АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Анне чĕри” конкурса пĕтĕмлетнĕ

04 декабря 2009 г.

“Анне чĕри” конкурса пĕтĕмлетнĕ

 

Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче Раççейри ача амăшĕн кунне халалланă творчествăлла ĕçсен "Анне чĕри" районти конкурсăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Вăл 6 номинаципе иртнĕ: “И все это о ней…” (проза), “Мама моя — одна такая” (поэзи), “Все краски жизни для тебя…” (ÿкерчĕксем), “Подарок маме своими руками” (декораципе прикладной искусство), “Лучший фотожурнал” (сăн ÿкерчĕксен альбомĕ, фотоальманах), “Сегодня — День Матери” (шкулсенчи хаçатсенче, çамрăк журналистсен клубĕсенче пичетленнĕ материалсем).

Çак тупăшăва Трак енри 13 шкулти пуçламăш (1—4-мĕш), вăтам (5—8), аслă (9—11) классенче вĕренекенсем 309 ĕç тăратнă. Конкурсра кĕçĕннисем пысăк активлăх кăтартнă (137 ĕç), вĕсен ĕçĕсем ытти категоририсенчен хисепĕпе те, пахалăхĕпе те палăрса тăраççĕ.

“И все это о ней…” номинацинче кĕçĕннисем хушшинче В. Кириллова (Алманч шкулĕ, ертÿçи — пуçламăш классен учительници А. Николаева), вăтам тата аслă классем хушшинче В. Андреевапа М. Якимова (иккĕшĕ те Упи шкулĕ, ертÿçи — чăваш чĕлхипе литература учительници В. Васильева) çĕнтернĕ. Ку тупăшура райцентрти иккĕмĕш, Шывпуç, Именкасси, Еншик Чуллă шкулĕсен, Трак гимназийĕн вĕренекенĕсем палăрнă.

“Мама моя одна такая” номинацинче А. Фомин (Упи шкулĕ, ертÿçи — пуçламăш классен учительници Т. Петрова), В. Фомин (Упири хупă шкул, вырăс чĕлхипе литература учителĕ М. Матвеева), А. Антонова (Мăн Шетмĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Т. Антонова) мала тухнă. Жюри членĕсем Упи, Именкасси, Мăн Шетмĕ, Еншик Чуллă шкулĕсен, Трак гимназийĕн вĕренекенĕсен ĕçĕсене лайăха хурса хакланă.

“Все краски жизни для тебя…” номинацинче Д. Петрован (райцентрти иккĕмĕш шкул, пуçламăш классен учительници Л. Григорьева), Н. Хлебнован (Карай шкулĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Никандрова), А. Васильеван (виççĕмĕш вырăн, Упи шкулĕ, физикăпа математика учителĕ И. Миронова) ĕçĕсене çитекенни пулман. Ÿкерчĕксен конкурсне Кĕçĕн Шетмĕ, Карай, райцентрти иккĕмĕш шкул, Трак гимназийĕн вĕренекенĕсем аван ĕçсем тăратнă.

“Подарок маме своими руками” номинацинче М. Спиридонова (Алманч шкулĕ, ертÿçи — Н. Александрова), К. Афанасьева (Кĕçĕн Шетмĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Ф. Илларионова), С. Денисова (Еншик Чуллă, ертÿçи — Г. Ефимова) хăйсен ĕçĕсене пысăк ăсталăхпа пурнăçланă. Асăннă тупăшура çавăн пекех райцентрти иккĕмĕш, Пикшик, Упи, Шывпуç, Еншик Чуллă, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсен вĕренекенĕсем пысăк пултарулăхпа палăрнă.

“Лучший фотожурнал (фотоальбом)” номинацинче Трак гимназийĕнчи иккĕмĕш классен коллективлă ĕçĕ (пуçламăш классен учительници Л. Голубева), С. Васильвăн (Упи шкулĕ, 5-мĕш класс), Е. Иванован (Трак гимназийĕ, 9-мĕш класс) творчество ĕçĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă.

“Сегодня — День матери” номинацинче “Звонок” (Чатукасси ), “Дружба” ( Упи), “Лес полон ангелов” (Еншик Чуллă) шкул хаçачĕсем 1—3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе тупăшура палăрнисене вĕрентÿ пайĕн хисеп грамотисемпе наградăланă. Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче “Анне чĕри” конкурса тăратнă ĕçсенчен выставка йĕркеленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика