АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн юнашар...

01 декабря 2009 г.

Алла-аллăн юнашар...

 

Нимĕчкассинчи сĕт-çу фермин общежитийĕнче ноябрĕн 27-мĕшĕнче райхаçат кунĕ иртрĕ.

Нимĕчкассипе Вăрманкас Алманч ялĕсенче пурăнакансенчен район хаçатне питĕ сахаллăн вулаççĕ. Хальлĕхе асăннă икĕ ялта ăна мĕн пурĕ 13 çемье çеç çырăннă.

Енчен те Супарти çыхăну уйрăмĕнчен унччен, темиçе çул каялла, 300 экземпляр хаçат саланнă пулсан, паян кунти 81 кил валли çеç район хаçатне валеçеççĕ. Çак цифрă кашни 100 кил пуçне, каçарăр та, 10 кил кăна пулать.

— Йывăрлăхсем çук мар, паллах. Апла пулин те, сăлтав шыраса, алă усса ларма юрамасть пирĕн. Ĕç-пуçа лайăхлатасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Почтальонка пĕччен нимех те тăваймасть. Ăна пирĕн кашни çыннăн çирĕп сăмахĕ, конкретлă пулăшăвĕ кирлĕ, — асăнчĕ тĕл пулура райхаçатăн тĕп редакторĕ Иван Прокопьев. — Район хаçачĕн пĕлтерĕшĕ, вăйĕ çынсен социаллă пурнăçĕн аталанăвĕнче те, воспитани ĕçĕнче те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Иван Афанасьевич пухăннисем умĕнче воспитани ыйтăвĕпе çыхăннă çĕрте çынсем ĕçкĕ-çикĕ енне туртăннине пытармарĕ. Çавна пулах та пуль, тĕрлĕрен сăлтавсене пула, районта вăй питти арçынсем сахалтарах пурăннине палăртрĕ вăл. “Хаçат нихăçан та япăххине вĕрентмест. Лайăххине, хамăра кирлине хăйĕн страницисенче çутатать. Çавах та тÿнтерле пулăма хирĕç кĕрешмелли материалсене тăтăшах пичетлемелле пирĕн. Журналистсем тавра авторсен йышне пухмалла”, — терĕ тĕп редактор.

Гурий Егорович Дубров — район тăрăхĕнче ятлă-сумлă çын. Çыравçă та, композитор та вăл. Паянччен вулакансем патне 13 кĕнеке çитернĕ. Нимĕчкассисемпе вăрманкассем патне автор хăйĕн “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче 2005 çулта пичетлесе кăларнă “Çеруш таврашĕ” кĕнекине илсе пынă. Сăлтавĕ те çук мар-çке.

— “Çеруш таврашĕ” кĕнекери хăш-пĕр çынсем Нимĕчкасси ялĕпе те çыхăннă. Акă, тĕслĕхрен, манпа юнашар вырнаçнă Яков Иванович Максимов та — Çеруш йăх-несĕл таврашĕнчен. Вăл çемйипе Красноармейскинче пурăнать.

Эпир пушă алăпа килмен кунта. Пĕрре сирĕн валли парне — манăн кĕнеке. Тепре сире эпир хамăрăн юрă-ташăпа саламласшăн, — хăй шухăш-кăмăлне уçрĕ Гурий Егорович. — Çитес çул хамăр районпа район хаçачĕ иккĕшĕ те 75 çул тултараççĕ. Атьăр-ха, пĕр шухăш -кăмăллă пулса, район хаçатне çырăнса илер. Хамăр хушăра лайăх кĕпер хывар. Такăр çулпа килсе çÿрер.

Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Витальевич Долгов кăçал асăннă ял тăрăхĕнче райхаçат кунĕсем çине-çинех пулнишĕн хăй кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ. Вĕсенче çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатнине тата ял тăрăхĕн администрацийĕ вĕсене пурнăçлассипе çине тăни пирки чарăнчĕ.

— Кăçал Алманч ял тăрăхĕн администрацийĕ çынсен социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе, республикăри конкурса хутшăнса, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çапла майпа Алманчри кану центрĕнче юсав ĕçĕсене тĕпрен пурнăçлама тытăнтăмăр, ку тĕлĕшпе пире валли укçа-тенкĕ уйăрнă. Çывăх вăхăтрах-и, тен, кунта тĕслĕх кану центрĕ уçăлмалла.

Супарти библиотекăна газпа хутса ăшăтассипе ĕçлетпĕр. Тата Вăрманкас Алманчра та унчченхи лавккана хута ярасси пирки калаçу пулнă пирĕн, — терĕ Владимир Витальевич. — Шупашкартан 160-мĕш маршутпа çÿрекен автобуса Шывпуçне çитиччен çÿретесси пирки те калаçу пулнă.

Ял старостине — Елена Макарована — ялта тирпей-илемшĕн кашниех пĕр шухăшпа ĕçлейменни шухăша ярать. Тата Елена Порфирьевна ялсенче çынсен электрохуçалăхне тĕрĕслесе тухассипе çывăх вăхăтрах, электромонтерсен бригадине йĕркелесе яма ыйтрĕ.

— Акă, анчахрах Р. Миролюбовасен урамран пÿрте кĕрекен электропăралукне çулăм хыпса илнĕ. Йывăç çурт вĕсен. Юрать-ха çынсем асăрханă, — терĕ Е. Макарова. — Çунса каяççĕ вĕт.

Вăрманкас Алманч ялĕ çывăхĕнчи аслă çул хĕрринчи чарăнура та пĕр-пĕр будка е çурт лартассине хускатрĕç вулакансем.

Райхаçат страницисенче мĕн лайăх тата мĕн çитмест? Çак ыйтусем тавра та сăмах сыпăнчĕ хаçат кунĕнче. Телепрограмма пичетлени аван, — терĕç, çавах та тĕн уявĕсем пуласси тата вăл е ку уявăн пĕлтерĕшĕ çинчен маларах çырма ыйтрĕç.

— Çырăнатпăрах район хаçатне. Тепре килнĕ çĕре “Ял пурнăçĕн” тусĕсем йышланасса шантаратпăр, — терĕç пухăннисем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика