АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă пани — парне

01 декабря 2009 г.

Турă пани — парне

 

Район центрĕнчи газ уçлакансен поселокĕнчи “Заволжский” клуб умĕнче пысăк автобус ларать. Шухăша путатăн: черетлĕ хăнасем килсе çитнĕ-ши? Çук иккен, кунти халăх фольклор “Раштав” ансамблĕ инçе çула тухма хатĕрленет. Артистсем Чул хулана çитсе “Пĕрлĕх кунĕ” уявра халăха концертпа савăнтарасшăн.

“Раштав” коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарсан, вĕçне-хĕрне тухма ансат мар. Унăн çулĕ-йĕрĕ кăткăс та канăçсăр-çке. Паянхи куна илсен ун пирки пĕлмен ял-хула сахал. “Раштав” тăтăшах халăх умне тухать. Пултаруллисенчен те пултарулли, “халăх ансамблĕ” ята тивĕçнĕ вăл. Нихăш тупăшуран та çĕнтерÿсĕр таврăнман, Мускав, Югорск, Оренбург, Астрахань, Хусан, Белгород, Йошкар Ола тусĕсем “Татах килĕр” тесе ăсатнă. Дипломсемпе хисеп хучĕсен шучĕ шутласа кăларма çук нумай.

Мĕнрен килет-ши коллективăн пултарулăхĕ? Паллах, ертÿçĕ еплерех çын пулнинчен, ун чĕрин хĕрÿлĕхĕнчен тата çыншăн тăрăшмаллине пĕлсе тăнинчен те. Пĕр сăмахпа — талантран. “Раштавăн” ÿкĕнмелли çук ку тĕлĕшпе. Вăл çирĕп алăра.

Кам-ха эппин çак çын, малашлăх çулне харсăррăн уçса утаканскер? Паллашăр: вăл — Андрей Леонидович Тюмеров.

— Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Акшик ялĕнче (олимп чемпионки Елена Николаева та унтанах) çуралнă эпĕ, — калаçăва пуçлать яштака кĕлеткеллĕ, пур çынна та килĕшÿллĕ, вăтăртан иртнĕ арçын. — Пирĕн атте — электрик, анне вара шкулта пуçламăш класс ачисене вулама-çырма вĕрентнĕ, кăçал тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Виçĕ ывăлтан эпĕ — чи асли. Пурте хамăра пилленĕ çулпа утатпăр ĕнтĕ, хамăрах, хамăра шанса.

Ачалăхăм çинчен ырăпа çеç аса илетĕп, — тет çамрăк арçын, куçĕсене çÿлелле ывăтса. — Эпĕ 3 çулта чухне çемье ку тăрăхри Туппай Сĕмĕл (Большое Аккозино) яла, мăн асанне килне куçса вырнаçнă. Мăн асаттепе иккĕшĕн икĕ арман пулнă, хăйсемех шкул та тытса тăнă. Шел, ватă асаттене ахăр самана пульли çĕре вăхăтсăр кĕртнĕ. Эпĕ хам Октябрьскинчи вăтам шкулта 9-мĕш класс вĕренсе пĕтертĕм, çак тапхăртах вырăнти музыка шкулĕнче пĕлÿ пухрăм, нота азбукине çав-çавах хама пăхăнтартăм, баянпа выляма вĕрентĕм. Атте чухланах пулĕ çав — мĕн кирлĕрех пулнă ывăлне: “футбол мечĕкне мар, музыкăна хăвала”, — терĕ. Вăйпах çавăтса пырса çÿреттерчĕ. Вуннăмĕш класа каймасăрах Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищине вырнаçрăм — кĕвĕ-çемĕ асамлăхĕ чуна кĕрсе ларнăччĕ ĕнтĕ. Аттепе аннене мана тĕрĕс çул кăтартнăшăн тав сăмахĕ каласшăн. Музыка халь — манăн пурнăç, тус. Хăш-пĕр чухне кичем пулсассăн та вăл манпа ялан.

