрăм. Çав çулсенче пĕрле ĕçленĕ учительсене чĕререн тав тăватăп, пурне те шкул юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп”, — терĕ СССР çутĕç отличникĕ Л. К. Исаева, ку шкулта 1973—1980 çулсенче вăй хунăскер.

Хăй вăхăтĕнче кунта физкультура учителĕнче тата класс тулашĕнчи ĕçсен йĕркелÿçинче вăй хунă Г. С. Сорокин, кунтан вĕренсе тухнă, халĕ Заволжски ЛПУМГра вăй хуракан, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. В. Никандров, Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Михайлов, кунти çемье врачĕн фельдшерĕ, асăннă шкултан вĕренсе тухнисен ассоциацийĕн председателĕ В. А. Егоров тухса калаçрĕç, шкула юбилей ячĕпе саламларĕç, шкул директорĕсен ячĕпе Еншик Чуллă вăтам шкул директорĕ Т. А. Беззубова, райхаçат редакцийĕн ячĕпе ял хуçалăхĕпе промышленность тата строительство пайĕн редакторĕ В. П. Егоров, Ю. А. Львов предприниматель тата ыттисем шкула парнесем кÿчĕç.

Юбилей кунĕнче ку шкулта тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан, асăннă вĕрентÿ коллективне ĕçре тăтăшах пулăшса пыракан уйрăм çынсене хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Пуçламăш классене пĕлÿ паракан Наталия Николаевна Лукинапа Галина Юрьевна Максимова тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Алевтина Николаевна Григорьева ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, хăшĕсем район администрацийĕпе вĕрентÿ пайĕн, Чатукасси ял тăрăхĕн администрацийĕпе ялти шкул дирекцийĕн Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Уявра кашни класах хăйĕн пултарулăх номерĕсемпе паллаштарчĕ, саламлакансем нумайăн пулчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, уяв çÿллĕ шайра тата йĕркеллĕ иртрĕ. Кунтан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем тата паян пĕлÿ пухакан чылай шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсем Чатукассинчи тĕп пĕлÿ паракан шкулти учительсене, тивĕçлĕ ĕçшĕн тав туса, ырлăх-сывлăх сунчĕç. “Тавтапуç сире ырă ĕçшĕн. Паян концертра хамăр ачасене тĕлĕнсе пăхса лартăмăр. Чăн-чăн артистсем пек хăйсене тытаççĕ вĕт вĕсем. Епле çавăн пек вĕрентсе çитерме пултарнă. Маттурсемех эсир”, — хăй тĕлĕннине пытармарĕ Пулайкассинчи Полина Федоровна Михайлова.

Çав кун ăмăр çанталăк тăчĕ пулин те, çумăр та пĕр вăхăт самаях ислетрĕ, Чатукасси кану центрĕпе ялти шкулта тунсăх пуснă пĕр çынна та курмарăм. Уяв программине пĕлсе йĕркеленĕрен тата ăна пысăк ăсталăхпа ертсе пынинчен килчĕ ĕнтĕ çакă. “Шкулăн 100 çулхи юбилейне ирттернĕ чух, ноябрĕн 25-мĕшĕнче, 20 градус сивĕ пулнăччĕ”, — пĕлтерчĕ вăл вăхăтра директорта ĕçленĕ Анатолий Львов. Хальхинче ноябрĕн 27-мĕшĕнче сывлăш температури 5 градус ăшăччĕ. Питĕ тĕлĕнмелле. Çулсем тата температура хушшинчи уйрăмлăхсем иккĕшĕ те 25-пе танлашаççĕ.

Чатукасси шкул ĕçченĕсем юбилея ирттерме активлă хутшăннăшăн тата спонсорла пулăшу панăшăн кунта пĕлÿ илекен ачасен ашшĕ-амăшĕсене тав тăваççĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. В. Никандров, “Волгателеком” компанин Красноармейскинчи электроçыхăну уйрăмĕн ĕçченĕ Т. И. Михайлова уйрăм тав сăмахĕсене тивĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика