01 декабря 2009 г.
Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене çирĕп пĕлÿпе воспитани парас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттереççĕ.
Эпĕ асăннă шкулăн 9 “б” класĕнче вĕренетĕп. Пирĕн ушкăнта пурĕ 19 ача: 14 арçын ача тата 5 хĕр ача. Класра килĕшÿлĕх, туслăх хуçаланаççĕ. Класс ертÿçи пулса В. М. Михайлов тăрăшать. Килĕштеретпĕр эпир Виталий Михайловича, вăл кирек хăçан та пире тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшма хатĕр.
Нумаях пулмасть шкулта тĕрлĕрен предметсемпе олимпиадăсем иртрĕç. Район шайĕнче вырăс чĕлхипе Д. Петров — пĕрремĕш, Е. Иванова виççĕмĕш, А. Михайлов шкулта географипе чи малти вырăнсене тивĕçрĕç. Халĕ вĕренекенсем районпа республикăри тупăшусене хатĕрленеççĕ. Умра — çĕнĕ тĕрĕслевсем. Вĕсене ăнăçлă ирттерессе шанатпăр.