АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Лантăш” спектакль — сцена çинче

01 декабря 2009 г.

“Лантăш” спектакль — сцена çинче

 

Пирĕн çĕр-шывăн историйĕнче çĕнтерÿпе палăрнă событисем чылай. Вĕсенчен пĕри Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи. Вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çывхарать. Çавна май Чăваш Республикин Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствипе пĕрле республикăри халăх пултарулăхĕн çурчĕ “Мухтав Ахрăмĕ” фестиваль йĕркелерĕ.

Фестивалĕн юлашки тапхăрĕ Шупашкарта чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче П. Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче иртрĕ. Çавна май пирĕн район артисчĕсем Шупашкарти тĕп кĕрешĕве каяс умĕн Трак ен çыннисем умне тухрĕç.

“Лантăш” спектакле Украина драматургĕ З. Володарский пьеси тăрăх лартнă. Чăвашла ăна халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ĕçченĕ, драма кружокĕн ертÿçи Н. Николаева куçарнă. Пьесăн тĕп сăнарĕ — Иван Платонович Кириенко. Ĕçсем ун тавра пулса иртеççĕ. Вăл хирург, вăрçă витĕр тухнă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын. Çемьери хирĕçÿсене пăхмасăр вăл чирлĕ çынсене пулăшма васкать. Тĕп роле район администрацийĕн çул-йĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ертсе пыракан специалисчĕ В. Миронов калăпларĕ. Ытти рольсенче С. Васильева (Лидия Кириенко), Н. Николаева (Нина), Н. Петров (Ивар Валдис), А. Николаев (шофер), В. Петрова (хĕрарăм) вылярĕç.

Çак мероприятине йĕркелес ĕçе хăйсен тÿпине хывнă çынсем ячĕпе те ăшă сăмахсем янăрарĕç. Коллектив ертÿçи Н. Николаева уйрăмах “Çемье кредичĕн касси” кредит кооператив уйрăмĕн ертÿçине И. С. Федотована (Шупашкар хулине конкурса кайса килме укçа-тенкĕ енчен пулăшу кÿнĕ), “Хăтлă çурт” шторăсем çĕлекен салон директорне М. В. Прокопьевана (сцена çинче декораци тума пулăшнă) палăртрĕ, тав сăмахĕ каларĕ.

Фестиваль смотрĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи драма коллективĕсем, Муркашпа Красноармейски районĕсенчи халăх театрĕсем “вăй виçнĕ”.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика