27 ноября 2009 г.
Тулли мар яваплă “Колос” пĕрлешÿре вăрлăх аллама пуçланă. Ку енĕпе кунта ятарлă звено ĕçлет. Унта Николайпа Александр Фоминсем, Владислав Яковлевпа Петр Иванов, Геннадий Козловпа Александр Александров кĕреççĕ.
Çуркунне акма пĕрлешÿре 10—12 тонна вăрлăх хатĕрлемелле. Çав шутра тулă, урпа тата сĕлĕ. Асăннă звено “Петкус-Гигант” сортировкăпа, ăна В. Яковлев машинист ĕçлеттерет, куллен 3 тоннăна яхăн вăрлăх тасатса хатĕрлет.
— Килес çул сĕлĕ 10 гектар акасшăн. Ку культура вăрлăхĕ кивелсе кайрĕ. Çавăнпа та элита вăрлăх туянма палăртнă, — тет Владимир Ермаков ертÿçĕ.