— Мĕне вĕрентĕр, хăш професси килĕшерех пачĕ училищĕре? — ыйтатăп эпĕ.

— Баяна алла илесшĕн кайнăччĕ унта. Çемĕ илтĕннĕ алăка уçса пăхрăм та: “ку манăн!” шутласа илтĕм. Училищĕре “фольклор ушкăнне ертсе пыракан” специальность алла илтĕм, куратăр, халĕ те çак енпех тăрăшатăп, — çирĕппĕн, кăмăлне пĕр çĕре пухса хуравлать ертÿçĕ.

— Хут купăспа та, баянпа та ăста вылятăр, хăçан вĕрентĕр купăса тăсма? — кăсăкланатăп эпĕ.

— Каникула яла пырсан кÿршĕ арçынни хут купăс тыттарчĕ. Выляма вĕрентрĕ. Баянпа вара, ăна маларах алла тытнăран, çăмăллăнах выляттăм.

— “Раштав” ансамбль темиçе инструментпа та вылять, ячĕсене калаймăр-ши? — куçранах тинкеретĕп эпĕ.

— Чылай вĕсем пирĕн. Кашăк-чашăкран пуçласа волынка таранах (хăй аван вылять, Швейцарири юбка тăхăннă волынщик пекех — авт.), балалайка, жалейка, бубенсем те пур. Контрабас та вăйлă сассипе концерта хăват парать. “Раштаври” кашни юрăç мĕнле те пулин инструментпа выляма пĕлет. Сас кăларакан хатĕрсемпе пурте ĕçлеме пĕлеççĕ.

— Эсир консерватори пĕтернĕ вĕт, унта хăçан вĕреннĕ вара? — çапла пулчĕ манăн ыйтăвăм.

— Тивĕçлĕ диплома алла илнĕ хыççăн училище алăкне юлашки хут хупса тухрăм та тăван ялăма васкарăм. Килтисемпе канашланă хыççăн районти çар комиссариатне кĕтĕм. Çапла вара салтак аттине эпĕ те çĕтрĕм, унăн шинельне тăхăнтăм — юлташсенчен юлас килмерĕ. Çартан таврăнсан малалла вĕренес кăмăл вăранчĕ. Саратов хулине çул тытрăм. Экзаменсене ăнăçлă патăм. Урăххипе мухтанатăп — ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Петров та унта вĕреннĕ, “Уяв” ансамбль ертÿçи З. Козлова та кунта пĕлÿ пухнă. Вĕренĕвĕн пилĕк çулне вĕçлесен, хушаматăма ылтăн тĕспе аслă шкул стени çине çырса хучĕç. Куншăн чун савăнать.

— Елена санăн ăçтарах пулнă вĕренÿ тапхăрĕнче? — çемье вăрттăнлăхне уçасшăн пултăм эпĕ.

— Юрату мĕн тумасть — консерваторин пĕрремĕш курсĕнчех мăшăрлантăм вĕт.

— Шупашкарта, музыка училищинче паллашнăччĕ Еленăпа. Вăл хореографи уйрăмĕнче вĕренетчĕ. Урăх каччăна парас темен пуль çав. Мăшăрăм хам вĕреннĕ чухне пысăк пулăшу пачĕ. Хăй вара халĕ кĕслепе (гусли), жалейкăпа вылять. Ташă лартаканĕ те вăлах.

— Тав сана, Лена, — çак сăмахсене калама манмасть çамрăк арçын.

— Вĕренсе тухсан ăçталла çул тытрăр?

— Пиллĕкмĕш курсра чухнех Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕрентекен пулса ĕçлеме чĕнчĕç. Малтан “пăтă” тутанса курар тесе, “Чăваш ен” ансамбле вырнаçрăмăр. Чылаях та ĕçлеймерĕмĕр, “Заволжский” клубран йыхрав килчĕ — мăшăрăмпа иксĕмĕре Трак ене ĕçлеме чĕнеççĕ. Вăт, куратăр, паян кун та кунтах эпир.

— Халăх музыкин “Раштав” ансамбль концерчĕ тесессĕнех кану çурчĕсене халăх лăках тулать. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? Хăвăр кун пирки мĕн шутлатăр?

— Ансамбльти юрăçсем тăрăшуллă тата пултаруллă. Репертуара халăха кăмăла каякан юрăсене кĕртни те вырнаçуллă пулĕ. Ку манăн, илемлĕх ертÿçин, ĕçĕ, паллах. Тепĕр чухне вĕри çĕлен евĕрех пулма тивет сцена çинче. Пĕр-пĕрне ăнланни, харпăр хăй вырăнне пĕлсе тăрса ĕçлени хăйĕн çимĕçне кÿрет, юрăçсене вăй кĕртет. Мухтанмасăр калатăп: фестивальсемпе конкурссенчен çуталса килеççĕ вĕсем — çĕнтерÿ асамлать. Авă — хисеп хучĕсем, дипломсем, призсем еннелле пуçне сĕлтсе кăтартать А. Тюмеров. — Фестивальсенче тунă сăн ÿкерчĕксен куравĕ те нумай вăрттăнлăх уçса парать. Ăçта чĕнеççĕ — унта каятпăр. Репетици хыççăн репетици ирттеретпĕр.

— Эсир ачасемпе те ĕçлетĕр пулас?

— “Шурăмпуç” ятлă ку ансамбль. Ачасемпе ĕçлеме питех те кăмăллă мана. Вĕсемпе хам ача пулнăнах туятăп. Пултарулăх çулĕнчи кăтартăвĕ “Раштавăнни” пекех — çÿллĕ шайра. Чылай çĕре çитсе курни ачасемшĕн питĕ паха. Кăмăл-туйăмĕ хăйсенчен те малта чупать. Мухтанатăп вĕсемпе.

— Тÿпенех çул тытатăр вĕт эсир, Андрей Леонидович?

— Кăçалхи Республика кунĕнче “ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят парса чысларĕç мана тĕп хулара. Ку вара, паллах, лайăхрах ĕçлеме хистет. Çăлтăр пек “çуталса” çÿреме ман вăхăт çук. Виçĕ ачана пăхса ÿстермелле, çĕнĕ çурт çĕклемелле, йывăç лартмалла.

Юлашкинчен çакна каласшăн: юрă тĕнчине юратни мана Раççейри паллă çынсемпе тĕл пултарчĕ — Н. Бабкинапа, А. Пахмутовапа, О. Газмановпа, П. Дрангопа, А. Пермяковапа, ыттисемпе.

— Асатте каланă сăмахсем те асрах. 91 çул пурăнчĕ вăл, 15 çухрăмри чиркĕве çуранах утатчĕ. Кăмăллă ватта сцена çине тухиччен ялан аса илетĕп. Туяп — пулăшатех. Тав сăмахĕ пурин валли те чĕремре: ĕçтешĕмсене те, юрăçсене те, “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн” ертÿçисене те. Чи пахи вара — атте-анне пурăнни. Вĕсем ялан ăнланса пире хĕлхем чĕртсе тăраççĕ чунра.

Клуб ертÿçи П. Владимирова та ырăпа кăна асăнать Тюмеровсем çинчен: “Тăрăшуллă, талантлă мăшăр, урăхла нимĕн те калаймăн. Елена “Раштавра” юрлать пулин те, клубра ун хăйĕн тивĕç пур, çитĕннисен “Илем” ташă ушкăнне ертсе пырать. Иртнĕ çул Чулхулара иртнĕ конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕччĕ. Халĕ “Венок Поволжья” ятлă тупăшăва хатĕрленеççĕ. Çĕннине уçрĕç Тюмеровсем: дуэт йĕркелерĕç, икĕ хут сцена çине тухрĕç”.

Кĕретĕп те “Заволжский” клуба тĕлĕнетĕп: кашни ĕçчен хăй ĕçне пурнăçлать. Пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшни тÿрех палăрса тăрать. Туслă коллектив ку хутĕнче те йыхрав илчĕ — каллех черетлĕ смотр-конкурс, каллех инçе çула тухмалла...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика