04 декабря 2009 г.

Ача амăшĕн кунне халалласа райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта “Савăнăçлă стартсем” вăйă иртрĕ.
Кунта кĕçĕн классенче вĕренекен ачасен амăшĕсем хутшăнчĕç. 2, 3, 4 классен командисем тупăшрĕç. Стартри ĕçсем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: урай çумалла, лавккана кайса пахча çимĕç туянмалла, вĕри яшка пĕçермелле, сăн ÿкерчĕк калăпламалла тата ытти те. Аннесем пурте маттур пулчĕç. Хăйсен ушкăнĕн ячĕсене асăнса девизсемпе çирĕплетрĕç. Жюри членĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш классен командисем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайланине, тăваттăмĕш классен виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртрĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.