АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи форумĕнчен — дипломпа

04 декабря 2009 г.

Экологи форумĕнчен — дипломпа

Мускаври Пĕтĕм Раççейри “Симĕс планета” ача-пăча экологи юхăмĕ экологи темипе ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурсра Красноармейски иккĕмĕш вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Алексей Михайлов “Вăрмана хÿтĕлер!” веб-сайтпа “Çĕнĕ технологисем — çынна хÿтĕлес ĕçре" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Конкурс 9 номинаципе иртнĕ. Унта 18 ют çĕр-шыври тата Раççейри 74 регионти 12 ача-пăча коллективĕнчен 150 пин ытла вĕренекен хутшăннă. Чÿк уйăхĕн 3—7-мĕш кунĕсенче Мускавра çĕнтерÿçĕсене чысларĕç, экологи темипе форум иртрĕ. Çак форума Алексей Михайловпа унăн ĕçĕн ертÿçи В. М. Михайлов учитель те хутшăнчĕç. Вĕсем унта Чăваш Республикинчи “Симĕс планета” ача-пăча экологи юхăмĕн делегачĕсем пулчĕç.

Форума 8 ют çĕр-шывран тата Раççейри 73 регионтан делегатсем пуçтарăннă. Унăн делегачĕсене Раççей Президенчĕн Д. А. Медведевăн салам сăмахне вуласа пачĕç. Ачасем пĕр кун хушшинче хамăр планета çинчи çут çанталăка сыхлас тата упрас енĕпе тумалли ĕçсем çинчен хĕрÿллĕн тухса калаçрĕç. Уйрăмах çÿп-çапа тата йăла каяшĕсене утилизацилес, вăрмана, çĕре тата таса шыва упрас пирки тарăн тата çивĕч шухăшлă калаçу пулчĕ. Ачасем çак ыйтусене татса пама тĕрлĕ проект-сĕнÿ тăратрĕç. Резолюцие ют çĕр-шывсен ертÿçисене тата Раççей регионĕсен пуçлăхĕсене ярса пама йышăнчĕç.

Делегатсем 25 хутлă Çамрăксен хăна çуртĕнче пурăнчĕç. Ăна 1980 çулта Мускаври Олимпиада вăййисем тĕлне туса лартнă иккен. Çавăнпа та вăл Европа сервисĕ шайĕнче тăракан 3-мĕш класлă хăна çурчĕ шутланать.

Форум йĕркелÿçисем ачасемпе вĕсен ертÿçисем валли анлă культура программи хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн, Раççей писателĕсемпе тата тĕрлĕ енлĕ пултарулăх çыннисемпе тĕл пулусем иртрĕç. Мускаври тĕрлĕ учрежденисене тата культура палăкĕсене çитсе курчĕç. Ачасене уйрăмах Мускав Кремлĕпе паллаштарни, Федераци Пухăвĕн Федераци Канашне çитсе курни, “Росатом” патшалăх корпорацине кĕрсе курни тата Третьяков ячĕллĕ картинăсен галерейипе паллашни питĕ килĕшрĕ. Пĕтĕм Раççейри выставка центрĕнче тата Раççей телевещани центрĕн Останкино башни тĕлĕнче пулса курни, каçхи Мускав тăрăх уçăлса çÿрени те нумайлăха асра юлĕ.

Çĕнтерÿçĕсене юлашки кун умĕн чысларĕç. Чăваш Республики тивĕçнĕ Дипломсене В. М. Михайлов учителĕн тухса илме тиврĕ. Çав шутра — Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн спикерĕн С. Мироновăн Тав хутне те. Çĕнтерÿçĕ-ачасене Дипломпа наградăларĕç тата çитсе курнă кашни учрежденинчех парнесемпе чысларĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика