01 декабря 2009 г.

Чÿк уйăхĕн 19—20-мĕшĕсенче “Заволжский” клубра кашни çулах ирттерекен ал ĕçĕсен черетлĕ конкурсĕ иртрĕ. Шучĕпе вăл кăçал тăваттăмĕш пулчĕ. Ку конкурсра “Чул хула трансгаз Газпром” филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн” цехĕсемпе участокĕсем тупăшрĕç.
Мĕн чухлĕ, мĕнле кăна ĕç тăратман пулĕ кунта. Ал ĕçĕсене КС-1 (Лариса Артемьева, Зоя Степанова, Людмила Антонова, Ирина Шумилова, Юрий Федоров), КС-2 (Елена Павлова, Елизавета Столяренко), КС-3 (Антонина Леонтьева, Валентина Иванова) цехсем, приборсемпе автоматикăна тĕрĕслекен тата виçекен (Наталья Ефимова), электроснабжени, реле хÿтĕлевĕн тата электрооборудование юсакан (Светлана Суховетрюк, Зояпа Юрий Фомиряковсем), çыхăну (Валентина Егорова, Лариса Павловапа Валентина Михайлова), ăшăпа тата шывпа тивĕçтерекен (Лина Александрова, Вера Фризен, Анатолий Аркадьев), бухгалтери учечĕн (Галина Аркадьевапа Анастасия Чуванова) службисем, метрологи (Валентина Петрова), лаборатори тĕрĕслевĕпе тăван тавралăха сыхлакан (Ольга Алексеева), хуçалăх (Оксана Дмитриевапа Наталия Иванова, Алена Степановапа Александр Казаков) ушкăнĕсенче, автотранспорт (Галина Игнатьева) цехĕсем, сыватупа сиплев комплексĕнче (Елена Егоровапа Людмила Капинос), “Колосок” ача-пăча сачĕ (Ольга Романовапа Татьяна Ефремова, Светлана Петровапа Антонина Никандрова), физкультурăпа сиплев комплексĕ (Ольга Мироновапа Екатерина Баранова), “Заволжский” клуб (Елена Тюмерова, Надежда Алексеевапа Галина Петрова), “Рукодельница” кружока çÿрекенсем (Ирина Федорова, Людмила Голубевапа Эльвира Антонова, Надежда Сидоровапа Валентина Антонова), ОРС филиалĕн суту-илÿ кусчĕ (Анджелика Илларионова), администраци управленийĕ (Марина Васильева), капиталлă строительство служби (Анна Счетчикова, Ольга Сорокина) тăратнă. Вĕсене Жанна Михайловна Михайлова ытарлăн та чуна тыткăнламалла вырнаçтарнă.
“Куç хăрать те алă тăвать” янăрать ваттисен сăмахĕ. Мĕнле пысăк шухăш пытаннă çак каларăшра. Чăнах та, хуть темле ĕçе те чунпа, ĕмĕтленсе, юратса тусан вăл яланах илемлĕ, кăмăла каякан, çынна илĕртекен, чуна савăнтаракан пулса тухĕ. Илемĕпе илĕртекен, пахалăхĕпе тыткăнлакан ĕçсене асăрхама пулать те куравра. Чунне парса тунă тесе калас килет çак ĕçсене. Курава “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн, ĕçченĕсемсĕр пуçне вĕсен çемйисенчи мăшăрĕсем те хутшăннă. Апла пулсан ку тупăшура хăйсен цех чысне çемйисемпе хÿтĕленĕ тесе çирĕппĕнех калама пулать.
Кураври ĕçсене пăхса тухса жюри членĕсем çĕнтерÿçĕ тесе çыхăну уйрăмне палăртрĕç. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ ĕç ăсталама пултарнă: бисерпа картина тĕрленĕ, пир-авăр татăкĕсемпе ĕçленĕ (лоскутное шитье), тăварлă чустаран картинăсем тунă (соленое тесто), спица йĕпписемпе тата крючокпа çыхнă, çиппе хĕресле тĕрленĕ. Ĕçĕсене курсан кăмăл çĕкленсе каять, чун хавхаланупа, тĕлĕнÿпе тулать.
Уйрăмах Валентина Егорова тăварлă чустаран картинăсем ăсталани пурин кăмăлне те кайрĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсене “чĕрĕ” тесе калас килет. Вĕсенчи çиппе çыхакан ватăпа шăхличĕ калакан ача халь-халь утса каяссăн туйăнать.
— Ку ĕç мана шутсăр килĕшет. Ачасем ан чăрмантарччăр тесе вĕсем çывăрса кайсан тăварлă чустана алла илетĕп. Çак ĕçе пурнăçламаллине вĕрентсе калакан кĕнекене ятарласа туянтăм, — пĕлтерчĕ хăйĕн вăрттăнлăхне ăстаçă. Сăмах май каласан, В. Егорова районти больницăра реанимаци уйрăмĕнче вăй хурать. Ку ĕçсене вăл çыхăну уйрăмне хÿтĕлес тĕллевпе (унта унăн мăшăрĕ Н. Егоров ĕçлет) тăратнă.
Никамăн та кăмăлĕ пăсăлмарĕ уявра. Хутшăннисене пурне те асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç, цехсемпе службăсене тав хучĕсемпе чысларĕç. Уявра “Илем” ташă ушкăнĕпе Еленăпа Андрей Тюмеровсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.