01 декабря 2009 г.

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче чăваш литературин классикне, чăваш совет поэзийĕн никĕсне хываканне Çеçпĕл Мишшине халалласа “Кăвар чĕреллĕ сăвăç” уяв иртрĕ.
Ăна Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă. Фойере поэтăн пурнăçĕпе çыхăннă “Çĕн чăвашăн çĕн поэчĕ” выставка йĕркеленĕ.
Уява районти тĕп библиотека ĕçченĕ С. Гурьева пурне те ырлăх-сывлăх сунса пуçларĕ. Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен аслă категориллĕ вĕрентекен З. П. Михайлова каласа пачĕ. Вăл хĕрÿ чĕреллĕ, пуян чунлă поэтăн таланчĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çеçпĕл Мишши — хăй вăхăтĕнчи генилле çын пулнине палăртса хăварчĕ. Залра ларакансем “Çеçпĕл Мишшин поэзи тĕнчи” электронлă презентацие курса тишкерчĕç. Хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ Н. Г. Ершов пухăннисене поэт амăшĕ çинчен каласа пачĕ, хăй Çеçпĕл Мишшине халалласа çырнă сăввисене вуларĕ. Районти тĕп библиотека “Ял пурнăçĕ” хаçат урлă “Çеçпĕл — пирĕн чĕрере” сочиненисен конкурсне йĕркеленĕ. Çак конкурсăн çĕнтерÿçисене библиотека ертÿçи С. А. Никитина саламларĕ, тав хучĕсемпе пĕрле асăнмалăх кĕнекесем парса хавхалантарчĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене икĕ ÿсĕмпе палăртнă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята Татьяна Козлова (Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ, 6 кл.) тивĕçлĕ пулчĕ. Константин Трофимовпа (Чатукасси шкулĕ, 5 кл.) Алена Петрова (Упи шкулĕ, 6 кл.) — иккĕмĕш, Николай Афанасьев (Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ, 4 кл.) виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Аслă класра вĕренекенсем хушшинче пĕр-ремĕш вырăна Анна Маркова (Трак гимназийĕ, 9 “б” кл.) тивĕçнĕ, Елена Васильева (Упи шкулĕ, 9 кл.), Николай Марков, Алексей Михайлов (9 "б" кл.) — иккĕмĕш, Елена Тихоновапа (11 кл.) Анастасия Иванова (7 “а” кл., пурте район центрĕнчи иккĕмĕш шкултан) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Олег Здрокпа (райцентрти иккĕмĕш шкул, 9 “а” кл.) Виктория Иванова (Именкасси шкулĕ, 9 кл.) ятарлă уйрăм парнесене тивĕçрĕç.
Вĕрентÿ пайĕн ертÿçин çумĕ М. Д. Голубев сăвă вулакансен конкурсĕн çĕнтерÿçисене саламларĕ. Ку конкурс чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта пулнă. Унта районти шкулсенчен 27 вĕренекен хутшăннă. Вăл икĕ ÿсĕмпе иртнĕ. 6—8-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Анна Васильева (Упи шкулĕ, ертÿçи — В. В. Васильева) — пĕрремĕш, Анна Васильевапа (райцентрти иккĕмĕш шкул, ертÿçи — З. П. Михайлова) Гордей Ильин (Пикшик шкулĕ,ертÿçи — Л. А. Тихонова) — иккĕмĕш, Ирина Андреевапа (Именкасси шкулĕ, ертÿçи — В. П. Ильина) Екатерина Курицина (Мăн Шетмĕ шкулĕ, ертÿçи — Г. Г. Яковлева) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 9—11-мĕш классене çÿрекенсем хушшинче Марина Якимова (Упи шкулĕ, ертÿçи — В. В. Васильева) пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Марина Степановапа (Карай шкулĕ, ертÿçи — А. Ю. Никандрова) Наталия Ершова (Пикшик шкулĕ, ертÿçи — Л. А. Тихонова) тухнă. Людмила Степанова (Трак гимназийĕ, ертÿçи — Ю. Е. Кузьмина) виççĕмĕш вырăнта. Унсăр пуçне районта Çеçпĕл Мишшине халалланă стена хаçачĕсен конкурсĕ те иртнĕ. Унăн çĕнтерÿçисем Еншик Чуллă шкулĕ (“Лес полон ангелов”), Трак гимназийĕ (“Гимназист”), Упи шкулĕ (“Туслăх”), Шывпуç шкулĕ (“Текерлĕк”) пулса тăчĕç. Çĕнтерÿçĕсене чĕререн саламлас килет. Мала тухнисем конкурса хутшăннă сăввисене янăравлăн та çĕкленÿллĕн вуласа пачĕç. Юлашкинчен Н. Никоноров композиторпа Г. Дубров сăвăç сцена çинче “Эпир Çеçпĕл йăхĕнчен”, “Çунĕ çăлтăрĕ ыран та” (авторĕсем те хăйсемех) юрăсене шăрантарчĕç.