АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕк ĕмĕр — “Хĕвелĕмре”

01 декабря 2009 г.

 

Кашниншĕнех çуралса ÿснĕ кĕтес çывăх. Илемлĕ вырăнта ларать Элĕк районĕнчи Кивкас Юнтапа ялĕ. Çак ялта çуралса ÿснĕ те Мăн Шетмĕри "Хĕвелĕм" ача сачĕн заведующийĕ Дина Степановна Александрова. Тÿрĕ урамсем, капмар çуртсем. Ял варринче пĕве. Çулла-и е хĕлле — ача-пăча шавĕ татăлмасть унтан.

“Халĕ те асрах çав манăçми ачалăх, — аса илет Дина Степановна. — Манăн атте Степан Федорович Федоров 1912 çулта Нурăс районне кĕрекен Кивкас Юнтапа ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Канашри икĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан учитель пулса ĕçленĕ. 1930-мĕш çулсенче колхоз йĕркеленĕ çĕре хутшăнать, 1939—1940 çулсенче финсемпе те вăрçма тивнĕ ăна.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерсенех аттепе пĕрле тепĕр виçĕ çынна июнь уйăхĕнче вăрçа ăсатаççĕ. Манăн анне, Татьяна Матвеевна, пĕчĕк ачисемпе тăрса юлать, тăван колхозра вăй хурать. Атте çав вăхăтра фронтра йывăр аманса госпитальте выртнă иккен. 1946-мĕш çулта атте яла таврăнать”. Вăрçă хыççăн çемьене тата виçĕ ача хушăннă.

“Манăн аслă пичче Гена халĕ Оренбург облаçĕнчи “Светличный” совхозра агрономра ĕçлет. Петя Аçтăрханри çул-йĕр техникумĕнче преподавательте вăй хурать. Толя пичче Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ, Элĕк районĕнчи “Слава” колхозра механик пулса ĕçлет. Лена аппа “Хĕвелĕм” ача садĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Эпĕ хам та çак садикре заведующи пулса ĕçлетĕп”, — пĕлтерет Дина Степановна.

Д. Александрова 1953 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Элĕк районне кĕрекен Кивкас Юнтапа ялĕнче çуралнă. Юнтапари сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан 1969 çулта Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕрет. Çамрăк специалиста Элĕкри “Васкавлă пулăшу” тытăмне ĕçлеме яраççĕ. 1977 çулта, мăшăрне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн “Мичуринец” совхоза ĕçлеме направлени парсан, вĕсем Мăн Шетмĕне куçса килеççĕ.

Мăшăрĕ, Владислав Александрович, прораб ĕçне кÿлĕнет, Дина Степановна участок больницинче амбулатори фельдшерĕнче ĕçлеме тытăнать. 1982 çулта Дина Александрова — Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕнче пуçламăш классенче вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăн воспитателĕ. Çав çулах вăл Шупашкарти И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн химипе биологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Ача сачĕ уçăлсан, 1984 çулта, медсестра пулса ĕçлеме пуçлать, хăйĕн малашнехи пурнăçне ача сачĕпе çыхăнтарать. 1987 çулта Дина Степановна аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăрать.

Владислав Александровичпа Дина Степановна Александровсем виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Асли, Лариса, çемйипе Краснодар крайĕнче пурăнать. Вăталăххи, Олеся, Хусанта тĕпленнĕ. Чи кĕçĕнни, Алиса, вара Шупашкарта пĕлÿ пухать. Владислав Александрович халĕ садикре газооператорта вăй хурать. Дина Степановна — тăрăшуллă, пултаруллă, сăпайлă, çынна ăнланакан ертÿçĕ. Кĕске вăхăтрах вăл коллективра, ял-йышра, районта хăйĕн ырă ĕçĕсемпе, тÿрĕ кăмăлĕпе палăрма пултарчĕ. Хуçалăха та Дина Александрова çирĕп алăра тытса пырать. "Мичуринец" совхоз дирекцийĕ, И. Ильин завхоз-экспедитор, ĕç коллективĕ пулăшнипе ача сачĕн çурт тăррийĕ витĕнет, пахча çимĕç упрама ятарлă хранилище хута каять, “Мичуринец”совхоз ача садне тытса тăрайман пирки ăна Мăн Шетмĕ ял администрацине параççĕ. 1998 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара РОНО тытăмне куçараççĕ. Йывăр вăхăтра Д. Александрова заведующи пуçа усса лармарĕ, ача сачĕн нушисене тивĕçтерме тĕрлĕ çăл куçсем шырама пуçларĕ. “Хĕвелĕм” ача садне уйăрса панă 1,5 гектар çĕр çинче коллектив çу кунĕсенче канмасăр ĕçлерĕ, пахча çимĕç туса илчĕ. Сад пахчи те тупăш пама пуçларĕ. Дина Степановна тăрăшнипе кунта хĕрарăмсен “Хĕвелĕм” ансамбльне туса хураççĕ. Унăн ертÿçи пулма И. Степанов композитора шанаççĕ. Ку коллектив вара тĕрлĕ халăх юррисене шăрантарса Элĕк, Етĕрне районĕсенче, Мари Эл республикинче пысăк концертсемпе тухса çÿренĕ. Елена Митрофанова, Зоя Федорова, Иринапа Дина Александровасем шăрантарнă юрăсене Шупашкарти Чăваш радион музыка программи валли çырса илнĕ, эфира темиçе хут та кăларнă. Халĕ те вĕсем радиовещани комитечĕн фонотекинче упранаççĕ. 1996 çулта “Хĕвелĕм” художество пултарулăх коллективне Н. Янкас ячĕллĕ премине параççĕ.

Халĕ садике 12 ялтан 35 ача çÿрет. Вĕсене 5 воспитательпе воспитателе 3 пулăшаканĕ пăхаççĕ. 15 çын ĕçлет садикре. Пушă вăхăтра воспитательсем пахчара вăй хураççĕ. Кăçал вĕсем 2 тонна çĕр улми, 100 кг кишĕр, 60 кг сухан, 200 кг хĕрлĕ кăшман, 300 кг купăста туса илме пултарнă. Кунсăр пуçне пан улми те чылай пулнă. Çакăн пек пысăк ĕç туса пырать Дина Степановна ертсе пынипе “Хĕвелĕм” ача сачĕн коллективĕ. Малашнехи ĕçре те ăнăçу сунас килет сире, Дина Степановна.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика