АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Супарти ятлă-сумлă çынсем

01 декабря 2009 г.

 

Супарти тĕслĕх библиотека çумĕнче темиçе çул ĕнтĕ “Тимлĕх” клуб ĕçлет. Унăн занятийĕсене кашни уйăхрах ирттерме палăртатпăр. Мучисемпе кинемейсене ватлăх çулĕсенче кăштах та пулин хавхалантарас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр, çуралнă кунĕсене пĕрле паллă тăватпăр.

Акă, чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче пирĕн тăрăхри Аполос Денисович Денисов 80 çул тултарчĕ. Иртнĕ уйăхăн 5-мĕшĕнче вара Зоя Павловна Федорова учитель-ветеран 75 çулхи юбилейне паллă турĕ.

“Пурнăç пурăнса ирттересси — уй урлă каçасси мар”, — тенĕ ваттисем. Ку сăмахсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Мĕншĕн тесен пурнăç урапи пурин те пĕр пек шумасть-çке.

А. Денисов 14 çултах хăр тăлăха тăрса юлнă, хуçалăха тытса пырасси пĕтĕмпех ун çине тиеннĕ. Çапла вара мĕн пур ĕçсене тума хăнăхса пынă вăл. Çулсем иртнĕ май, А. Денисовăн салтак ячĕ тухнă. Çар хĕсметĕнче Супар каччи хăйĕн йăхĕн ятне çÿлте тытнă. Служба вĕçленсен Аполос юнашар ялти ферма заведующийĕнче, унтан тимĕрçĕ лаççинче, кладовщикра тата ытти яваплă ĕçсенче вăй хунă. Районти тĕрлĕ стройкăсене хастар хутшăннă. Пенси умĕнхи çулсенче Аполос Денисович хуçалăхсем хушшинчи “Красноармейская” строительство организацийĕнче вăй хунă, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. 80 çулхи юбилейне А. Денисов мĕн пур тăван-пĕлĕшĕсене пухса савăнăçлăн паллă турĕ.

З. П. Федорова та Супарти хресчен çемйинче çуралнă. Ялти çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ. Çак тапхăр шăпах Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсемпе пĕрле килнĕ. Уроксем хыççăн амăшĕпе пĕрле тăван хуçалăхри ĕçсене хутшăннă: тырă вырнă, утă пуçтарнă тата ытти те. Шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Зоя хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне, Августа Андреевнана, питĕ хисепленĕ. Ун пек ырă кăмăллă та сăпайлă пулма тăрăшнă. Учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен çамрăк хĕре Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси шкулне ĕçлеме янă. Малтанах ăна аслă вожатăйра ĕçлеме шанаççĕ. Каярах Супар хĕрĕ пĕлĕвне малалла ÿстерме шутлать. Çак тĕллевпе вăл Чăвашсен И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. Унта 5 çул хушши пĕлÿ пухать. Каярах З. Федорова Казахстан тăрăхне тухса каять, кунта çерем çĕрсене уçнă çĕре хутшăнать.

Тăван ен хăй патнех туртнă пулĕ çав. Кĕçех ентеш хăй çуралнă ялти шкулта вăй хума тытăнать. Ачасене физикăпа математика предмечĕсене вĕрентет, тĕрлĕрен кружоксене ертсе пырать, юрăпа ташă ăстисене хăй тавра пухать. Ÿссе çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани, çирĕп пĕлÿ панăшăн З. Федорована 1973 çулта “Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ”, тепĕр виçĕ çултан вара “РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ятсем панă.

З. Федорова вăтăр çул ытла ачасене вĕрентес ĕçе панă. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те, ларса канма пĕлмест тейĕн: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать.

Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара Ефросиния Никифоровна Аверкиева çуралнă кунне паллă турĕ. Вăл 71 çул тултарчĕ. Супар ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă Е. Аверкиева. Ялти шкул хыççăн тăван колхозра ĕçленĕ. Каярах Супарти шкулта техслужащире, 21 çул Трак чукун çул станцийĕнче стрелочникра вăй хунă. Çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Икĕ хĕр ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Пушă вăхăтра ахаль лармасть ватă, алă ĕçĕсем тăвать, ачасене те çакнах вĕрентет. Алă ĕçĕсен конкурсĕсенче яланах малти вырăнсене йышăнать пирĕн ентеш.

Çавна май çÿлерех асăннă çынсене сума суса тата Раççейри ача амăшĕн кунне халалласа раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче, юн кун, Супарти тĕслĕх библиотекăра “Тимлăх” клубăн черетлĕ занятийĕ “Годы летят” темăпа иртет. Сире пурне те унта хапăл туса йыхравлатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика