АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Декабрĕн 1-мĕшĕ — СПИДпа кĕрешмелли кун

01 декабря 2009 г.

 

Пĕтĕм тĕнчипех çак куна СПИД чирĕпе кĕрешмелли кун тесе йышăннă, мĕншĕн тесен чирлисен тата вилекенсен шучĕ çулран çул ÿссех пырать. Раççейре уйрăмах Свердловск, Мускав, Санкт-Петербург, Иркутск, Челябинск хулисенче тата вĕсен таврашĕнче ВИЧ сарăлнă. Ку тĕлĕшпе Самар, Оренбург, Чул хула, Чĕмпĕр тата Тутарпа Пушкăрт республикисем малта пыраççĕ. Чăваш Енре ку чир Канаш, Куславкка, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче ытларах сарăлнă. ВИЧ чирĕ кунта наркотиксемпе усă курнипе ытларах çыхăннă.

Трак енре те кун пеккисем хальлĕхе 7 тупăннă, вĕсенчен 1 çын вилнĕ тата чирлĕ амăшĕнчен çуралнă ача пур.

Анчах та кунта çакна шута илмелле — кашни чирлĕ çын пуçне вуннăшĕ хăйĕн чирне пĕлменни тĕл пулать иккен, мĕншĕн тесен малтанлăха ВИЧ чирне ятарлă юн анализĕ тăрăх кăна палăртнă. Сăмахран, 2008 çулта пирĕн енри 1335 çынна тĕрĕсленĕ, кăçал çак тарана çитиччен 764 анализ тунă.

ВИЧ чирĕ 3 майпа кăна ерме пултарни пурне те паллă ĕнтĕ:

1. Ар çыхăнăвĕ урлă.

2. Юн урлă — ют çын юнĕпе вараланнă инструментсемпе усă курни — наркотик шприцĕ тата ытти те.

3. ВИЧ чирĕ ернĕ çие юлнă хĕрарăм ачине чирлеттерни.

Ахаль чух çынпа çын хутшăннă чух чир ермест.

Ĕлĕкрех ВИЧ чирĕпе чирлĕ çынсем 3—5 çул кăна пурăннă. Халĕ вара ăна çийĕнчех палăртса сиплеме пуçласан, чирлĕ çынсен пурнăçĕ нумай вăрăмланать, анчах эмелсем питĕ хаклă тата вĕсене ĕмĕр тăршшĕпех усă курма тивет. Пĕлсе, асăрханса пурăнмасан, ку чир кашни çынна ерме пултарать.

Сывă пурнăç йĕрки, эрех-сăра, наркотиксенчен пăрăнни, ар çыхăнăвĕсенче асăрхануллă пулни сирĕн сывлăха, пурнăçа та упрама пулăшĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика