01 декабря 2009 г.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕн юсас тĕллевпе регионти адреслă программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Красноармейски тăрăхĕнче кăçал 19 çурт юсаса çĕнетме палăртнă.
Çак ĕçе пурнăçлама 17123656 тенкĕ ÿйăрнă. Хăш-пĕр çуртсенчен перекетленĕ укçа-тенкĕ юлнă, çав укçана тĕллевлĕ программăна кĕрсе юлайман çурта (Г. Степанов урамĕнчи 34-мĕш çурт) юсама янă. Кунта шыв, канализаци пăрăхĕсене улăштарма тата тăрă витме палăртнă. Ку обăекта “Аликовская МСО” ОООна шаннă. Геннадий Стеклов бригадир ертсе пынипе Юрий Григорьев, Алексей Нилов, Олег Андреев строительсем хăйсен тивĕçĕсене тĕплĕн туса пыраççĕ. 5 çул ĕнтĕ вĕсем çак йышпа. Çу вăхăтĕнче вĕсем ку урамри 32-мĕш çуртра шывпа канализаци пăрăхĕсене улăштарчĕç. Çуртра пурăнакансем вĕсем çинчен ырăпа çеç асăнаççĕ.