04 декабря 2009 г.

Залра илемлĕ кĕвĕ янăрать. “Чи шанчăклисем, чи хитрисем, чи телейлисем, чи юратнисем — пирĕн аннесем валли” янăрарĕ концертăн пĕрремĕш юрри “Заволжский” клубра иртнĕ уявра. Çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ хăйсен юррине “Капельки” ушкăн.
Çĕр çинче сăваплă сăмахсем нумай. Вĕсенчен пĕри вара вăл — чи таса та ăшă сăмах — анне. Анне — вăл сăмаха ача пуринчен те ытларах калать. Анне — çак сăмаха илтсен кăмăлсăр çын та йăл кулать. Пире тем пек йывăр чухне те эпир анне сăмаха асăнатпăр. Мĕншĕн тесен çак сăмах пирĕн тавра çутта, ăшша, ачашлăха сăнлать — аннен ăшă аллисем, аннен ачаш чунĕ, аннен ăшă куçĕсем.
Чи çывăх çыннăн уявĕнче пур хĕрарăм валли те ăшă сăмах тупăнчĕ: кама шăпа анне пулма çырнă, хăшĕ-пĕри камăн та пулин ачи пулнипе телейлĕ, теприйĕ паян-ыран ача амăшĕ пулма хатĕрленет. Аннен кăкăр сĕчĕпе эпир хамăр халăхăн йăли-йĕркипе историне ăша хыватпăр. Ачасен эстрада ташшин ансамблĕ “Грация” “Вырмара” ташша курма сĕнчĕ. Куракансем вĕсене хапăлласах йышăнчĕç. Хĕрарăмсен “Каприз” ушкăнĕ халăх умне хăйĕн çĕнĕ юррисене кăларчĕ.
“Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕ — Заволжски ЛПУМГ" Красноармейски районĕнчи пысăк предприяти. Кунта 600 ытла çын вăй хурать. Вĕсем Чăваш, Раççей, Европа çыннисен килĕсене ăшă çитерессишĕн тăрăшаççĕ. Çак çăмăл мар ĕçре 161 хĕрарăм вăй хурать. Вĕсенчен 156-шĕ вара ĕçре вăй хунипе пĕрлех килти тепĕр пысăк ĕçе — хăйсен ачисемшĕн тăрăшассине — туса пырать. “Юностĕн” вăтам тата аслă ушкăнĕсенчи ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартса халăха тепĕр хут тĕлĕнтерчĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ ташшисемпе çынсен кăмăлне çĕклерĕç. “Радуга” театр уйрăмне çÿрекенсен “ăсталăх кутамккийĕ” те пысăк пулчĕ. Пĕчĕк сценкăсем, В. Сидоров вуланă “Если был бы я девчонкой” сăвă, “Анат Чул хула Газпром трансгаз” ООО ирттернĕ ача-пăча литературин “Подсолнушек” конкурс лауреачĕ В. Петров çырнă “Трудное слово” сăвă йĕркисем пурин кăмăлне те кайрĕç.
Хĕрарăмра темле тупсăм пытаннă. Хĕр ача — пĕчĕк чухне пуканепе выляканскер, çураçнă хĕр — шурă кĕпе тăхăнса пăхаканскер — пурте вĕсем çут çанталăкăн чи асамлă та мăнаçлă вăрттăн-лăхне, ача амăшĕ пулассине, шанса пурăнаççĕ, пысăк юратăва ĕмĕтленеççĕ. А. Тян шăрантарнă “На земле быть добру” юрра пухăннисем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Стас Раськинпа Юрий Данилов пултарулăхĕ те çынсене тыткăнларĕ.
Чÿк уйăхĕ — çут çанталăк енчен çулталăкри тĕксĕм уйăхсенчен пĕри. Çапах та вăл икĕ çутă уява пĕрлештерсе тăрать. Пĕри — Тур амăш çуралнă кун, тепри — Ача амăшĕн кунĕ. Урамра йĕпе те чыссăр кĕркунне пулсан та чĕре çутă пуласлăха шанать тата ĕненет. Халăх музыкин “Раштав” ансамблĕ çинчен илтмен çын çук та пулĕ. Вĕсене сцена çинче курас килсех тăрать. Ку уявра та вĕсем хăйсен ĕçне кăтартрĕç.
Çÿллĕ шайра иртрĕ концерт. Уяв программи тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Илемлĕ, пуян тумĕсем кăмăла çĕклентереççĕ, чунра вăй-хăват хушаççĕ.