27 ноября 2009 г.
Нимĕчкассипе Вăрманкас Алманч ялĕсем Шупашкар — Шывпуç автоçул хĕрринчен инçех те мар вырнаçнă. Вĕсем иккĕшĕ те асфальтлă çулпа çыхăнаççĕ. Пысăкăшĕпе илсен, паллах, Нимĕчкасси пысăкрах. Урамĕсем те йышлă ялăн. Кунтах лавкка ĕçлет, фельдшер пункчĕ пур.
Нимĕчкассинче халь чи ватă çынсенчен, арçынсенчен Эккеç ятлă, хушамачĕпе каласан, Алексей Петров тата хĕрарăмсенчен 1920 çулта çуралнă Ирина Осипова пурăнаççĕ.
Нимĕчкассине Вăрманкас Алманчран çырма уйăрать. Мĕн ятлă-ши вăл? Тĕп-тĕрĕссине пĕлтерекен тупăнаймарĕ. Вăрманкас Алманчра виçĕ урам. Тĕп урамĕ Майски ятлă-мĕн. Унта ял клубĕ тата лавкка çурчĕсем вырнаçнă. Пĕри те ĕçлемеççĕ. Хупнă вĕсене. Вăрманкасалманчсем лавккана Нимĕчкассине е Супара утаççĕ. Шел, кану çуртне шалтан вуçех аркатса, çĕмĕрсе тăкнă.
Ялсен историйĕпе паллашар-ха. Нимĕчкассине Нимĕч ятлă чăваш пуçарса янă теççĕ ватăсем. Яла вĕсем ытларах Нимĕчкасси теме хăнăхнă.
Вăрманкас Алманч Супартан уйрăлса тухнă. Вăл Тăмпуç çырми çумне вырнаçнă.
Икĕ ялĕ те ку тăрăхран тухнă паллă çынсемпе палăрать. Акă, Нимĕчкассинче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ К. Владимиров, “Хисеп палли” орденпа “Ĕçри хастарлăхшăн” медалĕн кавалерĕ — Д. Александров, ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ — А. Абрамов, физикăпа математика наукисен кандидачĕ А. Яковлев, республика прокурорĕн çумĕ пулнă, ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ В. Ефимов, республикăри Госснаб начальникĕнче тăрăшнă П. Егоров, Ĕç мухтавĕн орденне тивĕçнĕ З. Нестерова, Вăрманкас Алманчра Супарти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче вăй хуракан Ф. Федорова, ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ А. Иванов, райпо правленийĕн председателĕсенче тăрăшнă В. Львовпа И. Васильев, ЧАССР Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕнче ĕçленĕ, милици полковникĕ И. Лаврентьев, физкультурăпа спорт ĕçченĕ Р. Мефодьев тата ытти сумлă çынсем çуралса ÿснĕ.
Нимĕчкассипе Вăрманкас Алманч ялĕсем Супарти çыхăну уйрăмне кĕреççĕ. Икĕ ялти çынсене хаçат-журналпа Света Петрова почтальонка тивĕçтерет. Миçе çемье илсе вулать-ха “Ял пурнăçне” ку тăрăхра? Супарти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Зоя Васильевна Яковлева телефонпа пĕлтернĕ тăрăх, нимĕчкассисемпе вăрманкассем район хыпарçине хальлĕхе 13 экземпляр кăна илсе тăраççĕ. Питĕ шел, “Ял пурнăçĕнчен” ютшăнни кулянтарать те, шухăшлаттарать те.
Манăн ырă тĕслĕх вырăнне Мăн Шетмĕпе Упи, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пурăнакансене илсе кăтартассăм килет. “Пирĕншĕн район хыпарçине алла тытса вулаймасан, ой! чунра тем çитмен пекех туйăнать”, — терĕ мана Четрикре пулнă чух çитмĕл урлă каçнă Елена Петровна Петрова.
Анат Кушарти анчахрах сакăр вуннă тултарнă Владимир Ильин та çав сăмахсенех çирĕплетет.
Нимĕчкассинче пулнă май, кунти ял старостипе — Елена Макаровапа — килĕрен киле çитрĕмĕр, темиçе вуншар çынпа курнăçрăмăр. Çынсем хаçат, кĕнеке вуламаççĕ мар. Ялти фельдшер пунктĕнче хĕрарăмсен ушкăнĕпе тĕл пулни те куç умĕнчех.
Акă, Варвара Чернова, 1933 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче çуралнă. Унăн “Ĕç ветеранĕ” медаль те пур. Ирина Тимофеева 85 çул çинче пырать. Воля Трофимова вара Нимĕчкассинчи сĕт-çу ферминче дояркăра ĕçленĕ. Елизавета Степанова — 81 çулта.
— Район хаçачĕ сирĕн тус-юлташ вырăнне пулать-и? — ыйтрăм вĕсенчен. — Хăвăр шухăшăрсене калăр-ха?
Хĕрарăмсем пĕр хушă шарламарĕç-ха. Хăйсемпе ăшшăн сывпуллашнă май: “Район хаçатне çырăнса илмеллех пуль. Çынсенчен катăк пулар мар”, — терĕç.